Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

22-МӖШ СЫПӐК

Тӑватӑ вӗренекене ҫынсене тытакансем пулма чӗнсе илнӗ

Тӑватӑ вӗренекене ҫынсене тытакансем пулма чӗнсе илнӗ

МАТФЕЙ 4:13—22 МАРК 1:16—20 ЛУКА 5:1—11

  • ИИСУС ВӖРЕНЕКЕНӖСЕНЕ ЯЛАНАХ ХӐЙӖН ХЫҪҪӐН ПЫМА ЧӖНЕТ

  • ПУЛӐҪСЕМ ҪЫНСЕНЕ ТЫТАКАНСЕМ ПУЛСА ТӐРАҪҪӖ

Назарет ҫыннисем Иисуса вӗлересшӗн пулнӑ хыҫҫӑн вӑл Капернаума, Галилея тинӗсӗ хӗрринче вырнаҫнӑ хулана, каять. Галилея тинӗсне ҫавӑн пекех «Геннисарет кӳлли» те теҫҫӗ (Лука 5:1). Ҫакӑнпа Исаия кӗнекинче тинӗс хӗрринче пурӑнакан Галилея ҫыннисем аслӑ ҫутӑ курӗҫ тесе пророкла калани пурнӑҫланать (Исаия 9:1, 2).

Галилейӑра Иисус «Ҫӳлти Патшалӑх ҫывхарчӗ» текен хыпара малалла сарать (Матфей 4:17, ҪХ). Вӑл хӑйӗн тӑватӑ вӗренекенне тупать. Унччен вӗсем Иисуспа ҫӳренӗ, анчах Иудейӑран таврӑнсан вӗсем каллех пулӑҫ ӗҫне тытӑннӑ (Иоанн 1:35—42). Халӗ вара Иисус хыҫҫӑн яланах ҫӳремелли вӑхӑт ҫитнӗ — ҫапла вӑл, хӑй кайнӑ хыҫҫӑн вӗсем сӑваплӑ ӗҫе тума пултарччӑр тесе, вӗсене вӗрентме пултарать.

Ҫыран хӗррипе утса пынӑ чухне вӑл тетелӗсене ҫуса тасатса тӑракан Симон Петра, унӑн пӗртӑванне Андрее тата вӗсен юлташӗсене курать. Иисус Петр кимми ҫине кӗрет те ӑна ҫыран хӗрринчен ишсе кайма ыйтать. Кӑшт шаларах ишсе кайсан Иисус ларать те ҫыран хӗрринче пухӑннӑ халӑха Патшалӑх ҫинчен калакан чӑнлӑхсене вӗрентме пуҫлать.

Унтан Иисус Петра калать: «Тарӑнрах ҫӗре ишсе кӗр те, тетелӗрсене карса хурӑр». Петр ӑна ҫапла хуравлать: «Вӗрентекен! эпир ҫӗрӗпе асапланса та нимӗн те тытаймарӑмӑр; Сан сӑмахна итлесе, тетелӗме карам эппин» (Лука 5:4, 5).

Вӗсем питӗ нумай пулӑ тытаҫҫӗ, ҫавна пула тетелӗ те ҫурӑла пуҫлать! Пулӑҫсем тӳрех ҫывӑхри кимӗри юлташӗсене пулӑшма чӗнеҫҫӗ. Кӗҫех икӗ кимми те пулӑпа туп-туллиех тулать те пута пуҫлать. Ҫакна курсан, Петр Иисус ури умне ӳкет те калать: «Эй Ҫӳлхуҫамӑр! кайсам ман патӑмран: эпӗ — ҫылӑхлӑ ҫын». Иисус ҫапла хуравлать: «Ан хӑра; паянтан эсӗ ҫын тытакан пулӑн» (Лука 5:8, 10).

Иисус Петрпа Андрее калать: «Ман хыҫҫӑн пырӑр, Эпӗ сире ҫын тытакансем тӑвӑп» (Матфей 4:19). Иисус тепӗр икӗ пулӑҫа, Иаковпа Иоана, Зеведейӑн ывӑлӗсене, хӑйӗн хыҫҫӑн пыма чӗнет. Вӗсем те тӳрех килӗшеҫҫӗ. Ҫапла вара тӑваттӑшӗ те пулӑҫ ӗҫне хӑвараҫҫӗ те ялан Иисус хыҫҫӑн ҫӳрекен пӗрремӗш вӗренекенсем пулса тӑраҫҫӗ.