Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

56-МӖШ СЫПӐК

Ҫынна чӑннипе мӗн ирсӗрлетет?

Ҫынна чӑннипе мӗн ирсӗрлетет?

МАТФЕЙ 15:1—20 МАРК 7:1—23 ИОАНН 7:1

  • ИИСУС ЭТЕМ ЙӐЛИСЕНЕ СИВЛЕТ

Пирӗн эрӑри 32 ҫулхи Пасха ҫывхарса килет. Иисус Галилейӑра вӗрентет. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл Туррӑн Саккунӗ мӗн тума ыйтнине пурнӑҫлас тесе Пасхӑна паллӑ тума Иерусалима каять пулас. Анчах та Иисусӑн асӑрхануллӑ пулмалла, мӗншӗн тесен иудейсем ӑна вӗлерме шутлаҫҫӗ (Иоанн 7:1). Уяв хыҫҫӑн вӑл Галилейӑна таврӑнать.

Иисус патне Иерусалимран фарисейсемпе кӗнекеҫӗсем килнӗ чухне вӑл Капернаумра пулас. Мӗншӗн вӗсем килнӗ-ши? Вӗсем Иисуса тӗн йӗркисене пӑсать тесе айӑплама сӑлтав шыраҫҫӗ. Вӗсем ыйтаҫҫӗ: «Санӑн вӗренекенӳсем мӗншӗн ваттисен йӑли-йӗркине пӑхӑнмаҫҫӗ? вӗсем апат ҫиес умӗн аллине ҫумаҫҫӗ» (Матфей 15:2). Турӑ нихӑҫан та хӑйӗн ӗҫлекенӗсене ҫав йӑлана — алла чавса таран ҫӑвас йӑлана — тытса тӑма хушман (Марк 7:3). Фарисейсен шучӗпе ҫавна тытса тӑманни вӑл — пысӑк айӑп.

Вӗсем айӑпласа калани ҫине тӳррӗн хуравлас вырӑнне Иисус вӗсем Туррӑн Саккунне пӗлсе тӑрсах пӑснине палӑртать. «Мӗншӗн эсир те хӑвӑр йӑлӑрсене тытса пырассишӗн Турӑ ӳкӗтне пӑхӑнмастӑр? — тесе ыйтать вӑл вӗсенчен.— Турӑ: „аҫу-аннӳне хисепле“ тата „ашшӗне е амӑшне усал сӑмах калакана вилӗм ҫиттӗр“ тенӗ. Эсир вара ҫапла калатӑр: „кам хӑй ашшӗне е амӑшне: „эсӗ манран илессине эпӗ Турра парне кӳтӗм“ тесессӗн, ҫавӑ ашшӗ е амӑшӗ умӗнче парӑмлӑ мар“ [«ӑна ашшӗне е амӑшне хисеплемесен те юрать», ҪС] тетӗр» (Матфей 15:3—6; Тухни 20:12; 21:17).

Фарисейсем вӗрентнӗ тӑрӑх, укҫа-тенкӗ, пурлӑх е ытти япаласем пирки Турра халалланӑ парне тесе каласан, ҫакӑ вара храма панӑ япала шутланать, ҫавӑнпа унпа урӑх нимле тӗллевпе те усӑ курма юрамасть. Анчах та, тӗрӗссипе каласан, парни вара ҫав парнене паракан ҫын аллинчех юлать. Сӑмахран, ывӑлӗ хӑйӗн укҫи-тенки е пурлӑхӗ пирки ку «корван», Турра е храма халалланӑ парне, теме пултарать. Урӑхла каласан, халӗ ҫав парнепе храмӑн кӑна усӑ курма ирӗк пур. Укҫа-тенкӗ е пурлӑх ывӑлӗн аллинчех юлать пулин те, вӑл ватӑ е нушаланса пурӑнакан ашшӗ-амӑшне пулӑшас тесе вӗсемпе усӑ курма пултараймасть. Ҫапла вӑл ашшӗ-амӑшӗ умӗнче тумалли тивӗҫрен пӑрӑнать (Марк 7:11).

Туррӑн Саккунне ҫавӑн пек пӑснӑшӑн питӗ кӑмӑлсӑр пулнипе Иисус калать: «Эсир ҫапла хӑвӑр йӑлӑршӑн Турӑ хушнине пӑрахӑҫлатӑр. Эй икӗ питлӗскерсем! сирӗн ҫинчен Исаия пророк аван каланӑ: „ҫак ҫынсем чӗлхи-ҫӑварӗпе Ман патӑма ҫывӑхараҫҫӗ, сӑмахпа Мана хисеплеҫҫӗ, анчах хӑйсен чӗри Манран аякра тӑрать; вӗсем этем ӳкӗчӗсене, этем йӑлисене вӗрентеҫҫӗ, ҫавӑнпа Мана хисеплени усӑсӑр“». Ҫавӑн пек питленине хирӗҫ фарисейсем нимӗн те калама пултараймаҫҫӗ. Вара Иисус халӑха хӑйӗн патне чӗнсе илет те калать: «Итлӗр те ӑнланса илӗр: ҫынна ҫӑвара кӗрекенни ирсӗрлентермест, ҫӑвартан тухаканни ирсӗрлентерет» (Матфей 15:6—11; Исаия 29:13).

Каярахпа, Иисус килте пулнӑ чухне, вӗренекенӗсем ӑна калаҫҫӗ: «Пӗлетӗн-и, ҫак сӑмахсене илтсессӗн фарисейсем тарӑхрӗҫ». Вӑл хуравлать: «Манӑн Ҫӳлти Аттем лартман кирек епле ӳсентӑран та тымарӗпех кӑкланӗ; вӗсем пирки ан шухӑшлӑр: вӗсем — суккӑрсене ҫавӑтса ҫӳрекен суккӑрсем; суккӑра суккӑр ҫавӑтса ҫӳресен, иккӗшӗ те шӑтӑка кӗрсе ӳкӗҫ» (Матфей 15:12—14).

Петр вӗренекенсен ячӗпе ҫынна мӗн ирсӗрлетни ҫинчен тӗплӗнрех каласа пама ыйтсан, Иисус тӗлӗнет пулмалла. Вӑл хуравлать: «Халиччен ӑнланаймастӑр-и? ҫӑвара кӗрекенни пурте вар-хырӑма кӗрет те каялла тухать; ҫӑвартан тухаканни — чӗререн тухать, ҫынна ҫавӑ ирсӗрлетет, мӗншӗн тесессӗн усал шухӑшласси, ҫын вӗлересси, упӑшкипе арӑмӗ пӗр-пӗрне улталасси, аскӑнланасси, вӑрласси, суя кӳнтелесси, хурласси чӗререн тухать. Ҫынна ҫакӑ ирсӗрлетет. Алӑ ҫумасӑр апат ҫини ҫынна ирсӗрлетмест» (Матфей 15:17—20).

Иисус кунта гигиенӑна тытса тӑмалла мар темест. Вӑл апат хатӗрлес е ҫиес умӗн алла ҫумалла мар тесе те каласшӑн мар. Ун вырӑнне вӑл икӗпитлӗ тӗн пуҫлӑхӗсене, этем йӑлисемпе усӑ курса Туррӑн тӳрӗлӗх саккунӗсене пӑрахӑҫлакансене, сивлет. Иисусӑн сӑмахӗсем тӑрӑх, ҫынна чӗринче ҫуралакан усал ӗҫсем ирсӗрлетеҫҫӗ.