Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

31-МӖШ СЫПӐК

Шӑматкун пучахсене татма юрать-и?

Шӑматкун пучахсене татма юрать-и?

МАТФЕЙ 12:1—8 МАРК 2:23—28 ЛУКА 6:1—5

  • ВӖРЕНЕКЕНСЕМ ШӐМАТКУН ПУЧАХСЕНЕ ТАТАҪҪӖ

  • ИИСУС — «ШӐМАТКУН ХУҪИ»

Иисуспа унӑн вӗренекенӗсем Иудейӑран ҫурҫӗрелле вырнаҫнӑ Галилейӑна ҫул тытаҫҫӗ. Халӗ ҫуркунне, уйсенче тырӑ пучаха ларнӑ. Ҫиес килнӗрен вӗренекенсем пучахсене татса илсе тырӑ пӗрчисене ҫиме пуҫлаҫҫӗ. Анчах халӗ шӑматкун, фарисейсем вара вӗсем мӗн тунине асӑрхаҫҫӗ.

Нумаях пулмасть Иисуса шӑматкун ҫинчен калакан саккуна пӑсатӑн тесе айӑплакан иудейсем ӑна вӗлересшӗн пулнине аса илӗр-ха. Халӗ фарисейсем унӑн вӗренекенӗсене айӑпламалли сӑлтав тупаҫҫӗ. Вӗсем калаҫҫӗ: «Акӑ Санӑн вӗренекенӳсем шӑматкун тума юраманнине тӑваҫҫӗ» (Матфей 12:2).

Фарисейсен шучӗпе, пучахсене татса илсе ывӑҫ тупанӗ ҫинче сӑтӑрни вӑл — тырӑ вырнипе тата авӑн ҫапнипе пӗрех (Тухни 34:21). Мӗне ӗҫ тесе шутламалла, мӗне ӗҫ тесе шутламалла мар текен питӗ хытӑ правилӑсене пула шӑматкун ҫынсемшӗн йывӑр ҫӗклем пекех пулса тӑнӑ. Тӗрӗссипе вара, шӑматкун савӑнӑҫ паракан тата Турӑпа ҫывӑхланма пулӑшакан кун пулмалла пулнӑ. Иисус тӗслӗхсем илсе парса вӗсен шухӑшӗсем тӗрӗс мар пулнине тата Иегова Турӑ шӑматкун ҫинчен калакан саккунпа нихӑҫан та ҫавӑн пек усӑ курма хушманнине кӑтартать.

Иисус илсе панӑ пӗр тӗслӗх вӑл — Давидпа тата унӑн ҫыннисемпе мӗн пулса иртни. Вӗсем выҫӑ пулнӑ чухне сӑваплӑ чатӑр патӗнче чарӑнса тӑнӑ та парнене кӳнӗ ҫӑкӑрсене ҫинӗ. Иегова умӗнче выртакан ҫак ҫӑкӑрсене илнӗ те вӗсем вырӑнне тин кӑна пӗҫернӗ ҫӑкӑрсене хунӑ. Ҫав ҫӑкӑрсене, священниксемсӗр пуҫне, никамӑн та ҫиме юраман. Анчах та Давидпа унӑн ҫыннисене, вӗсем мӗнле лару-тӑрура пулнине шута илсе, ҫинӗшӗн айӑпламан (Левит 24:5—9; 1 Патшасен 21:1—6).

Иисус тепӗр тӗслӗх илсе парать: «Эсир саккунра: шӑматкунсенче священниксем Турӑ Ҫуртӗнче шӑматкун тума хушманнине тӑваҫҫӗ, ҫапах та вӗсем айӑплӑ мар тенине вуламан-им?» Вӑл священниксем шӑматкун та парне кӳрес тесе чӗрчунсене пусаҫҫӗ тата ытти тӗрлӗ ӗҫсене тӑваҫҫӗ тесе каласшӑн. «Анчах сире ҫакна калатӑп,— тет Иисус,— кунта Турӑ Ҫуртӗнчен те Асли пур» (Матфей 12:5, 6; Йыша шутлани 28:9, 10).

Иисус илсе панӑ тепӗр шухӑш та Ҫырупа ҫыхӑнса тӑрать. Вӑл калать: «Эхер те эсир: „Мана парне кирлӗ мар, ырӑ кӑмӑл [«хӗрхенни», ҪТ] кирлӗ“ тени мӗне пӗлтернине пӗлнӗ пулсассӑн, айӑпсӑррисене айӑпламӑттӑр». Вӑл пӗтӗмлетӳ тӑвать: «Этем Ывӑлӗ — шӑматкун хуҫи». Вӑл кунта хӑйӗн пулас Патшалӑхӗ пин ҫул хушши мирлӗ ертсе пырас вӑхӑт ҫинчен калать (Матфей 12:7, 8; Осия 6:6).

Сатанан чуралӑхӗнче пурӑнакан этемлӗх нумай вӑхӑт хушши ӗнтӗ асапланать. Пусмӑрлассипе вӑрҫӑсем куллен пулакан ӗҫсем пулса тӑчӗҫ. Аслӑ шӑматкун, Христос ертсе пыни, калама ҫук пысӑк ҫӑмӑллӑх парӗ! Ҫакӑ эпир чылайранпа кӗтекен тата пире питӗ кирлӗ канӑҫлӑх вӑхӑчӗ пулӗ!