Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

86-МӖШ СЫПӐК

Ҫухалнӑ ывӑл таврӑнать

Ҫухалнӑ ывӑл таврӑнать

ЛУКА 15:11—32

  • ҪУХАЛНӐ ЫВӐЛ ҪИНЧЕН КАЛАКАН ТӖСЛӖХ

Иисус ҫухалнӑ сурӑхпа ҫухалнӑ драхма ҫинчен калакан тӗслӗхсене каласа панӑ чухне Иорданӑн тухӑҫ енче вырнаҫнӑ Перейӑра пулнӑ пулас. Ҫак икӗ тӗслӗх пире ҫакна вӗрентет: ҫылӑх тӑвакан ӳкӗнсе Турӑ патне таврӑнсан, ҫакӑншӑн пирӗн савӑнмалла. Фарисейсемпе кӗнекеҫӗсем Иисуса ҫавнашкал ҫынсене хапӑл туса йышӑннӑшӑн айӑплаҫҫӗ. Вӗсем Иисусӑн ҫав икӗ тӗслӗхӗнчен мӗне те пулин вӗренчӗҫ-ши? Ҫылӑхӗсемшӗн ӳкӗнекен ҫынсем ҫине пирӗн ҫӳлти Аттемӗр мӗнле пӑхнине вӗсем ӑнланса илчӗҫ-ши? Халӗ Иисус чуна пырса тивекен тепӗр тӗслӗх каласа парать. Унта та ҫавнашкал шухӑшах палӑртнӑ.

Ҫак тӗслӗх ашшӗпе унӑн икӗ ывӑлӗ ҫинчен каласа парать. Иисус каласа панӑ калаври тӗп сӑнар вӑл — кӗҫӗн ывӑлӗ. Унпа мӗн пулса иртни фарисейсемпе кӗнекеҫӗсене те, Иисуса итлекен ытти ҫынсене те ӑса вӗрентмелле. Анчах та Иисус ашшӗпе аслӑ ывӑлӗ ҫинчен мӗн каланине те палӑртмасӑр хӑвармалла мар, мӗншӗн тесен вӗсем хӑйсене мӗнле тытнинчен те эпир ӑса вӗренме пултаратпӑр. Эппин, Иисус каласа панӑ калаври виҫӗ ҫын ҫинчен шухӑшласа пӑхар.

«Пӗр ҫыннӑн икӗ ывӑл пулнӑ,— каласа пама пуҫлать Иисус,— кӗҫӗнни ашшӗне каланӑ: „атте! мана хама тивӗҫлӗ пурлӑха уйӑрса пар“ тенӗ. Ашшӗ вара ывӑлӗсене пурлӑхне уйӑрса панӑ» (Лука 15:11, 12). Асӑрхӑр-ха: кӗҫӗн ывӑлӗ ашшӗ чӗрӗ чухнех унран хӑйне тивӗҫлӗ пурлӑха уйӑрса пама ыйтать. Вӑл халех хӑйӗн пайне илесшӗн, ҫапла вара никама та пӑхӑнса пурнасшӑн мар тата пурлӑхӗпе хӑй пӗлнӗ пек усӑ курасшӑн. Малашне мӗн пулса тухать-ха?

«Нумай та вӑхӑт иртмен,— малалла каласа парать Иисус,— кӗҫӗн ывӑлӗ хӑйӗн мӗн пуррине пӗтӗмпе пуҫтарнӑ та аякри ҫӗре тухса кайнӑ; унта аскӑнланса пурӑнса хӑйӗн пурлӑхне салатса пӗтернӗ» (Лука 15:13). Тӑван килӗнче ачисемшӗн тӑрӑшакан ашшӗпе тӑрса юлас вырӑнне кӗҫӗн ывӑлӗ урӑх ҫӗршыва тухса каять. Унта вӑл аскӑнланса, киленсе пурӑнас тесе хӑйӗн пурлӑхне салатса пӗтерет. Ҫавӑн хыҫҫӑн уншӑн йывӑр вӑхӑтсем пуҫланаҫҫӗ.

Ҫавӑн ҫинчен Иисус акӑ мӗн каласа парать: «Пурлӑхӗ пӗтнӗ вӑхӑтра ҫав ҫӗршывра хаяр выҫлӑх пулнӑ, вӑл ӗнтӗ аптӑра пуҫланӑ; вӑл вара ҫав ҫӗрте пурӑнакан пӗр ҫын патне кайса тара кӗрӗшнӗ; лешӗ ӑна хӑй хирне сысна кӗтме янӑ; вӑл хӑй хырӑмне сысна ҫиекен ҫимӗҫпе тӑрантарса пурӑнма та хавас пулнӑ, анчах ӑна никам та нимӗн те паман» (Лука 15:14—16).

Турӑ Саккунӗ тӑрӑх, сыснасем таса мар чӗрчунсем шутланнӑ. Анчах ҫав кӗҫӗн ывӑлӑн тӑранса пурӑнас тесе сыснасене пӑхма тивет. Вӑл выҫса ҫитнӗрен хӑй пӑхакан сысна апатне те ҫиме хатӗр. Вӑл ҫавӑн пек ҫӑмӑл мар, аптраса ӳкнӗ вӑхӑтра «шухӑшласа илет», е тӑна кӗрет. Малалла вӑл мӗн тӑвать? Вӑл хӑйне хӑй калать: «Манӑн аттемӗн мӗн чухлӗ тарҫӑ тӑраниччен ҫӑкӑр ҫисе пурӑнать, эпӗ выҫӑ вилетӗп! тӑрам та аттем патне каям, ӑна калам: „эй аттемӗм! эпӗ тӳпе умӗнче те, сан умӑнта та ҫылӑха кӗтӗм, ӗнтӗ хама санӑн ывӑлу теме те тивӗҫлӗ мар; мана хӑв патна тарҫа илсемччӗ, тейӗп“». Вара вӑл тӑрать те хӑйӗн ашшӗ патне каять (Лука 15:17—20).

Унӑн ашшӗ хӑйне мӗнле тытӗ-ши? Вӑл ывӑлне килтен тухса кайнӑшӑн, ӑссӑрла хӑтланнӑшӑн вӑрҫса тӑкӗ-ши? Вӑл хӑйне унпа сиввӗн тытӗ-ши тата ӑна хавас пулманнине хӑйӗн пӗтӗм сӑн-пичӗпе кӑтартӗ-ши? Эсир унта пулнӑ пулсан, хӑвӑра мӗнле тытнӑ пулӑттӑр? Ҫавӑ сирӗн ывӑл е хӗр пулнӑ пулсан, эсир мӗн тунӑ пулӑттӑр?

ҪУХАЛНӐ ЫВӐЛ ТУПӐННӐ

Иисус малалла ашшӗ мӗн туйнипе мӗн туни ҫинчен каласа парать: «Ашшӗ ӑна [ывӑлне] аякранах курнӑ та, хӗрхенсе, хирӗҫ чупса пырса мӑйӗнчен ыталаса чуптӑва пуҫланӑ» (Лука 15:20). Ашшӗ ывӑлӗ аскӑнланса пурӑнни ҫинчен илтнӗ пулсан та, вӑл ӑна каялла хапӑл тусах йышӑнать. Ҫакӑнтан иудейсен тӗн пуҫлӑхӗсем — Иеговӑна пӗлетпӗр тата ӑна пуҫҫапатпӑр теекенскерсем — ҫылӑхӗсемшӗн ӳкӗнекен ҫынсем ҫине пирӗн ҫӳлти Атте мӗнле пӑхнине курӗҫ-ши? Иисус та ҫавӑн пек хапӑл туса йышӑнакан кӑмӑллӑ пулнине вӗсем ӑнланса илӗҫ-ши?

Ӑнкаруллӑ ашшӗ ывӑлӗн хуйхӑллӑ та салхуллӑ сӑн-питне кура вӑл ӳкӗннине ӑнланса илет пулас. Ашшӗ хӑй малтан саламлама тухни ывӑлне хӑйӗн ҫылӑхӗсене каласа пама пулӑшать. Вӑл калать: «Эй аттемӗм! эпӗ тӳпе умӗнче те, сан умӑнта та ҫылӑха кӗтӗм, ӗнтӗ хама санӑн ывӑлу теме те тивӗҫлӗ мар» (Лука 15:21).

Ашшӗ хӑйӗн чурисене ҫапла хушать: «Чи лайӑх тумтир илсе килсе тумлантарӑр ӑна, пӳрнине куҫлӑ ҫӗрӗ тӑхӑнтартӑр, урине тӑхӑнмалли парӑр; тата ҫитерсе самӑрлатнӑ пӑрӑва илсе килсе пусӑр — ӗҫсе ҫиер, савӑнар: ку ывӑлӑм маншӑн вилнӗччӗ — ӗнтӗ чӗрӗлчӗ, ҫухалнӑччӗ — ӗнтӗ тупӑнчӗ». Вара вӗсем савӑнма пуҫлаҫҫӗ (Лука 15:22—24).

Ҫав вӑхӑтра аслӑ ывӑлӗ хирте ӗҫлет. Иисус ун ҫинчен ҫапла калать: «Киле таврӑннӑ чухне вӑл, ҫурчӗ патне ҫитсен, савӑнса юрланине, хаваслӑ шава илтнӗ те пӗр тарҫине чӗнсе илсе ыйтнӑ: „кунта мӗн пулнӑ?“ тенӗ. Лешӗ каланӑ ӑна: „шӑллу таврӑнчӗ; аҫу, вӑл сывӑ таврӑннишӗн савӑннипе, ҫитерсе самӑрлатнӑ пӑрӑва пустарчӗ“ тенӗ. Ку ҫилленнӗ те пӳрте те кӗресшӗн пулман. Ашшӗ ӑна хӑй тухса чӗннӗ. Вӑл ашшӗне ҫапла хуравласа каланӑ: „акӑ эпӗ миҫе ҫул саншӑн ӗҫлесе пурӑнатӑп, нихӑҫан та санӑн сӑмахунтан иртмен эпӗ; ҫапах та эсӗ мана тусӑмсемпе савӑнмашкӑн нихӑҫан та качака путекки те памарӑн; ку ывӑлу, хӑй пурлӑхне аскӑн хӗрарӑмсемпе ҫӳресе салатса пӗтернӗскер, килнӗ те, уншӑн эсӗ ҫитерсе самӑрлатнӑ пӑрӑва пустарнӑ“» (Лука 15:25—30).

Иисуса ахаль ҫынсене тата ҫылӑхлисене хӗрхеннӗшӗн тата вӗсемпе тимлӗ пулнӑшӑн, аслӑ ывӑл пек, кам айӑплать? Кӗнекеҫӗсемпе фарисейсем. Ҫак тӗслӗхпе Иисус вӗсем мӗнле шухӑш-кӑмӑллӑ пулнине кӑтартса панӑ. Ҫавӑнпа та кам Турӑ хӗрхенӳ кӑтартнипе кӑмӑлсӑр пулнӑ, ҫав ҫынсен Иисус мӗн каланине тӑнламалла пулнӑ.

Иисус ҫак калава ашшӗ аслӑ ывӑлне каланӑ сӑмахсемпе вӗҫлет: «Эй ывӑлӑм! эсӗ яланах манпа пӗрле, манӑн мӗн пурри пурте санӑн; мӗнле савӑнас-хӗпӗртес мар-ха: санӑн ку шӑллу вилнӗччӗ — ӗнтӗ чӗрӗлчӗ, ҫухалнӑччӗ — ӗнтӗ тупӑнчӗ» (Лука 15:31, 32).

Иисус аслӑ ывӑлӗ кайран мӗн туни пирки нимӗн те каламасть. Анчах та Иисус вилсе чӗрӗлсе тӑрсан, «чылай священник та ҫак ӗненӗве йышӑннӑ» (Апостолсен ӗҫӗсем 6:7, ҪХ). Тен, вӗсем хушшинче Иисус ҫухалнӑ ывӑл ҫинчен каласа панӑ чуна пырса тивекен тӗслӗхе итлекенсем те пулнӑ. Ҫавӑн пек ҫынсем те тӑна кӗме, ӳкӗнме тата Турӑ патне таврӑнма пултарнӑ.

Хальхи вӑхӑтра Иисусӑн вӗренекенӗсем те ҫак чаплӑ тӗслӗхри тӗп шухӑшсенчен ӑса вӗренме пултараҫҫӗ тата вӗсен ҫавна тумалла та. Акӑ ҫав шухӑшсенчен пӗри: киленсе пурӑнас тесе Туррӑн халӑхне хӑварса «аякри ҫӗре» кайма кирлех-ши? Пирӗн юратакан, тӑрӑшакан тата пире мӗн кирлине парса тӑракан Аттен хӳтлӗхӗнче тӑрса юлни лайӑхрах мар-ши?

Тепӗр тӗп шухӑш: пирӗнтен кам та пулин Туррӑн ҫулӗнчен пӑрӑнса кайсан, пирӗн Атте пире каллех ырлама пуҫлатӑр тесен ун патне таврӑнмашкӑн пирӗн хамӑра кӗҫӗне хумалла.

Юлашкинчен вара пире ашшӗ ывӑлне хаваспах каҫарма тата хапӑл туса йышӑнма хатӗр пулни, ҫав вӑхӑтрах аслӑ ывӑлӗ кутӑнлашни тата хапӑл тӑвасшӑн пулманни ӑса вӗрентет. Паллах ӗнтӗ, тӗрӗс ҫулран пӑрӑнса кайнӑ ҫын чунтан ӳкӗннӗ хыҫҫӑн «килне», Ашшӗ патне, таврӑнать пулсан, Туррӑн ӗҫлекенӗсен ӑна каҫармалла та хапӑл туса йышӑнмалла. Вӗт пирӗн тӑван «вилнӗччӗ — ӗнтӗ чӗрӗлчӗ, ҫухалнӑччӗ — ӗнтӗ тупӑнчӗ», ҫакӑ вара пире савӑнма сӑлтав парать.