Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

91-МӖШ СЫПӐК

Лазаре вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ

Лазаре вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ

ИОАНН 11:38—54

  • ЛАЗАРЕ ВИЛӖМРЕН ЧӖРТСЕ ТӐРАТНИ

  • СИНЕДРИОН ИИСУСА ВӖЛЕРМЕ ПАЛӐРТСА ХУРАТЬ

Вифани патӗнче Марфӑна, унтан Марийӑна тӗл пулнӑ хыҫҫӑн Иисус вӗсемпе пӗрле Лазаре пытарнӑ тупӑклӑх патне каять. Тупӑклӑх вӑл — чул хӑвӑлӗ, унта кӗмелли шӑтӑка чулпа хупласа хунӑ. «Чулне илӗр»,— хушать Иисус. Марфа вӑл мӗн тӑвасшӑн пулнине ӑнланмасть, ҫавӑнпа хӑйне мӗн пӑшӑрхантарнине калать: «Эй Ҫӳлхуҫамӑр! ӗнтӗ виле шӑрши ҫапать; вӑл вилни тӑватӑ кун». Анчах Иисус ӑна ҫапла хуравлать: «Ӗненсен, Турӑ мухтавне курӑн тесе каламарӑм-и Эпӗ сана?» (Иоанн 11:39, 40.)

Чулне илеҫҫӗ. Иисус ҫӳлелле пӑхать те кӗлтӑвать: «Эй Аттем! Мана илтнӗшӗн тав тӑватӑп Сана; Эсӗ Мана кирек хӑҫан та илтессе Эпӗ пӗлетӗп; ҫакна Эпӗ кунта тӑракан халӑхшӑн каларӑм: вӗсем Мана Эсӗ янине ӗненччӗр терӗм». Иисус хӑй кӗҫех тӑвас ӗҫе Туррӑн вӑйӗпе тӑвассине хӑй тавра тӑракан ҫынсем ӑнланччӑр тесе сасӑпа кӗлтӑвать. Кӗлтунӑ хыҫҫӑн вӑл хыттӑн калать: «Лазарь, тух!» Вара Лазарь хӑйне пытарнӑ чухне алли-урине чӗркенӗ пирпех, пит-куҫне ҫыхнӑ тутӑрпах тухать. «Салтса ярӑр ӑна, утса пытӑр»,— калать Иисус (Иоанн 11:41—44).

Марийӑпа Марфӑна йӑпатма пынӑ иудейсенчен нумайӑшӗ ҫав тӗлӗнмелле ӗҫе кураҫҫӗ те Иисуса ӗненме пуҫлаҫҫӗ. Анчах та теприсем фарисейсем патне кайса Иисус мӗн туни ҫинчен каласа параҫҫӗ. Вара фарисейсемпе аслӑ священниксем Синедрион, иудейсен аслӑ судне, пухаҫҫӗ. Ҫав суд членӗсем шутне Каиафа ятлӑ чи аслӑ священник та кӗрет. Вӗсенчен хӑш-пӗрисем кӑмӑлсӑр пулнине ҫакӑн пек сӑмахсемпе палӑртаҫҫӗ: «Мӗн тӑвар-ши? Ку Ҫын нумай хӑват кӑтартать. Каплипех хӑварсан Ӑна пурте ӗненӗҫ, вара Рим ҫыннисем килӗҫ те пирӗн ҫӗре те, халӑха та хӑйсен аллине илӗҫ» (Иоанн 11:47, 48). Иисус «нумай хӑват» тунине курнӑ ҫынсем каласа панине вӗсем илтнӗ пулин те, Турӑ ун урлӑ тӑвакан ӗҫсемшӗн вӗсем савӑнмаҫҫӗ. Пуринчен ытла вӗсем хӑйсен вырӑнӗшӗн тата хӑйсен влаҫӗшӗн пӑшӑрханаҫҫӗ.

Лазарь вилӗмрен чӗрӗлсе тӑни саддукейсемшӗн, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрассине ӗненменскерсемшӗн, питӗ япӑх. Халӗ Каиафа саддукей сӑмах илет: «Эсир нимӗн те пӗлместӗр, ӑнланмастӑр ҫакна: пӗтӗм халӑх пӗтиччен пӗр ҫын вилни пирӗншӗн пуриншӗн те аванрах» (Иоанн 11:49, 50; Апостолсен ӗҫӗсем 5:17; 23:8).

Каиафа чи аслӑ священник пулнӑ пирки ӑна ҫак сӑмахсене калама Турӑ хавхалантарать — «ҫакна вӑл хӑй ӑсӗпе каламан». Каиафа ҫапла каласшӑн: Иисус иудейсен тӗн пуҫлӑхӗсен витӗмне тата влаҫне хавшатса ан ҫӳретӗр тесен ӑна вӗлермелле. Апла пулсан, Каиафа пророкла сӑмахсем калать. Вӑл Иисус хӑйӗн вилӗмӗпе иудейсене кӑна мар, «сапаланса кайнӑ Турӑ ачисене» те тӳлесе илме парне парӗ тесе малтанах каласа хурать (Иоанн 11:51, 52).

Каиафӑн Синедриона хӑйӗн майлӑ ҫавӑрма май килет — ҫав суд Иисуса вӗлерме палӑртса хурать. Иисуса хисеплекен Никодим, ҫав судӑн членӗ, иудейсем мӗн тума шут тытни ҫинчен ӑна каласа парать пулмалла. Кирек мӗнле пулсан та, Иисус хӑйне Турӑ палӑртса хунӑ вӑхӑтчен ан вӗлерччӗр тесе Иерусалим таврашӗнчен тухса каять.