Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

40-МӖШ СЫПӐК

Каҫарма вӗрентни

Каҫарма вӗрентни

ЛУКА 7:36—50

  • ҪЫЛӐХЛӐ ХӖРАРӐМ ИИСУСӐН УРИСЕНЕ ҪУ СӖРЕТ

  • КАҪАРМА ВӖРЕНТЕКЕН ТӖСЛӖХ

Иисусӑн сӑмахӗсемпе ӗҫӗсем ҫине ҫынсем тӗрлӗрен пӑхаҫҫӗ — ҫакӑ вӗсен чӗри мӗнлерех пулнинчен килет. Ҫакӑ Галилейӑри пӗр ҫуртра мӗн пулса иртнинчен питӗ лайӑх курӑнать. Симон ятлӑ фарисей хӑйӗн патне Иисуса апат ҫиме чӗнет. Тен, вӑл ҫакна ҫавӑн пек тӗлӗнмелле ӗҫсем тӑвакан ҫынпа ҫывӑхрах паллашас тесе тӑвать. Иисус унта килнӗ ҫынсене ырӑ хыпар каласа пама май пулассине шанса, тен, хӑнана пыма килӗшет. Вӑл ҫавна унччен те — налук пухакансемпе ҫылӑхлӑ ҫынсем хӑнана чӗннӗ чухне те тунӑ.

Анчах Иисус Симон патне килсен, ӑна хӑнасене хапӑл туса йышӑннӑ пек йышӑнмаҫҫӗ. Палестинӑри тусанлӑ ҫулсем тӑрӑх ҫӳренӗ чухне сандали тӑхӑннӑ ҫынсен урисем вӗриленсе каяҫҫӗ тата тусанланаҫҫӗ. Ҫавӑнпа хӑналама юратакан ҫынсем ялан тенӗ пекех хӑнасен урисене сивӗ шывпа ҫуса яраҫҫӗ. Иисусшӑн ҫавна тумаҫҫӗ. Хӑнасене чуптуса кӗтсе илес йӑла пур, анчах Иисуса ун пек кӗтсе илмеҫҫӗ. Тепӗр йӑла вӑл — хӑнана хапӑл туса йышӑнасшӑн пулнине кӑтартас тесе унӑн пуҫне ҫу сӗресси. Анчах Иисусшӑн куна та тумаҫҫӗ. Кунта Иисуса ырӑ сунса кӗтеҫҫӗ теме пулать-и?

Хӑнасем сӗтел хушшинче апат ҫинӗ чухне пӗр хӗрарӑм никам чӗнмесӗрех пӳлӗме шӑпӑрттӑн кӗрет. Ӑна хулара «ҫылӑхлӑ хӗрарӑм» пек пӗлеҫҫӗ (Лука 7:37, ҪХ). Ҫитменлӗхсем пур ҫынсем пурте ҫылӑхлӑ, анчах ҫав хӗрарӑм аскӑнланса, тен, проституципе пурӑнать. Вӑл Иисусӑн вӗрентӗвӗсем ҫинчен пӗлет пулмалла тата Иисус: «Йывӑр ҫӗклемпе халтан кайнисем, пурсӑр та Ман патӑма килӗр, Эпӗ сире лӑплантарӑп»,— тесе чӗнсе каланине илтнӗ пулас (Матфей 11:28, 29). Тен, Иисусӑн сӑмахӗсемпе ӗҫӗсем унӑн чунне пырса тивнӗ, ҫавӑнпа ӗнтӗ вӑл халӗ ӑна шыраса тупать.

Хӗрарӑм сӗтел хушшинче хӑяккӑн выртакан Иисус хыҫне тӑрать те унӑн ури умне чӗркуҫленсе ларать. Унӑн куҫӗнчен куҫҫуль Иисусӑн урисем ҫине юха-юха анать, вара вӑл ӑна хӑйӗн ҫӳҫӗпе шӑла-шӑла илет. Вӑл Иисусӑн урисене ҫепӗҫҫӗн чуптӑвать тата хӑй илсе килнӗ ҫӑва унӑн урисене сӗрет. Симон ҫакна кӑмӑлсӑррӑн сӑнаса ларать. Вӑл хӑй ӑшӗнче ҫапла шухӑшлать: «Вӑл пророк пулсассӑн Хӑйне кам, мӗнле хӗрарӑм сӗртӗннине пӗлӗччӗ, ку ҫылӑхлӑ хӗрарӑм» (Лука 7:39).

Симон мӗн ҫинчен шухӑшланине пӗлсе Иисус калать: «Симон! Эпӗ сана пӗр сӑмах каласшӑн». «Кала, Вӗрентекен»,— тет лешӗ. Иисус малалла калать: «Икӗ ҫыннӑн пӗр ҫынна парӑм тӳлемелле пулнӑ: пӗрин — пилӗкҫӗр динари, тепӗрин — аллӑ динари; анчах вӗсен тӳлеме нимӗн те пулман та, ку вӗсене иккӗшне те каҫарнӑ. Кала-ха ӗнтӗ: ҫавсенчен хӑшӗ ӑна ытларах юратӗ?» Симон, тен, сӳрӗккӗн, ҫапла хуравлать: «Хӑшне ытларах каҫарнӑ, ҫавӑ тесе шухӑшлатӑп» (Лука 7:40—43).

Иисус унпа килӗшет. Унтан вӑл ҫав хӗрарӑм еннелле ҫаврӑнса Симона калать: «Ҫак хӗрарӑма куратӑн-и? Эпӗ сан ҫуртна килтӗм, эсӗ Мана ура ҫума шыв та памарӑн; вӑл Манӑн урана куҫҫулӗпе ҫуса хӑйӗн ҫӳҫӗпе шӑлчӗ. Эсӗ Мана чуптумарӑн, вӑл мӗн Эпӗ килнӗренпех Манӑн урасене пӗр чарӑнмасӑрах чуптӑвать. Эсӗ Манӑн пуҫӑма та ҫу сӗрмерӗн, вӑл Манӑн урасене те мирӑ сӗрчӗ». Ҫак хӗрарӑм аскӑнланса пурӑннӑшӑн ӳкӗннине курса Иисус ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ тӑвать: «Ҫавӑнпа калатӑп сана: вӑл ҫапла хытӑ юратнӑран унӑн нумай ҫылӑхӗ каҫарӑнать; камӑн ҫылӑхӗ сахал каҫарӑнать, вӑл юратасса та сахал юратать» (Лука 7:44—47).

Иисус аскӑнлӑха тӳрре кӑлармасть. Ун вырӑнне вӑл йывӑр ҫылӑх тӑвакан, анчах кайран ҫавӑншӑн ӳкӗнекен тата Христосран пулӑшу ыйтакан ҫынсене ӑнланнине тата хӗрхеннине кӑтартать. Иисус: «Санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнаҫҫӗ [...] сана ху ӗненни ҫӑлчӗ; лӑпланса каях ӗнтӗ»,— тесе калани ҫав хӗрарӑма калама ҫук пысӑк ҫӑмӑллӑх парать пулас (Лука 7:48, 50).