Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

76-МӖШ СЫПӐК

Фарисей патӗнче кӑнтӑрлахи апатра

Фарисей патӗнче кӑнтӑрлахи апатра

ЛУКА 11:37—54

  • ИИСУС ИКӖПИТЛӖ ФАРИСЕЙСЕНЕ СИВЛЕТ

Иисус Иудейӑра пулнӑ чухне ӑна пӗр фарисей хӑй патне кӑнтӑрлахи апата чӗнет (Лука 11:37, 38). Апат ҫиес умӗн фарисейсем, йӑла тӑрӑх, аллине чавса таран ҫӑваҫҫӗ. Анчах Иисус ҫавна тумасть (Матфей 15:1, 2). Алла ҫавӑн пек ҫуни Туррӑн Саккунне пӑсмасть пулин те, Турӑ ҫав йӑлана тытса тӑма ыйтмасть.

Иисус ҫав йӑлана тытса тӑманни фарисейсене тӗлӗнтерет. Иисус ҫакна асӑрхать те калать: «Эсир, фарисейсем, чашӑк-тирӗк тулашне тасататӑр, анчах сирӗн ӑшӑр-чиккӗр ҫӑткӑнлӑхпа та ултавпа тулнӑ. Ӑссӑрсем! ӑшне те тулашне Тӑваканниех туман-и вара?» (Лука 11:39, 40.)

Апат ҫиес умӗн ал ҫӑвасси мар, тӗнри икӗпитлӗх япӑх. Фарисейсем тата ыттисем йӑла тӑрӑх аллисене ҫӑваҫҫӗ, анчах хӑйсен чӗрисене йӗркесӗрлӗхрен тасатмаҫҫӗ. Ҫавӑнпа Иисус вӗсене канаш парать: «Эсир хӑвӑрӑн [«хӑвӑр ӑшӑртан», ҪТ] мӗн пурринчен мӗскӗнсене парӑр, вара сирӗн пурте таса пулӗ» (Лука 11:41). Мӗн тери тӗрӗс сӑмахсем! Апла пулсан, ҫиелтен тӳрӗ ҫын пек курӑнса ыттисене тӗлӗнтересшӗн пулни мар, юратупа тулнӑ чӗре пама хавхалантармалла.

Ҫав ҫынсем нимӗн те памаҫҫӗ тесе калама май ҫук. Иисус ҫакна палӑртать: «Эсир пӗтнӗкрен, руттӑран, тӗрлӗ пахча ҫимӗҫӗнчен вуннӑмӗш пайне паратӑр, анчах тӳрӗлӗх ҫинчен, Турра юратасси ҫинчен шухӑшламастӑр: ҫакна тумаллаччӗ, лешне те пӑрахас пулмастчӗ» (Лука 11:42). Туррӑн Саккунӗ тӑрӑх, пухса илнӗ тыр-пулӑн вуннӑмӗш пайне памалла пулнӑ (Саккуна астутарни 14:22). Ҫавсем шутне апата тутӑ кӗртмелли ӳсентӑрансем — пӗтнӗкпе рутта та кӗнӗ. Фарисейсем ҫав курӑксен вуннӑмӗш пайне питӗ тӗплӗн тӳлесе тӑнӑ, анчах Саккунри кирлӗрех ӳкӗтсене вӗсем асра тытнӑ-ши? Сӑмахран, тӳрӗлӗхе юратнӑ-ши тата Турӑ умӗнче йӑваш пулнӑ-ши? (Михей 6:8.)

Иисус малалла калать: «Хуйхӑ ҫитӗ сире, фарисейсем! эсир синагогӑсенче малта ларма юрататӑр, халӑх пухӑвӗнче хӑвӑра саламланине юрататӑр. Хуйхӑ ҫитӗ сире, кӗнекеҫӗсем, фарисейсем, ултавҫӑсем! эсир — курӑнми вилтӑприсем пек: ҫынсем вӗсем ҫинче утса ҫӳреҫҫӗ, анчах хӑйсем ӑҫта ҫӳренине пӗлмеҫҫӗ» (Лука 11:43, 44). Ҫын ҫавӑн пек вилтӑпринчен такӑнсан, вӑл таса мар пулса тӑрать. Иисус ҫак тӗслӗхпе усӑ курса фарисейсен тасамарлӑхӗ тӳрех курӑнманнине палӑртать (Матфей 23:27).

Пӗр саккунҫӑ, Туррӑн Саккунне лайӑх пӗлекенскер, ҫакӑнпа кӑмӑлсӑр пулнӑ пирки ҫапла калать: «Вӗрентекен! ҫапла каласа Эсӗ пире те кӳрентеретӗн». Анчах ҫав ҫынсем халӑха кирлӗ таран пулӑшу парса тӑмаҫҫӗ, вӗсен ҫавна ӑнланмалла. Ҫавӑнпа Иисус калать: «Саккунҫӑсем, сире те хуйхӑ ҫитӗ: эсир ҫынсем ҫине чӑтма ҫук йывӑр, йӑтма та кансӗр ҫӗклем хуратӑр, хӑвӑр вара ӑна пӳрнӗрпе те тӗртӗнсе пӑхмастӑр. Хуйхӑ ҫитӗ сире: эсир аҫӑрсем вӗлернӗ пророксем валли тупӑклӑхсем тӑватӑр» (Лука 11:45—47).

Иисус асӑннӑ ҫӗклем вӑл — сӑмах вӗҫҫӗн каланӑ йӑласем тата фарисейсем Саккуна хӑйсем майлӑ ӑнлантарса пани. Ҫав ҫынсем халӑх пурнӑҫне ҫӑмӑллатмаҫҫӗ. Ун вырӑнне вӗсем йывӑр ҫӗклем пек пулса тӑнӑ йӑла-йӗркене тытса тӑма хистеҫҫӗ. Вӗсен мӑн аслашшӗсем, Авельтен пуҫласа, Туррӑн пророкӗсене вӗлернӗ. Халӗ вара вӗсем пророксем валли тупӑклӑхсем тунипе пророксене хисепленӗ пек курӑнма пултараҫҫӗ, анчах вӗсен шухӑш-кӑмӑлӗ те, ӗҫӗсем те мӑн аслашшӗсен пекех. Вӗсем Туррӑн чи аслӑ Пророкне те вӗлересшӗн. Иисус каланӑ тӑрӑх, Турӑ ҫак ӑрӑва явап тыттарӗ. Пӗр 38 ҫул иртсен, пирӗн эрӑри 70 ҫулта, шӑп ҫавӑн пек пулса тухать те.

Иисус малалла калать: «Хуйхӑ ҫитӗ сире, саккунҫӑсем: эсир пӗлӳлӗх уҫҫине илтӗр те — хӑвӑр та кӗмерӗр, кӗрекенсене те чартӑр» (Лука 11:52). Ҫав ҫынсен Турӑ Сӑмахне вӗрентмелле пулнӑ, анчах вӗсем халӑха ӑна пӗлме те, ӑнланма та памаҫҫӗ.

Ҫавӑн пек каланине илтсен фарисейсемпе кӗнекеҫӗсем хӑйсене мӗнле тытаҫҫӗ? Вӗсем ҫилленеҫҫӗ, вара, Иисус унтан тухнӑ чухне, ӑна ыйтусем парса тултараҫҫӗ. Вӗсем пӗлес тесе ыйтусем памаҫҫӗ. Ун вырӑнне вӗсем Иисуса арестлеме сӑлтав пултӑр тесе ӑна хӑйне айӑплакан сӑмах калаттарасшӑн.