Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

25-МӖШ СЫПӐК

Иисус хӗрхенсе тилҫе ернӗ ҫынна сыватать

Иисус хӗрхенсе тилҫе ернӗ ҫынна сыватать

МАТФЕЙ 8:1—4 МАРК 1:40—45 ЛУКА 5:12—16

  • ИИСУС ТИЛҪЕЛЛӖ ҪЫННА СЫВАТАТЬ

Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсемпе «пӗтӗм Галилея тӑрӑх синагогӑсенче вӗрентсе» ҫӳрет. Вӑл тӑвакан тӗлӗнмелле ӗҫсем ҫинчен калакан хыпар анлӑн сарӑлать (Марк 1:39). Унӑн ӗҫӗсем ҫинчен пӗр хулара илтеҫҫӗ, унта вара тилҫе ернӗ ҫын пурӑнать. Лука тухтӑр ҫав ҫын пирки ӑна «тилҫе сӑрса илнӗ» тенӗ (Лука 5:12). Ҫав хаяр чир сарӑлса пынӑ май ҫын кӗлеткин тӗрлӗ пайӗсене майӗпен нӗрсӗрлетсе пырать.

Ҫав тилҫеллӗ ҫыннӑн лару-тӑрӑвӗ питӗ япӑх тата унӑн ыттисенчен уйрӑм пурӑнмалла. Унсӑр пуҫне, ун патне ҫынсем ытлашши ан ҫывхарччӑр тесе, ҫапла вара вӗсене ҫав чир ан ертӗр тесе унӑн: «Таса мар! таса мар!» — тесе кӑшкӑрмалла пулнӑ (Левит 13:45, 46). Анчах та халӗ ҫав тилҫеллӗ ҫын мӗн тӑвать? Вӑл Иисус патне ҫывхарать те ун умне чӗркуҫленсе ларса йӑлӑнать: «Эй Ҫӳлхуҫамӑм! тасатас тесессӗн Эсӗ мана тасатма пултаратӑн-ҫке» (Матфей 8:2).

Ҫав ҫын Иисуса епле хытӑ ӗненет! Чирпе ҫавӑн пек нӗрсӗрленсе пӗтнӗ ҫын ҫине пӑхма мӗн тери хӗн! Иисус мӗн тӑвать? Эсир ҫавӑнта пулнӑ пулсан, хӑвӑра мӗнле тытнӑ пулӑттӑр? Хӗрхеннипе Иисус аллине тӑсать те ӑна сӗртӗнет. Вара Иисус ӑна: «Тасатас тетӗп, тасал»,— тесе калать (Матфей 8:3). Тӗлӗнмелле те, чирлӗ ҫын ҫав самантрах тилҫерен тасалать.

Ҫавӑн пек хӗрхенекен тата пултаруллӑ ҫын патшара ларни сире килӗшет-и? Иисус хӑйне ҫав тилҫеллӗ ҫынпа мӗнле тытни вӑл пӗтӗм ҫӗрӗн Патшийӗ пулса тӑнӑ чухне Библире пророкла каланӑ ҫак сӑмахсем: «Вӑл мӗскӗнпе чухӑн ҫынна хӗрхенӗ, мӗскӗнсен чунне ҫӑлса хӑварӗ»,— текен сӑмахсем пурнӑҫланаҫҫех тесе шантарать (Псалом 71:13). Ҫапла, ҫавӑн чухне Иисус хӑйӗн ӗмӗтне, хӗн куракансене пурне те пулӑшас ӗмӗте, пурнӑҫлӗ.

Ҫав тилҫеллӗ ҫынна сыватичченех Иисус ҫинчен тата унӑн сӑваплӑ ӗҫӗ ҫинчен тӗрлӗ сас-хура ҫӳренӗ. Халӗ вара ҫак тӗлӗнмелле япала ҫинчен нумайӑшӗ илтӗҫ. Анчах Иисус хӑйне ҫынсем ыттисем мӗн калани тӑрӑх кӑна ан ӗненччӗр тет. Вӑл хӑйӗн пирки «никам та Ун сассине урамра илтеймӗ» тесе пророкла каланине пӗлет, ҫавӑнпа хӑйӗн ҫине ытлашши пӑхтарасшӑн мар (Исаия 42:1, 2). Иисус сывалнӑ ҫынна ҫапла хушать: «Асту, никама та ан кала; хӑвна священника кайса кӑтарт та, Моисей хушнӑ пек, парне кӳр» (Матфей 8:4).

Анчах та сывалнӑ ҫын ҫав тери савӑннӑран шӑп тӑма пултараймасть. Вӑл мӗн пулса иртни ҫинчен пур ҫӗрте те каласа пама пуҫлать. Ҫакӑ ҫынсене интереслентерсе ярать. Халӗ вара Иисус хулана уҫҫӑн кӗме пултараймасть, ҫавӑнпа вӑл улах ҫӗрте, никам пурӑнман вырӑнта, тӑрса юлать. Ҫав-ҫавах ҫынсем ӑна итлес тата сывалас тесе ун патне пур ҫӗртен те килеҫҫӗ.