Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

92-МӖШ СЫПӐК

Юхан-суранлӑ пӗр ҫын ҫеҫ тав тӑвать

Юхан-суранлӑ пӗр ҫын ҫеҫ тав тӑвать

ЛУКА 17:11—19

  • ИИСУС ЮХАН-СУРАНЛӐ ВУНӐ ҪЫННА СЫВАТАТЬ

Иисус Иерусалимран ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫалла вырнаҫнӑ Ефраим хулине каять, ҫапла вара вӑл хӑйне вӗлерме шут тытнӑ Синедрионӑн планне пӑсать. Унта Иисус вӗренекенӗсемпе пӗрле хӑйӗн тӑшманӗсенчен аякра (Иоанн 11:54). Пирӗн эрӑри 33 ҫулхи Пасха уявӗ ҫывхарса килет, ҫавӑнпа кӗҫех Иисус каллех ҫула тухать. Вӑл ҫурҫӗрелле кайнӑ май Самари витӗр тухса Галилейӑна ҫул тытать — ҫав вырӑнсенче вӑл вилес умӗн юлашки хут пулать.

Ҫул пуҫламӑшӗнче Иисус пӗр яла кӗнӗ чухне юхан-суранлӑ, е тилҫеллӗ, вунӑ ҫынна тӗл пулать. Ҫак чирпе чирлесе ӳксен, хӑш-пӗр чухне алпа ура пӳрнисем, хӑлхасем тата кӗлеткен ытти пайӗсем майӗпен ҫӗрме пуҫлаҫҫӗ (Йыша шутлани 12:10—12). Туррӑн Саккунӗ тӑрӑх, тилҫеллӗ ҫыннӑн: «Таса мар! таса мар!» — тесе кӑшкӑрмалла. Унсӑр пуҫне, унӑн ҫынсенчен уйрӑм пурӑнмалла (Левит 13:45, 46).

Ҫавӑнпа ӗнтӗ, тилҫеллӗ ҫынсем Иисусран аякра тӑраҫҫӗ. Анчах вӗсем хыттӑн кӑшкӑраҫҫӗ: «Эй Вӗрентекен Иисус! хӗрхенсем пире». Иисус вӗсене курсан ҫапла хушать: «Кайӑр та хӑвӑра священниксене кӑтартӑр» (Лука 17:13, 14). Ҫапла вӑл Туррӑн Саккунне хисепленине кӑтартать, мӗншӗн тесен ҫав Саккун тӑрӑх, тилҫе чирӗнчен сывалнӑ ҫынсене таса тесе пӗлтерме священниксене ирӗк панӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӗсем каллех сыввисем хушшинче пурӑнма пултараҫҫӗ (Левит 13:9—17).

Тилҫеллӗ вунӑ ҫын Иисус тӗлӗнмелле ӗҫсем тума пултарни пирки иккӗленмест. Вӗсем сываличченех священниксем патне каяҫҫӗ. Ҫулпа пынӑ чухне вӗсем Иисуса ӗненнишӗн тивӗҫлине илеҫҫӗ. Вӗсем сывалма пуҫланине курма тата туйма пуҫлаҫҫӗ!

Тилҫерен тасалнӑ тӑхӑр ҫын малалла уттарать. Анчах пӗри, Самари ҫынни, Иисуса тупас тесе таврӑнать. Мӗншӗн? Ҫав ҫын Иисуса питӗ пархатарлӑ. Тилҫе чирӗпе чирлӗ пулнӑ ҫын Турра пула сывалма пултарнине ӑнланнӑран «хытӑ сасӑпа Турра» мухтать (Лука 17:15). Вӑл Иисуса тупсан унӑн ури умне ӳксе ӑна тав тӑвать.

Иисус хӑй ҫумӗнче тӑракан ҫынсене калать: «Вуннӑн тасалманччӗ-и-ха? тӑххӑрӑшӗ ӑҫта? Ҫак ют халӑх ҫыннисӗр пуҫне ыттисем епле-ха Турра мухтама таврӑнмарӗҫ?» Унтан Иисус Самари ҫыннине калать: «Тӑр та каях ӗнтӗ, ху ӗненни ҫӑлчӗ сана» (Лука 17:17—19).

Тилҫеллӗ вунӑ ҫынна сыватнипе Иисус хӑйӗнпе пӗрле Иегова Турӑ пулнине кӑтартнӑ. Ҫав вунӑ ҫынран пӗри сывалать кӑна мар, тен, пурнӑҫ патне илсе пыракан ҫул ҫине те тӑрать. Хальхи вӑхӑтра Турӑ Иисус урлӑ ҫавӑн пек сыватмасть. Анчах та Иисуса ӗненнине кӑтартнипе эпир пурнӑҫ патне — ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне — илсе пыракан ҫулпа пыма пултаратпӑр. Самари ҫынни пекех, эпир ӗмӗрлӗх пурнӑҫпа пурӑнас шанчӑкшӑн пархатарлӑ пулнине кӑтартатпӑр-и?