Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

90-МӖШ СЫПӐК

Чӗртсе тӑратакан тата чӗрӗлӗх паракан

Чӗртсе тӑратакан тата чӗрӗлӗх паракан

ИОАНН 11:17—37

  • ЛАЗАРЬ ВИЛНӖ ХЫҪҪӐН ИИСУС ВИФАНИЕ КИЛЕТ

  • «ЧӖРТСЕ ТӐРАТАКАН... ЧӖРӖЛӖХ ПАРАКАН»

Иисус Перейӑран тухать те Иерусалимран виҫӗ ҫухрӑма яхӑн тухӑҫалла вырнаҫнӑ Вифани ялӗ патне ҫитет. Марийӑпа Марфа, Лазарӗн пӗртӑванӗсем, Лазарь вилнӗшӗн хуйхӑраҫҫӗ. Нумайӑшӗ вӗсене йӑпатма килнӗ.

Унтан такам Марийӑна Иисус килет тесе калать, вара вӑл васкасах ӑна хирӗҫ тухать. Марфа хӑй тата Мария юлашки тӑватӑ кун хушшинче мӗн ҫинчен шухӑшланине Иисуса калать пулмалла: «Эй Ҫӳлхуҫамӑр! Эсӗ кунта пулнӑ пулсан, пиччем вилмен пулӗччӗ». Анчах та малалла вӑл шанчӑка ҫухатманнине кӑтартать. «Эсӗ Турӑран кирек мӗн ыйтнине те Турӑ Сана халӗ те парасса эпӗ пӗлетӗп»,— тесе калать вӑл (Иоанн 11:21, 22). Марфа хӑйӗн тӑванне Иисус вилӗмрен чӗртсе тӑратма пултарать тесе шанать.

Иисус хуравлать: «Пиччӳ чӗрӗлсе тӑрӗ». Иисус пуласлӑхра ҫӗр ҫинче вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен — Авраам тата Туррӑн ытти ӗҫлекенӗ кӗтсе тӑнӑ шанчӑк ҫинчен калать тесе шутлать Марфа. Ҫакӑ чӑннипех пулать тесе ӗненет Марфа, ҫавӑнпа вӑл калать: «Эпӗ пӗлетӗп: вилнӗ ҫынсем чӗрӗлсе тӑнӑ чухне, юлашки кун, чӗрӗлсе тӑрӗ вӑл» (Иоанн 11:23, 24).

Иисус халех мӗн те пулин тума пултарӗ-ши? Вӑл хӑйне Турӑ вилӗме ҫӗнтерме хӑват панине Марфӑна аса илтерсе ҫапла калать: «Мана ӗненекен вилсен те чӗрӗлӗ, Мана ӗненсе пурӑнакан ӗмӗрне те вилмӗ» (Иоанн 11:25, 26).

Иисус ҫакӑнпа хӑйӗнпе пӗр вӑхӑтра пурӑнакан вӗренекенӗсем нихӑҫан та вилмӗҫ тесе каласшӑн мар. Ҫитменнине тата, унӑн хӑйӗн те вилмелле пулать, ҫавӑн ҫинчен вӑл хӑйӗн апостолӗсене унчченех каланӑ (Матфей 16:21; 17:22, 23). Иисус хӑйне ӗненни ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пыма пултарать тесе палӑртать. Нумайӑшӗ ҫавӑн пек пурнӑҫа вилӗмрен чӗрӗлсе тӑни урлӑ илӗ. Ҫак тӗнче пӗтес вӑхӑтра пурӑнакан Туррӑн ӗҫлекенӗсем нихӑҫан вилмесӗр ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илме пултараҫҫӗ. Кирек мӗнле пулсан та, кам Иисуса ӗненнине кӑтартать, ҫавсем пурте ҫакна шанма пултараҫҫӗ: вӗсем вилӗм аллинче ӗмӗрлӗхех пулмӗҫ.

Анчах та тин кӑна хӑйӗн пирки: «Чӗртсе тӑратакан та, чӗрӗлӗх паракан та Эпӗ»,— тесе каланӑ Иисус темиҫе кун каялла вилнӗ Лазаре пулӑшма пултарӗ-ши? Иисус Марфӑран ыйтать: «Ҫакна ӗненетӗн-и?» Марфа хуравлать: «Ӗненетӗп, Ҫӳлхуҫамӑр! ӗненетӗп: Эсӗ тӗнчене килмелли Турӑ Ывӑлӗ Христос». Иисус халех мӗн те пулин тума пултарнине ӗненнипе Марфа киле васкаса каять те Марийӑна вӑрттӑн чӗнсе илсе калать: «Вӗрентекен кунта, сана чӗнет» (Иоанн 11:25—28). Вара Мария килтен тухать. Кӗҫех ыттисем ун хыҫҫӑн каяҫҫӗ, вӗсем вӑл Лазаре пытарнӑ виле шӑтӑкӗ патне каять пулӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Ун вырӑнне Мария Иисус патне каять те ун ури умне ӳкет, вара вӑл Марфа каланӑ сӑмахсенех тепӗр хут калать: «Эй Ҫӳлхуҫамӑр! Эсӗ кунта пулнӑ пулсан, пиччем вилмен пулӗччӗ». Марийӑна тата макӑракан ҫынсене курсан, Иисус питех те хурланса пӑлханса каять, унӑн куҫҫуль те тухать. Сӑнаса тӑракансем вӑл Лазаре питӗ юратнине кураҫҫӗ. Вӗсенчен хӑш-пӗрисем ыйтаҫҫӗ: «Суккӑр ҫыннӑн куҫне уҫнӑскер, Вӑл ҫакна та вилмелле мар тума пултарайман-им-ха?» (Иоанн 11:32, 37.)