Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

45-МӖШ СЫПӐК

Иисусӑн демонсене пӑхӑнтарма власть пур

Иисусӑн демонсене пӑхӑнтарма власть пур

МАТФЕЙ 8:28—34 МАРК 5:1—20 ЛУКА 8:26—39

  • ХӐВАЛАСА КӐЛАРНӐ ДЕМОНСЕМ СЫСНАСЕМ ӐШНЕ КӖРЕҪҪӖ

Тинӗсре хӑрушӑ ҫил-тӑвӑла пурӑнса ирттернӗ хыҫҫӑн ҫыран хӗррине ҫитсен вӗренекенӗсем пӑлханса-тӗлӗнсе каяҫҫӗ. Ҫывӑхра вырнаҫнӑ тупӑклӑх патӗнчен усал ернӗ икӗ хаяр ҫын тухаҫҫӗ те Иисус патнелле чупаҫҫӗ! Ытларах пӗрин ҫине тимлеттернӗ — тен, вӑл ытларах усалланса кайнӑран тата демонсен аллинче нумайрах вӑхӑт пулнӑран пулас.

Ҫак мӗскӗн ҫын ҫарамас ҫӳрет. Вӑл «кунӗн-ҫӗрӗн сӑртсем ҫинче тата ҫӗр хӑвӑлӗсенчи тупӑклӑхра кӑшкӑрашса, хӑйне-хӑй чулпа ҫапса сусӑрлатса ҫӳренӗ» (Марк 5:5, ҪХ). Вӑл питӗ тискерленсе кайнӑран ҫынсем унти ҫулпа ҫӳреме хӑраҫҫӗ. Ӑна темиҫе хут та тимӗрлесе-сӑнчӑрласа пӑхнӑ, анчах вӑл сӑнчӑрсене тата-тата пӑрахнӑ, тимӗрсене ватнӑ. Никам та ӑна чарма пултарайман.

Ҫав ҫын Иисус патне ҫывхарсан ун ури патне ӳкет, вара ӑна ярса илнӗ демонсем ӑна ҫапла кӑшкӑрттараҫҫӗ: «Эй Иисус, Ҫӳлти Турӑ Ывӑлӗ! Санӑн ман ҫумра мӗн ӗҫ пур? Турра асӑнса тархаслатӑп Сана: ан асаплантар мана!» Иисус демонсене пӑхӑнтарма власть пуррине кӑтартса: «Усал сывлӑш, ҫак ҫын ӑшӗнчен тух!» — тесе хушать (Марк 5:7, 8).

Тӗрӗссипе каласан, ҫак ҫынна нумай демон ярса илнӗ. Иисус: «Эсӗ мӗн ятлӑ? — тесе ыйтсан, ӑна ҫапла хуравлаҫҫӗ: «Эпӗ легион ятлӑ, мӗншӗн тесессӗн эпир нумаййӑн» (Марк 5:9). Рим ҫарӗнчи легионра пин-пин салтак, эппин, ҫак ҫынна нумай демон ярса илнӗ, вӗсем вара вӑл асапланнӑшӑн савӑнаҫҫӗ. Вӗсем Иисуса «пире тамӑка [«тӗпсӗр вырӑна», ҪТ] ан яр» тесе йӑлӑнаҫҫӗ. Апла пулсан, вӗсем хӑйсене тата хӑйсен пуҫлӑхне, Сатанана, мӗн кӗтнине пӗлеҫҫӗ курӑнать (Лука 8:31).

Ҫывӑхра сысна кӗтӗвӗ ҫӳрет, вӗсен шучӗ 2 000-е яхӑн. Моисей саккунӗ тӑрӑх, сыснасем таса мар чӗрчунсем шутланнӑ, ҫавӑнпа иудейсен вӗсене усрама юраман. Демонсем калаҫҫӗ: «Пире ҫав сыснасен ӑшне кӗме ярсам» (Марк 5:12, ҪХ). Иисус вӗсене ирӗк парать те лешӗсем сыснасен ӑшне кӗреҫҫӗ. Вара пӗтӗм кӗтӳ чӑнкӑ ҫӗртен тинӗсе сикет те путса вилет.

Кӗтӳҫсем ҫакна курсан чупса каяҫҫӗ те ҫак хыпара хулара та, ялсенче те каласа параҫҫӗ. Ҫынсем мӗн пулса иртнине курма тухаҫҫӗ. Унта пырсан вӗсем демонсенчен хӑтӑлнӑ ҫын тӗрӗс-тӗкелех тата чипер ӑс-тӑнлӑ пулнине кураҫҫӗ. Вӑл, тумланнӑскер, Иисусӑн ури патӗнче ларать.

Кам ҫакна илтет тата ҫав ҫынна курать, ҫавсем ҫакӑнтан тата мӗн кӗтме пулать тесе сехӗрленсе ӳкеҫҫӗ. Вӗсем Иисуса хӑйсем патӗнчен кайма ыйтаҫҫӗ. Иисус унтан ишсе каяс тесе кимӗ ҫине ларнӑ чухне хайхи хӑйӗнчен демонсем тухнӑ ҫын ӑна хӑйӗнпе пӗрле илме тархаслать. Анчах Иисус ӑна калать: «Эсӗ килне тӑванусем патне кай та Ҫӳлхуҫа хӑвӑншӑн мӗн тунине, епле хӗрхеннине каласа кӑтарт вӗсене» (Марк 5:19).

Иисус, ялан тенӗ пекех, хӑй сыватнӑ ҫынсене никама та нимӗн те каласа ан парӑр тет, мӗншӗн тесен вӑл хӑйне ҫынсем тӗлӗнтерсе яракан хыпарсем урлӑ ан ӗненччӗр тет. Ку хутӗнче вара ӑшӗнчен демонсем тухнӑ арҫын вӑл — Иисусӑн мӗнле хӑват пуррине кӑтартакан чӗрӗ тӗслӗх. Ҫав арҫын Иисус хӑй курса калаҫма пултарайман ҫынсемпе калаҫма пултарнӑ. Вӑл каласа пани сыснасен кӗтӗвӗ пӗтни ҫинчен ҫӳрекен юмах-халапа та чарса лартма пултарнӑ. Вара ҫав ҫын каять те хӑйӗншӗн Иисус мӗн туни ҫинчен пӗтӗм Вунхула ҫӗрӗ тӑрӑх каласа ҫӳрет.