Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

67-МӖШ СЫПӐК

«Никам та нихӑҫан та ҫав ҫын калаҫнӑ пек калаҫман»

«Никам та нихӑҫан та ҫав ҫын калаҫнӑ пек калаҫман»

ИОАНН 7:32—52

  • ХУРАЛҪӐСЕНЕ ИИСУСА ТЫТМА ЯРАҪҪӖ

  • НИКОДИМ ИИСУС ХУТНЕ КӖРЕТ

Иисус халӗ те Иерусалимра, Хӳшӗ (Чатӑр) уявӗнче. Вӑл «халӑх хушшинчисем... нумайӑшӗ» хӑйне ӗненнӗшӗн савӑнать. Анчах та ҫакӑ тӗн пуҫлӑхӗсене савӑнтармасть. Вӗсем вара хуралҫӑсене Иисуса тытма яраҫҫӗ (Иоанн 7:31, 32). Ҫав-ҫавах Иисус пытанма тӑрӑшмасть.

Вӑл Иерусалимра малалла уҫҫӑн вӗрентнӗ май ҫапла калать: «Эпӗ ӗнтӗ сирӗнпе нумаях пулмӑп, Хама Яракан патне кайӑп; Мана шырӑр та — тупаймӑр; Эпӗ каяс ҫӗре эсир пыраймӑр» (Иоанн 7:33, 34). Иудейсем ҫакна ӑнланман пирки хӑйсем хушшинче ҫапла калаҫаҫҫӗ: «Эпир тупаяс ҫук ҫӗре ӑҫта каясшӑн вара Вӑл? Вӑл эллинсем хушшине саланнӑ иудейсем патне кайса эллинсене вӗрентесшӗн мар-и? „Эсир Мана шырӑр та — тупаймӑр; Эпӗ каяс ҫӗре эсир пыраймӑр“ тенӗ сӑмахӗсем мӗне пӗлтереҫҫӗ-ши Унӑн?» (Иоанн 7:35, 36.) Анчах та Иисус хӑй вилсе пӗлӗтре пурӑнма чӗрӗлсе тӑрасси пирки калать, унӑн тӑшманӗсем вара ун хыҫҫӑн тӳпене кайма пултараймаҫҫӗ.

Уявӑн ҫиччӗмӗш кунӗ пуҫланать. Йӑла тӑрӑх, ҫав ҫичӗ кун хушшинче кашни ир священник Силоам ятлӑ шыва кӗмелли вырӑнтан шыв илет те ӑна храмри парне вырӑнӗн тӗпӗ патнелле юхмалла тӑкать. Ҫак йӑлана шута илсе пулас, Иисус ҫапла хыттӑн калать: «Камӑн ӗҫесси килет, ҫавӑ Ман патӑма килтӗр те ӗҫтӗр; Мана ӗненекенӗн ӑшӗнчен,— Ҫырура каланӑ пек,— чӗрӗлӗх шывӗсем юхса тухӗҫ» (Иоанн 7:37, 38).

Иисус кунта хӑйӗн вӗренекенӗсене святой сывлӑшпа суйласа лартсан тата пӗлӗтри пурнӑҫпа пурӑнма чӗнсен, мӗн пулса иртесси пирки калать. Ҫакӑ Иисус вилнӗ хыҫҫӑн пулса иртӗ. Тепӗр ҫулне, Аллӑмӗш кун уявӗнчен пуҫласа Иисусӑн святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ вӗренекенӗсем чӑнлӑх ҫинчен калама тытӑнсан, пурнӑҫ паракан шывсем юхма пуҫлӗҫ.

Иисус мӗн каланине илтсен, хӑш-пӗрисем: «Вӑл чӑнах та пророк»,— теҫҫӗ. Вӗсем ҫапла каланипе малтанах каласа хунӑ пророк, Моисейрен аслӑрах пророк, пирки шутлаҫҫӗ пулмалла. Теприсем калаҫҫӗ: «Ку — Христос». Анчах та хӑш-пӗрисем ҫакӑнпа килӗшмеҫҫӗ. Вӗсем калаҫҫӗ: «Христос Галилейӑран килӗ-и вара? Ҫырура: „Христос Давид йӑхӗнчен, Вифлеемрен, Давид ҫуралнӑ ҫӗртен, килӗ“ темен-им?» (Иоанн 7:40—42.)

Халӑх пайланса каять. Хӑш-пӗрисем Иисуса тытасшӑн пулаҫҫӗ, анчах никам та ҫавна тума пултараймасть. Хуралҫӑсем Иисуссӑрах таврӑнсан, аслӑ священниксемпе фарисейсем ыйтаҫҫӗ:

— Мӗншӗн тытса килмерӗр Ӑна?

Хуралҫӑсем хуравлаҫҫӗ:

— Никам та нихӑҫан та Ҫав Ҫын калаҫнӑ пек калаҫман.

Тӗн пуҫлӑхӗсем ҫилленсе каяҫҫӗ те витлеме тата тӑрӑхласа кулма пуҫлаҫҫӗ:

— Эсир те улталантӑр-и? Пуҫлӑхсемпе фарисейсенчен кам та пулин ӗненчӗ-и Ӑна? Ку халӑх саккуна пачах та пӗлмест, ылханлӑ вӑл (Иоанн 7:45—49).

Ҫавӑн чухне Никодим, фарисей тата Синедрион членӗ, Иисус хутне кӗме шутлать. Икӗ ҫул ҫурра яхӑн каялла Никодим Иисус патне ҫӗрле пынӑ, ҫапла вара ӑна ӗненнине кӑтартнӑ.

Халӗ вара Никодим калать:

— Пирӗн саккун ҫын мӗн тунине малтан хӑйӗнчен ыйтса пӗлмесӗр ӑна айӑплать-и вара?

Анчах вӗсем ӑна хирӗҫ калаҫҫӗ:

— Эсӗ те Галилейӑран мар-и-ха? тӗпчесе тух-ха, Галилейӑран пророк тухманнине курӑн вара (Иоанн 7:51, 52).

Сӑваплӑ Ҫырура пророк Галилейӑран килет тесе тӳррӗн каламан. Ҫав-ҫавах Турӑ Сӑмахӗнче Христос унтан килӗ тесе палӑртнӑ вырӑнсем пур. Пророкла сӑмахсем тӑрӑх, «суя тӗнлӗ Галилея» ҫӗрӗнче «аслӑ ҫутӑ» курӑнӗ (Исаия 9:1, 2; Матфей 4:13—17). Унсӑр пуҫне, Иисус Вифлеемра ҫуралӗ тата вӑл Давид ӑрӑвӗнчен тухӗ тесе малтанах пророкла каласа хунӑ пулнӑ. Фарисейсем ҫакӑн ҫинчен пӗлеҫҫӗ пулас, анчах та вӗсене пула, тен, халӑх хушшинче Иисус ҫинчен суя сӑмах сарӑлать.