Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

27-МӖШ СЫПӐК

Иисус Матфея чӗнет

Иисус Матфея чӗнет

МАТФЕЙ 9:9—13 МАРК 2:13—17 ЛУКА 5:27—32

  • ИИСУС КУЛАНАЙ ПУХАКАН МАТФЕЯ ЧӖНЕТ

  • ХРИСТОС ҪЫЛӐХЛӐ ҪЫНСЕМПЕ ВӖСЕНЕ ПУЛӐШАС ТЕСЕ ХУТШӐНАТЬ

Шалкӑм ҫапнӑ ҫынна сыватнӑранпа нумай вӑхӑт та иртмен ӗнтӗ. Халӗ Иисус Галилея тинӗсӗ ҫумӗнчи Капернаум хули таврашӗнче-ха. Каллех Иисус патне нумай халӑх пырать, вӑл вара вӗсене вӗрентет. Налук кантурӗ ҫумӗпе утса пынӑ чухне Иисус унта Матфея курать (Матфея ҫавӑн пекех Левий тесе чӗнеҫҫӗ). Иисус ӑна: «Ман хыҫӑмран пыр»,— тесе чӗнет (Матфей 9:9).

Петр, Андрей, Иаков тата Иоанн пекех, Матфей та Иисусӑн вӗрентӗвӗсем ҫинчен тата вӑл ҫав вырӑнта тунӑ ӗҫсем ҫинчен мӗн те пулин пӗлет пулмалла. Иисус чӗнсен, Матфей, ҫав вӗренекенсем пекех, ҫавна тӳрех хапӑл туса йышӑнать. Ҫавӑн ҫинчен вӑл хӑйӗн Евангелинче ҫапла ҫырать: «Лешӗ [Матфей] тӑнӑ та Ун хыҫҫӑн кайнӑ» (Матфей 9:9). Матфей налук пухас ӗҫе хӑварать те Иисусӑн вӗренекенӗ пулса тӑрать.

Каярахпа вӑл, хӑйне Иисус чӗннӗшӗн пархатарлӑ пулнипе пулас, хӑйӗн килӗнче ӗҫкӗ-ҫикӗ тӑвать. Иисуспа унӑн вӗренекенӗсемсӗр пуҫне вӑл налук пухакансене, унччен хӑйӗнпе пӗрле ӗҫленӗскерсене, чӗнет. Вӗсем нумайӑшӗ ҫынсем курайман Рим влаҫӗ валли налук пухаҫҫӗ — сӑмахран, карапсем гаване кӗнӗшӗн налук илеҫҫӗ, урӑх ҫӗршывран илсе килнӗ таварсемшӗн куланай тӳлеттереҫҫӗ. Иудейсем, пӗтӗмӗшле илсен, налук пухакансем ҫине мӗнле пӑхаҫҫӗ? Вӗсене кураймаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем намӑса пӗлмесӗр час-часах ҫынсенчен пама кирлинчен те нумайрах укҫа илеҫҫӗ. Ӗҫкӗ-ҫикӗре ҫылӑхлӑ ҫынсем те пур — вӗсене ирсӗр, аскӑн ӗҫсем туса пурӑнакан ҫынсем пек пӗлеҫҫӗ (Лука 7:37—39).

Хӑйсем пирки тӳрӗ тесе шутлакан фарисейсем, Иисус ҫавӑн пек ҫынсемпе пӗрле пулнине курсан, унӑн вӗренекенӗсенчен ыйтаҫҫӗ: «Мӗншӗн сирӗн Вӗрентекенӗр куланай пухакансемпе, ҫылӑхлӑ ҫынсемпе пӗрле ӗҫсе ҫиет?» (Матфей 9:11.) Вӗсен ыйтӑвне илтсен Иисус хуравлать: «Эмелҫӗ сыввисене мар, чирлисене кирлӗ; кайӑр та „Мана парне кирлӗ мар, ырӑ кӑмӑл [«хӗрхенни», ҪТ] кирлӗ“ тени мӗне пӗлтернине ӑнланма тӑрӑшӑр; Эпӗ сӑваплисене мар, ҫылӑхлисене ӳкӗнтерсе чӗнме килнӗ» (Матфей 9:12, 13; Осия 6:6). Фарисейсем Иисуса «Вӗрентекен» теҫҫӗ пулин те, ӑна вӗрентекен вырӑнне хумаҫҫӗ, вӗт вӗсем унтан чӑн-чӑн тӳрӗлӗх мӗн иккенне вӗренме пултарнӑ пулӗччӗҫ.

Паллах ӗнтӗ, Матфей хӑйӗн патне налук пухакансемпе ҫылӑхлӑ ҫынсене, вӗсем Иисуса итлеме пултарччӑр тесе чӗннӗ, мӗншӗн тесен ҫынсем «Ун хыҫӗнчен яланах йышлӑн ҫӳренӗ» (Марк 2:15, ҪХ). Иисус вӗсене Турӑпа ҫывӑхланма пулӑшасшӑн. Хӑйсене тӳрӗ ҫынсем тесе шутлакан фарисейсемпе танлаштарсан, вӑл ҫав ҫынсенчен йӗрӗнмест. Вӑл хӗрхенет тата ҫын хуйхине чӗре патне илет. Ҫавӑнпа вӑл, тухтӑр чирлӗ ҫынна сывалма пулӑшнӑ пекех, камӑн хӑйӗнпе Турӑ хушшинчи хутшӑнусем пӑсӑлнӑ, ҫавсене ҫав хутшӑнусене лайӑхлатма пулӑшать.

Иисус налук пухакансемпе ҫылӑхлӑ ҫынсене хӗрхенет пулин те, вӗсен ҫылӑхӗсене тӳрре кӑлармасть. Ун вырӑнне вӑл вӗсене чирлӗ ҫынсене шелленӗ пек шеллет. Сӑмахран, Иисус тилҫеллӗ ҫынна хӗрхеннипе сӗртӗннӗ те: «Тасатас тетӗп, тасал»,— тенине аса илӗр-ха (Матфей 8:3). Пирӗн те ҫавӑн пек хӗрхенме вӗренмелле мар-и вара тата пулӑшу кирлӗ ҫынсене, уйрӑмах кама Турӑпа ҫывӑхланма пулӑшу кирлӗ, ҫавсене пулӑшмалла мар-и вара?