Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

51-МӖШ СЫПӐК

Ҫуралнӑ кунра ҫын вӗлерни

Ҫуралнӑ кунра ҫын вӗлерни

МАТФЕЙ 14:1—12 МАРК 6:14—29 ЛУКА 9:7—9

  • ИРОД ХУШНИПЕ ШЫВА КӖРТЕКЕН ИОАНӐН ПУҪНЕ КАСАҪҪӖ

Иисусӑн апостолӗсем Галилейӑра ырӑ хыпар сараҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах Иисус ҫинчен чи малтан пӗлтернӗ ҫын тӗрмере ларать. Шыва кӗртекен Иоана тӗрмене хупнӑранпа икӗ ҫула яхӑн вӑхӑт иртнӗ ӗнтӗ.

Ирод Антипа хӑйӗн пӗртӑванӗн Филипӑн арӑмне Иродиадӑна качча илни пирки Иоанн уҫҫӑн каланӑ — Иродпа Филипп вӗсем пӗр ашшӗнчен ҫуралнӑ пӗртӑвансем пулнӑ. Ирод Иродиадӑпа мӑшӑрланас тесе хӑйӗн малтанхи арӑмӗпе уйрӑлать. Ирод ячӗшӗн ҫеҫ Моисей саккунне тытса тӑрать. Анчах та, ҫав саккун тӑрӑх, ҫавӑн пек мӑшӑрланни аскӑн ӗҫ туни шутланать, ҫавӑнпа ун пек мӑшӑрланма юраман. Иоанн ҫавӑншӑн Ирода питлет, лешӗ вара ӑна тӗрмене хупать. Тен, ҫакна вӑл Иродиада ӳкӗте кӗртнипе тӑвать.

Ирод Иоанпа мӗн тумаллине пӗлмест, мӗншӗн тесен халӑх ун пирки пророк тесе шутлать (Матфей 14:5). Анчах та Иродиадӑн ҫав тӗлӗшрен пӗр иккӗленӳ те ҫук. Вӑл Иоанн ҫине питӗ ҫилленнӗ, ҫавӑнпа ӑна вӗлерме май шырать (Марк 6:19). Юлашкинчен вара ҫавӑн пек май тупӑнать.

Пирӗн эрӑри 32 ҫулхи Пасха ҫитиччен кӑшт маларах Ирод хӑйӗн ҫуралнӑ кун ячӗпе пысӑк уяв йӗркелет. Иродӑн пысӑк пуҫлӑхӗсене, ҫарпуҫӗсене тата Галилейӑри ятлӑ-сумлӑ ҫынсене пурне те чӗннӗ. Уяв вӑхӑтӗнче Саломияна, Иродиадӑпа унӑн унчченхи упӑшкин Филипӑн хӗрне, хӑнасем валли ташлама ыйтаҫҫӗ. Хӗрӗн ташши арҫынсен чӗрисене тыткӑнлать.

Саломия Иродӑн кӑмӑлне ҫав тери юранӑран лешӗ амаҫури хӗрне калать: «Манран мӗн ыйтассу килет — ҫавна ыйт, парӑп сана». Вӑл ҫакӑн пек те тупа тӑвать: «Кирек мӗн ыйтсассӑн та парӑп сана, ҫур патшалӑхӑм таранчченех парӑп». Анчах та Саломия хурав парас умӗн амӑшӗнчен: «Мӗн ыйтас-ши?» — тесе ыйтать (Марк 6:22—24).

Акӑ ӗнтӗ Иродиада валли питӗ кӗтнӗ май тупӑнать! «Шыва кӗртекен Иоанн пуҫне ыйт»,— тӳрех хуравлать вӑл. Саломия ҫавӑнтах Ирод патне таврӑнать те ҫакна тума ыйтать: «Шыва кӗртекен Иоанн пуҫне тирӗк ҫине хурса халех илсе килсе пар мана» (Марк 6:24, 25).

Ирод питӗ салхуланать, анчах та сӑмаха каялла илме намӑс, мӗншӗн тесен хӑнасем вӑл тупа тунине илтнӗ-ҫке. Вӑл сӑмах пани пӗр айӑпсӑр ҫынна вӗлерессипе ҫыхӑннӑ пулсан та, вӑл пурпӗр хӑйӗн сӑмахне тытасшӑн. Ирод сыхлавҫӑ салтака тӗрмене тискер хушӑва пурнӑҫлама ярать. Кӗҫех сыхлавҫӑ салтак Иоанӑн пуҫне тирӗк ҫине хурса илсе килет. Вӑл ӑна Саломияна парать, лешӗ вара — амӑшне.

Ҫакӑн ҫинчен илтсен, Иоанӑн вӗренекенӗсем пыраҫҫӗ те унӑн ӳтне илсе кайса тупӑклӑха пытараҫҫӗ. Унтан пӗтӗмпех Иисуса каласа параҫҫӗ.

Ирод каярахпа, Иисус ҫынсене сыватни тата демонсене хӑваласа кӑларни ҫинчен илтсен, пӑлханса ӳкет. Вӑл шутлать: тен, ҫавӑн пек ӗҫсем тӑвакан ҫын — Иисус — чӑннипе «вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ» Шыва кӗртекен Иоанн (Лука 9:7). Ҫавӑнпа Ирод Антипа Иисуса питӗ курасшӑн. Анчах та вӑл ҫавна Иисус мӗн ҫинчен вӗрентсе ҫӳренине пӗлес тесе мар, пӑшӑрханма чӑннипе сӑлтав пуррипе ҫуккине пӗлес тесе тӑвасшӑн.