Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

57-МӖШ СЫПӐК

Иисус хӗрачана тата илтмен ҫынна сыватать

Иисус хӗрачана тата илтмен ҫынна сыватать

МАТФЕЙ 15:21—31 МАРК 7:24—37

  • ИИСУС ФИНИКИЯ ХӖРАРӐМӖН ХӖРНЕ СЫВАТАТЬ

  • ВӐЛ СЕЛӖП КАЛАҪАКАН ТАТА ИЛТМЕН ҪЫННА СЫВАТАТЬ

Иисус фарисейсене вӗсем хӑйсене кирлӗ пек тунӑ йӑласемшӗн сивленӗ хыҫҫӑн вӗренекенӗсемпе пӗрле ҫула тухать. Вӑл ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫалла нумай ҫухрӑм аякра вырнаҫнӑ Финикийӑри Тирпа Сидон хулисен таврашне каять.

Иисус пӗр ҫуртра чарӑнса тӑрать, анчах вӑл хӑй унта пулни ҫинчен ҫынсем ан пӗлччӗр тет. Ҫав-ҫавах вӑл унта пулнине сисеҫҫӗ. Пӗр грек хӗрарӑмӗ, ҫав вырӑнта ҫуралнӑскер, Иисуса тупать те ӑна йӑлӑнма пуҫлать: «Эй Ҫӳлхуҫа, Давид Ывӑлӗ, хӗрхенсемччӗ мана! хӗрӗм ытла та асапланать: ӑна усал ернӗ» (Матфей 15:22; Марк 7:26).

Вӗренекенӗсем Иисуса ӳкӗтлеҫҫӗ: «Кунтан яр ӑна — вӑл пирӗн хыҫран кӑшкӑрса пырать». Вара Иисус ҫав хӗрарӑма мӗншӗн хуравламаннине ӑнлантарса парать: «Мана Израиль килӗн ҫухалнӑ сурӑхӗсем патне ҫеҫ янӑ». Хӗрарӑм пурпӗр парӑнмасть. Вӑл Иисус патне пырать те пуҫ тайса калать: «Эй Ҫӳлхуҫа! пулӑшсамччӗ мана» (Матфей 15:23—25).

Тен, ҫав хӗрарӑмӑн ӗненӗвӗ мӗн таран ҫирӗп пулнине тӗрӗслес тесе Иисус ӑна калать: «Ҫӑкӑра ачасенчен туртса илсе [«пӗчӗк», ҪТ] йытӑсене пӑрахса пани аван мар» (Матфей 15:26). Иисус «пӗчӗк йытӑсем» тенипе иудей халӑхӗ шутне кӗмен ҫынсем патне унӑн мӗнле ҫепӗҫ туйӑмсем пуррине кӑтартса парать. Ҫакӑ унӑн сӑн-питӗнче те, ӑшшӑн каланӑ сӑмахӗсенче те палӑрса тӑрать пулас.

Хӗрарӑм ҫакӑншӑн ҫилленмест. Вӑл иудейсен ҫынсене камне кура уйӑрасси пурри ҫинчен каланине ӑнланса илет те хӑйне кӗҫӗне хурса хуравлать: «Эй Ҫӳлхуҫа, ҫаплине ҫапла та, анчах [«пӗчӗк», ҪТ] йытӑсем те хуҫи сӗтелӗ ҫинчен ӳкнӗ тӗпренчӗксене ҫиеҫҫӗ». Иисус вӑл лайӑх чӗреллӗ пулнине кура калать: «Эй хӗрарӑм, эсӗ хытӑ ӗненетӗн; ху ӗмӗтленнӗ пек пултӑр сана» (Матфей 15:27, 28). Ҫав хӗрача ҫумра мар пулин те, шӑп Иисус каланӑ пек пулса тухать те! Хӗрарӑм килне таврӑнсан, вӑл хӑйӗн хӗрӗ сып-сывӑ выртнине — ун «ӑшӗнчен усал» тухнине курать (Марк 7:30).

Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсемпе пӗрле Финикийӑран тухать те Иордан юханшывӗн пуҫламӑшӗ патнелле ҫул тытать. Вӗсем Иордан урлӑ Галилея тинӗсӗнчен ҫурҫӗрелле вырнаҫнӑ вырӑнта каҫаҫҫӗ пулмалла, вара Вунхула ҫӗрне ҫитеҫҫӗ. Вӗсем ту ҫине улӑхаҫҫӗ, анчах унта та вӗсем патне нумай халӑх пырать. Ҫынсем Иисус патне уксаххисене, сусӑррисене, суккӑррисене тата чӗлхесӗррисене илсе пыраҫҫӗ. Вӗсене Иисус ури патне вырттараҫҫӗ, вара вӑл вӗсене сыватать. Тӗлӗннипе ҫынсем Израиль Туррине мухтаҫҫӗ.

Иисус хӑлхасӑр та селӗп ҫынпа уйрӑмах тимлӗ пулать. Ҫав ҫын темӗн чухлӗ халӑх хушшинче хӑйне мӗнле туйма пултарнине ӑнланма пулать. Тен, Иисус вӑл мӗнле хумханнине курса ӑна халӑхран аяккалла илсе каять. Вӗсем иккӗшӗ кӑна тӑрса юлсан, Иисус хӑй мӗн тӑвасшӑн пулнине кӑтартать. Иисус хӑйӗн пӳрнисене унӑн хӑлхисене чикет, унтан сурать те унӑн чӗлхине сӗртӗнет. Ҫавӑн хыҫҫӑн тӳпенелле пӑхать те «еффафа́» тет, ҫакӑ «уҫӑл» тенине пӗлтерет. Ҫын илтме тата лайӑх калаҫма пуҫлать. Иисусӑн ҫакӑн ҫинчен пур ҫӗрте те пӗлтерсе ҫӳреттерес килмест. Ун вырӑнне вӑл ҫынсем хӑйсем мӗн курни тата хӑйсем мӗн илтни тӑрӑх хӑйне ӗненччӗр тет (Марк 7:32—36).

Иисус ҫавӑн пек сыватма пултарни ҫынсем ҫине вӑйлӑ витӗм кӳрет, ҫавӑнпа вӗсем тӗлӗнмеллипех тӗлӗнеҫҫӗ. Ҫынсем калаҫҫӗ: «Ялан ырӑ тӑвать — хӑлхасӑррисене илтекен, чӗлхесӗррисене калаҫакан тӑвать» (Марк 7:37).