Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

21-МӖШ СЫПӐК

Назаретри синагогӑра

Назаретри синагогӑра

ЛУКА 4:16—31

  • ИИСУС ИСАИЙӐН ЧӖРКЕМӖНЧЕН ВУЛАТЬ

  • НАЗАРЕТ ҪЫННИСЕМ ИИСУСА ВӖЛЕРЕСШӖН ПУЛАҪҪӖ

Назаретра халӑх кӗшӗлтетет. Иисус ҫулталӑк ытла каялла Иоанн патне шыва кӗме кайнӑ чухне ӑна ахаль платник пек пӗлнӗ. Халӗ вара ӑна тӗлӗнмелле ӗҫсем тӑвакан ҫын пек пӗлеҫҫӗ. Хула ҫыннисем вара Иисус пӗр-пӗр хӑват тӑвасса калама ҫук хытӑ кӗтеҫҫӗ.

Иисус яланхи пекех ҫав вырӑнти синагогӑна килсен, пурте мӗнле те пулин тӗлӗнмелле ӗҫ пуласса питӗ кӗтеҫҫӗ. Синагогӑра «шӑматкунсерен» тытса тӑракан пуҫҫапмалли йӗрке шутне кӗлтӑвасси тата Моисей кӗнекисенчен вуласа парасси кӗрет (Апостолсен ӗҫӗсем 15:21). Пророкла кӗнекесенчен те вуласа параҫҫӗ. Иисус вулама тӑрсан, вӑл нумай паллакан ҫынна курать пулас — вӗсемпе вӑл нумай ҫул хушши ҫак синагогӑна ҫӳренӗ. Ӑна Исаия пророкӑн чӗркемне параҫҫӗ. Вӑл унта пӗр вырӑн тупать, ҫавӑнта вара Иегова кама святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ, Ҫавӑн ҫинчен каланӑ. Хальхи вӑхӑтра эпир ҫав сӑмахсене Исаия 61:1, 2 сӑвӑ йӗркисенче вулама пултаратпӑр.

Кам ҫинчен малтанах пророкла каласа хунӑ, Ҫавӑ ырӑ хыпара — тыткӑнрисем ирӗке тухасси, суккӑррисем куракан пуласси тата Иеговӑн ырӑлӑх кӑтартас вӑхӑчӗ ҫитесси ҫинчен калакан хыпара — мӗнле пӗлтерсе ҫӳресси пирки Иисус вуласа парать. Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус чӗркеме ӗҫлекене парать те ларать. Синагогӑри ҫынсем пурте ун ҫине куҫ илмесӗр пӑхаҫҫӗ. Унтан вӑл хӑй мӗн вуласа панине тӗплӗнрех ӑнлантарса парать пулас, вара питӗ пӗлтерӗшлӗ сӑмахсем калать: «Ҫапла ҫырни, эсир мӗн илтни, паян ӗнтӗ вырӑна килчӗ» (Лука 4:21).

Ҫынсем «Унӑн чӗлхи-ҫӑварӗнчен тухакан ырӑ сӑмахсенчен» тӗлӗнеҫҫӗ те пӗр-пӗринчен: «Иосиф ывӑлӗ мар-и вара Ку?» — тесе ыйтаҫҫӗ. Вӗсем вара вӑл тунӑ тӗлӗнмелле ӗҫсем ҫинчен мӗн илтнӗ, ҫавӑн евӗрлӗ хӑватсене тӑвасса кӗтеҫҫӗ унран. Иисус ҫакна ӑнланать, ҫавӑнпа вӑл малалла калать: «Паллах ӗнтӗ, эсир Мана, „эмелҫӗ! Хӑвна Ху сыват“ теекен каларӑша аса илтерсе, ҫапла каласшӑн: „Эсӗ Капернаумра мӗн тунине илтрӗмӗр эпир, кунта та, Хӑвӑн тӑван ҫӗршывӑнта, ҫавна туса кӑтарт“ теесшӗн» (Лука 4:22, 23). Иисусӑн унчченхи кӳршисем пуринчен малтан унӑн хӑйӗн тӑван хулинче чирлисене сыватмалла тесе шутлаҫҫӗ пулмалла. Ҫавӑнпа вӗсем, тен, хӑйсене хисеплемен пек туяҫҫӗ.

Вӗсем мӗнле шухӑш-кӑмӑллӑ пулнине курса, Иисус Израилӗн историнче пулса иртнӗ темиҫе тӗслӗх ҫинчен каласа парать. Израильте тӑлӑх арӑмсем нумай пулнӑ, ҫапах та, Иисус палӑртнӑ тӑрӑх, Илияна вӗсем патне пӗрин патне те яман. Ун вырӑнне ӑна Сидон ҫывӑхӗнчи Сарепта хулинчи Израиль ҫынни пулман тӑлӑх арӑм патне янӑ. Унта пророк тӗлӗнмелле ӗҫ тунӑ, ҫакӑ вара ҫав хӗрарӑмӑн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварнӑ (3 Патшасен 17:8—16). Елисей пурӑннӑ вӑхӑтра та Израильте тилҫеллӗ ҫынсем нумай пулнӑ, анчах та пророк Сири ҫыннине, Неемана, кӑна тасатнӑ (4 Патшасен 5:1, 8—14).

Иисусӑн тӑван хулинчи ҫынсем хӑйсен шучӗпе вырӑнсӑр пек туйӑнакан танлаштару ҫине — хӑйсен эгоизмне тата ӗненӳ ҫитсех кайманнине питлекен танлаштару ҫине — мӗнле пӑхаҫҫӗ? Синагогӑри ҫынсем пурте питӗ хытӑ ҫилленсе каяҫҫӗ. Вӗсем тӑраҫҫӗ те васкасах Иисуса хула тулашне илсе тухаҫҫӗ. Вӗсем ӑна Назарет хули ларакан ту ҫинчи чӑнкӑ вырӑна илсе каяҫҫӗ те ҫавӑнтан аялалла тӗртсе яма хӑтланаҫҫӗ. Анчах Иисусӑн вӗсен аллинчен вӗҫерӗнсе тухса кайма май килет. Халӗ вӑл Капернаума, Галилей тинӗсӗн ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ ҫыранӗ ҫумӗнче вырнаҫнӑ хулана, анать.