Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

85-МӖШ СЫПӐК

Ҫылӑх тӑвакан ӳкӗннишӗн савӑнни

Ҫылӑх тӑвакан ӳкӗннишӗн савӑнни

ЛУКА 15:1—10

  • ҪУХАЛНӐ СУРӐХПА ҪУХАЛНӐ УКҪА ҪИНЧЕН КАЛАКАН ТӖСЛӖХСЕМ

  • ТӲПЕРИ АНГЕЛСЕМ САВӐНАҪҪӖ

Иисус хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫне тунӑ чухне кӗҫӗне хума кирлине пӗрре анчах мар палӑртнӑ (Лука 14:8—11). Турӑшӑн хӑйсене кӗҫӗне хурса ӗҫлес текенсене вӑл пикенсе шырать. Вӑл вӗсене ҫылӑхлӑ ҫынсем хушшинче те шырать.

Фарисейсемпе кӗнекеҫӗсем ҫавӑн пек ҫынсем — вӗсен шучӗпе тивӗҫсӗр ҫынсем — Иисус патне туртӑннине тата ӑна кӑмӑлтан итленине асӑрхаҫҫӗ. Вӗсем ҫакӑн пек ӳпкелешеҫҫӗ: «Вӑл ҫылӑхлӑ ҫынсене хапӑл тӑвать, вӗсемпе пӗрле апат ҫиет» (Лука 15:2). Фарисейсемпе кӗнекеҫӗсем хӑйсем пирки ыттисенчен лайӑхрах тесе шутлаҫҫӗ тата ахаль ҫынсене ура айӗнче выртакан тусан вырӑнне ҫеҫ хураҫҫӗ. Вӗсем ҫав ҫынсенчен йӗрӗннине вӗсене ам хаа́рец тесе чӗннипе кӑтартаҫҫӗ. Ҫак еврей сӑмах ҫаврӑнӑшӗ «ҫӗр ҫыннисем» тенине пӗлтерет.

Иисус вара пуринпе те ырӑ, пурне те хӗрхенет тата пурне те этем вырӑнне хурса хисеплет. Ҫавӑнпа та кама ним вырӑнне те хумаҫҫӗ, ҫавсенчен нумайӑшӗ, ҫав шутрах ҫылӑх туса пурӑнакансем пек пӗлекен ҫынсенчен хӑш-пӗрисем, Иисуса кӑмӑлтан итлеҫҫӗ. Анчах та ҫакӑншӑн Иисуса айӑплаҫҫӗ. Вӑл ҫавӑн ҫине мӗнле пӑхать тата ҫавнашкал айӑпласа калани ҫине мӗнле хуравлать?

Вӑл унччен Капернаумра каласа панӑ тӗслӗх евӗрлӗ чуна пырса тивекен тӗслӗх каласа парать (Матфей 18:12—14). Хӑйӗн тӗслӗхӗнче Иисус фарисейсене Туррӑн картишӗнче хӑйсене хӳтлӗхри пек туякан тӳрӗ ҫынсем пек, ахаль ҫынсене вара ҫӗтсе кайнӑскерсем пек тата ҫухалнӑскерсем пек кӑтартса парать.

Иисус калать: «Сирӗн хӑшӗн те пулин ҫӗр пуҫ сурӑх пулсан, вӑл вӗсенчен пӗрне ҫухатсан, тӑхӑрвунӑ тӑххӑрӗшне пушхире хӑварса, ҫухалнӑ сурӑхне мӗн тупичченех шыраса ҫӳремӗ-и? Тупсассӑн савӑннипе ӑна хӑйӗн хулпуҫҫийӗ ҫине ҫӗклесе хурӗ; килне таврӑнсан тусӗсене, кӳршисене чӗнсе пуҫтарӗ те вӗсене ҫапла калӗ: „савӑнӑр манпа пӗрле — эпӗ ҫухалнӑ сурӑхӑма тупрӑм“» (Лука 15:4—6).

Ҫак тӗслӗхӗн пӗлтерӗшне Иисус акӑ ҫапла ӑнлантарса парать: «Калатӑп сире: ҫавнашкалах тӳпере те, ҫылӑхлӑ пӗр ҫын ӳкӗнсен, уншӑн ӳкӗнме те кирлӗ мар тӑхӑр вун тӑхӑр тӳрӗ ҫыншӑн савӑннинчен ытларах савӑнӗҫ» (Лука 15:7, ҪХ).

Иисус ӳкӗнме кирли ҫинчен калани фарисейсене тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерет пулас. Вӗсем хӑйсене тӳрӗ ҫынсем вырӑнне хураҫҫӗ, ҫавӑнпа хӑйсем пирки ӳкӗнме кирлӗ мар тесе шутлаҫҫӗ. Икӗ ҫула яхӑн каялла фарисейсем Иисуса налук пухакансемпе тата ҫылӑхлӑ ҫынсемпе ҫисе ларнӑшӑн айӑпланӑ чухне вӑл вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Эпӗ сӑваплисене мар, ҫылӑхлисене ӳкӗнтерсе чӗнме килнӗ» (Марк 2:15—17). Хӑйсене тӳрӗ ҫынсем вырӑнне хуракан фарисейсем хӑйсем пирки ӳкӗнме кирлӗ мар тесе шутлаҫҫӗ, ҫавӑнпа та тӳпере вӗсем ҫине пӑхса никам та савӑнмасть. Тепӗр енчен илес пулсан, ҫылӑхӗсемшӗн ӳкӗнекен ҫынсем ҫине пӑхса тӳпере савӑнаҫҫӗ.

Ҫылӑхлӑ ҫын Турӑ патне таврӑнни тӳпере мӗнле пысӑк савӑнӑҫ панине тата вӑйлӑрах палӑртас тесе Иисус кулленхи ӗҫсемпе ҫыхӑннӑ тепӗр тӗслӗх илсе парать. «Пӗр-пӗр хӗрарӑм хӑйӗн вунӑ драхма укҫинчен пӗр драхмине ҫухатсан, ҫурта ҫутса, урайне шӑла-шӑла, мӗн тупичченех епле тӑрӑшса шырамӗ ӑна? Тупсассӑн вӑл тусӗсене, кӳршӗ арӑмӗсене чӗнсе пуҫтарӗ те калӗ: „савӑнӑр манпа пӗрле, эпӗ ҫухатнӑ драхмӑна тупрӑм“» (Лука 15:8, 9).

Ҫак тӗслӗхе Иисус ҫухалнӑ сурӑх ҫинчен калакан тӗслӗх пекех ӑнлантарса парать: «Калатӑп сире: пӗр ҫылӑхлӑ ҫын ӳкӗнсен те Турӑ ангелӗсем ҫавӑн пек савӑнаҫҫӗ» (Лука 15:10).

Шухӑшласа пӑхӑр-ха: Туррӑн ангелӗсем тӳрӗ ҫултан пӑрӑнса кайнӑ ҫылӑхлӑ ҫынсене Турӑ патне таврӑнма питӗ пулӑшасшӑн! Ҫакӑ питӗ тӗлӗнтерет, мӗншӗн тесен ҫылӑхӗсемшӗн ӳкӗнекен ҫынсем Туррӑн ҫӳлти Патшалӑхӗнче вырӑн илсен вӗсем ангелсенчен те пысӑкрах вырӑн йышӑнӗҫ! (1 Коринф 6:2, 3.) Анчах та ангелсем ҫакӑншӑн кӗвӗҫмеҫҫӗ. Ҫылӑхлӑ ҫын чунтан ӳкӗнсе Турӑ еннелле ҫаврӑнать пулсан, пирӗн хамӑра ҫав ҫынпа мӗнле тытмалла?