Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

80-МӖШ СЫПӐК

Ырӑ кӗтӳҫӗ тата сурӑх картисем

Ырӑ кӗтӳҫӗ тата сурӑх картисем

ИОАНН 10:1—21

  • ЫРӐ КӖТӲҪӖ ТАТА СУРӐХ КАРТИСЕМ ҪИНЧЕН КАЛАТЬ ИИСУС

Иисус Иудейӑра малалла вӗрентет. Вӑл хӑйне итлекенсем тӳрех куҫ умне кӑларса тӑратма пултаракан сӑнарпа усӑ курать — сурӑхсемпе тата сурӑх картисемпе. Тен, иудейсем Давидӑн ҫак сӑмахӗсене аса илеҫҫӗ: «Ҫӳлхуҫа — манӑн Кӗтӳҫӗм; эпӗ ҫитменни мӗнне пӗлмӗп: Вӑл мана тулӑх улӑхсенче канлӗн ҫӳретет» (Псалом 22:1, 2). Тепӗр псаломра Давид халӑха ҫапла чӗнсе каланӑ: «Ҫӳлхуҫана — хамӑра пултарнӑ Турра — пуҫҫапар, ӳксе пуҫҫапар, Ун умӗнче чӗркуҫҫи ҫине тӑрар: Вӑл — пирӗн Туррӑмӑр, эпир — Унӑн кӗтӳлӗхӗнчи халӑх» (Псалом 94:6, 7). Чӑнах та, Саккуна пӑхӑнса тӑракан израильтянсене мӗн ӗлӗкренех сурӑхсемпе танлаштарнӑ.

«Сурӑхсем», израильтянсем, Моисей саккунӗн килӗшӗвӗ вӑйра тӑнӑ чухне ҫуралнӑ пирки «сурӑх картинче» пулнӑ теме пулать. Саккун вӗсене ҫав саккуна тытса тӑман халӑхсен сиенлӗ йӑли-йӗркинчен карта пек хӳтӗлесе тӑнӑ. Анчах та хӑш-пӗр израильтянсем хӑйсене Туррӑн кӗтӗвӗпе япӑх тытнӑ. Иисус ҫапла палӑртать: «Чӑн-чӑнах калатӑп сире: кам сурӑх картине алӑкран кӗмест, урӑх ҫӗртен каҫса кӗрет, вӑл вӑрӑ, вӑрӑ-хурах. Алӑкран кӗрекенни — сурӑхсен кӗтӳҫи» (Иоанн 10:1, 2).

Ҫынсем Иисуса итленӗ май хӑйсем пирки Мессия, е Христос, теекенсене аса илеҫҫӗ пулас. Вӗсене вӑрӑсемпе тата вӑрӑ-хурахсемпе танлаштарма пулать. Ҫавӑн пек суеҫӗсем хыҫҫӑн кайма кирлех-ши? Ҫук. «Сурӑхсен кӗтӳҫи» хыҫҫӑн каймалла.

Ун ҫинчен Иисус акӑ мӗн калать: «Ӑна алӑк хуралҫи алӑкне уҫса парать, сурӑхсем унӑн сассине илтеҫҫӗ, вӑл хӑйӗн сурӑхӗсене ятран чӗне-чӗне кӑларать; сурӑхӗсене кӑларсан вӑл хӑй вӗсен умӗнчен пырать; сурӑхӗсем унӑн сассине палланипе ун хыҫӗнчен пыраҫҫӗ; ют ҫын хыҫӗнчен каймаҫҫӗ, ют сасса палламаннипе вӗсем унран тараҫҫӗ» (Иоанн 10:3—5).

Кӑшт маларах Шыва кӗртекен Иоанн, «алӑк хуралҫи», Иисус ҫине кӑтартса Саккуна пӑхӑнса тӑракан сӑнарлӑ сурӑхсен ун хыҫҫӑн каймалла тесе палӑртнӑ. Галилейӑра тата кунта, Иудейӑра, хӑш-пӗр сурӑхсем Иисусӑн сассине палласа илнӗ. Вӑл вӗсене ӑҫталла илсе кайӗ? Вӗсем ун хыҫҫӑн кайни мӗн патне илсе ҫитерӗ? Ӑна итлекенсенчен хӑш-пӗрисем аптраса ӳкеҫҫӗ, мӗншӗн тесен «вӗсем Вӑл мӗн каланине» ӑнланмаҫҫӗ (Иоанн 10:6).

Иисус ӑнлантарса парать: «Чӑн-чӑнах калатӑп сире: Эпӗ — сурӑхсенӗн алӑкӗ; Манран малтан килнисем пурте — вӑрӑсем, вӑрӑ-хурахсем; сурӑхсем вӗсене итлемерӗҫ; Эпӗ — алӑк: Ман витӗр кӗрекен ҫӑлӑнӗ, вӑл кӗрӗ те, тухӗ те, кӗтӳлӗх те тупӗ» (Иоанн 10:7—9).

Иисус хӑйне итлекенсене ҫӗнӗ шухӑша пӗлтересшӗн пулни курӑнать. Иисус темиҫе ӗмӗр хушши пыракан Саккун килӗшӗвӗ патне илсе пыракан «алӑк» пулманнине вӗсем пӗлеҫҫӗ. Ҫавӑнпа вӑл хӑйӗн сурӑхӗсене урӑх сурӑх картине ертсе пырать пулмалла. Ҫакӑ вӗсене мӗн парӗ?

Иисус хӑйӗн тивӗҫӗ ҫинчен ӑнлантарнӑ май малалла ҫапла калать: «Эпӗ чӗрӗлӗх пама, тулли пурӑнӑҫлӑ тума килтӗм; Эпӗ — ырӑ кӗтӳҫӗ: ырӑ кӗтӳҫӗ сурӑхӗсемшӗн хӑйӗн чунне парать» (Иоанн 10:10, 11). Унччентерех Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла хавхалантарнӑ: «Эй, пӗчӗк кӗтӗвӗм, ан хӑра! Аҫӑр сире Патшалӑх пама кӑмӑл тунӑ» (Лука 12:32, ҪХ). Ҫапла, «пӗчӗк кӗтӳ» шутне кӗрекенсене «чӗрӗлӗх па[рас], тулли пурӑнӑҫлӑ» тӑвас тесе Иисус вӗсене ҫӗнӗ сурӑх картине илсе кайӗ. Ҫав кӗтӳ шутне кӗресси — мӗн тери пысӑк чыс!

Анчах та Иисус тата темскер каласшӑн. Вӑл малалла калать: «Манӑн урӑх сурӑхсем те пур; вӗсем ку картара мар; Манӑн вӗсене те илсе килмелле: вӗсем те Ман сассӑма илтӗҫ, вара пӗр кӗтӳ, пӗр Кӗтӳҫӗ пулӗ» (Иоанн 10:16). «Урӑх сурӑхсем» — «ку картара мар». Апла пулсан, вӗсем валли хатӗрлесе хунӑ карта вӑл — Патшалӑх илекен «пӗчӗк кӗтӳ» валли хатӗрленӗ карта мар. Ҫав икӗ картари сурӑхсен пуласлӑхӗ тӗрлӗрен. Анчах та Иисус тӑвас ӗҫсем ку сурӑхӗсене те, теприсене те усӑ парӗ. Вӑл калать: «Эпӗ Хамӑн чунӑма... паратӑп, ҫавӑнпа Аттем юратать Мана» (Иоанн 10:17).

Халӑх хушшинче нумайӑшӗ ҫапла калать: «Ӑна усал ернӗ, Вӑл ухмахланать». Анчах та теприсем Ырӑ Кӗтӳҫӗ хыҫҫӑн каясшӑн пулнине кӑтартаҫҫӗ. Вӗсем калаҫҫӗ: «Ку сӑмахсем — усал ернӗ ҫын сӑмахӗсем мар; усал суккӑр ҫын куҫне уҫма пултарать-и?» (Иоанн 10:20, 21.) Вӗсем Иисус нумаях пулмасть суккӑр ҫуралнӑ ҫынна сыватни ҫинчен калаҫҫӗ пулас.