Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

100-МӖШ СЫПӐК

Вунӑ мина ҫинчен калакан тӗслӗх

Вунӑ мина ҫинчен калакан тӗслӗх

ЛУКА 19:11—28

  • ИИСУС ВУНӐ МИНА ҪИНЧЕН КАЛАКАН ТӖСЛӖХЕ КАЛАСА ПАРАТЬ

Иисус халӗ те Закхей патӗнче хӑнара. Вӑл унта Иерусалима кайнӑ чухне ҫула май чарӑнса тӑнӑ. Иисус патша пулса ертсе пыракан Турӑ Патшалӑхне кӗҫех йӗркелесе ярӗҫ тесе шутлаҫҫӗ вӗренекенӗсем (Лука 19:11). Вӗсем Иисусӑн вилмелли пирки тӗрӗс мар шутланӑ пекех, ҫакӑн пирки те тӗрӗс мар шутлаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та вӑл вӗсене Патшалӑх ертсе пыма пуҫличчен чылай вӑхӑт иртмеллине ӑнланма пулӑшас тесе тӗслӗх каласа парать.

Иисус калать: «Пӗр чаплӑ ӑруран тухнӑ ҫын, патшана ларма ирӗк илсе таврӑнас тесе, инҫетри ҫӗршыва кайма хатӗрленнӗ» (Лука 19:12). Унта кайса килме самаях вӑхӑт кирлӗ. «Чаплӑ ӑруран тухнӑ ҫын» вӑл — паллах ӗнтӗ, Иисус. Вӑл «инҫетри ҫӗршыва», тӳпене, каять. Унта ӑна Ашшӗ патша влаҫне парӗ.

Ҫула тухас умӗн «чаплӑ ӑруран тухнӑ ҫын» вунӑ тарҫине чӗнсе илет те кашнине пӗр мина парса калать: «Эпӗ таврӑниччен ҫакна ӗҫе хывса тупӑш тӑвӑр» (Лука 19:13). Кӗмӗл мина хаклӑ йышши укҫа. Пӗр мина ӗҫлесе илес тесен, ялхуҫалӑх ӗҫченӗн виҫӗ уйӑха яхӑн ӗҫлемелле.

Вӗренекенӗсем тӗслӗхре каланӑ вунӑ тарҫӑ хӑйсене сӑнласа панине ӑнланаҫҫӗ пулмалла, мӗншӗн тесен унччен Иисус вӗсене вырма ани ҫинче ӗҫлекенсемпе танлаштарнӑ (Матфей 9:35—38). Паллах ӗнтӗ, вӑл вӗсене ахаль тыр-пулӑ пуҫтарса кӗртме яман. Вӑл вӗсем ҫӗнӗ вӗренекенсем пуҫтарччӑр тет, ҫав вӗренекенсем вара Турӑ Патшалӑхӗнче ертсе пырӗҫ. Вӗсем ҫак ӗҫе тӑвас тесе хӑйсен вӑхӑтне уйӑраҫҫӗ, пӗтӗм вӑйне хураҫҫӗ тата укҫине те параҫҫӗ.

Иисус ҫак тӗслӗхре тата мӗнле шухӑшсене палӑртать? Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫав ҫӗрте пурӑнакансем «ӑна [чаплӑ ӑруран тухнӑ ҫынна] курайман; вӗсем ун хыҫӗнчен „вӑл пирӗн патша ан пултӑр“ тесе калама ҫынсем янӑ» (Лука 19:14). Иудейсем Иисуса йышӑнманнине, вӗсенчен хӑш-пӗрисем вара ӑна вӗлересшӗн пулнине вӗренекенсем пӗлеҫҫӗ. Иисус вилнӗ хыҫҫӑн тӳпене кайсан иудейсем нумайӑшӗ ун ҫине мӗнле пӑхни вӗсем унӑн вӗренекенӗсене хӗсӗрленинче палӑрса тӑрӗ. Ҫав хирӗҫ тӑракансем Иисуса хӑйсен патши тӑвас килменнине уҫӑмлӑн кӑтартаҫҫӗ (Иоанн 19:15, 16; Апостолсен ӗҫӗсем 4:13—18; 5:40).

«Чаплӑ ӑруран тухнӑ ҫын» патша пулса киличчен вунӑ тарҫӑ хӑйсен минисемпе мӗнле усӑ курать? Иисус ӑнлантарса парать: «Патшана ларма ирӗк илсе таврӑнсан, леш ҫынни хӑй укҫа парса хӑварнӑ тарҫисене — кам мӗн чухлӗ тупӑш тунине пӗлмешкӗн — хӑй патне чӗнтернӗ. Пӗри пынӑ та каланӑ: „хуҫамӑм! эсӗ панӑ пӗр мина вунӑ мина тупӑш кӳчӗ“ тенӗ. Хуҫи ӑна каланӑ: „аван, эсӗ — ырӑ чура; эсӗ сахалли тӗлӗшӗнчен шанчӑклӑ пултӑн, ҫавӑнпа эсӗ вунӑ хулана тытса тӑракан пуҫлӑх пул“ тенӗ. Тепӗри пырса каланӑ: „хуҫамӑм! эсӗ панӑ пӗр мина пилӗк мина тупӑш кӳчӗ“ тенӗ. Хуҫи ӑна та каланӑ: „эсӗ те пилӗк хулана тытса тӑракан пуҫлӑх пул“» (Лука 19:15—19).

Вӗренекенсен ҫакна ӑнланмалла: вӗсем вӗренекенсем хатӗрлес ӗҫре хӑйсен вӑхӑчӗпе, вӑйӗпе тата пурлӑхӗпе, ҫав чурасем пек, туллин усӑ кураҫҫӗ пулсан, Иисус вӗсемпе кӑмӑллӑ пулӗ тата вӗсене тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн награда парӗ. Паллах ӗнтӗ, Иисусӑн вӗренекенӗсен лару-тӑрӑвӗ те, майӗсем те, пултарулӑхӗ те тӗрлӗрен. Анчах та Иисус, «патшана ларма ирӗк» илнӗскер, вӗсем вӗренекенсем хатӗрлес ӗҫе чунтан парӑнса тата тӑрӑшса тунине асӑрхӗ те пиллӗ вӗсене (Матфей 28:19, 20).

Иисус хӑйӗн тӗслӗхне хӑйне пачах урӑхла тытнӑ тарҫӑ ҫинчен каласа панипе вӗҫлет. Ҫав тарҫӑ пынӑ та каланӑ: «Хуҫамӑм! акӑ санӑн укҫу, эпӗ ӑна тутӑрпа чӗркесе усрарӑм, мӗншӗн тесессӗн эпӗ санран хӑрарӑм: эсӗ хытӑ кӑмӑллӑ ҫын, эсӗ хумасӑрах илетӗн, акмасӑрах выратӑн». Анчах хуҫи ӑна каланӑ: «Эй усал чура, ху каланӑ сӑмахпах айӑплам сана: эпӗ хытӑ кӑмӑллӑ ҫын иккенне, хумасӑрах илнине, акмасӑрах вырнине пӗле тӑркач, мӗншӗн-ха эсӗ ман кӗмӗле ӗҫе хывмарӑн — таврӑнсассӑн эпӗ тупӑш илнӗ пулӑттӑм». Вара вӑл хӑй ҫумӗнче тӑракансене каланӑ: «Унран минӑна илӗр те вунӑ минӑллине парӑр» (Лука 19:20—24).

Хӑйӗн хуҫин пурлӑхне — унӑн патшалӑхӗн пурлӑхне — ӳстермен тарҫӑ тӑкаксем тӳсет. Апостолсем Иисус патшана ларса Турӑ Патшалӑхӗнче ертсе пырас вӑхӑта кӗтеҫҫӗ. Ҫавӑнпа вӗсем юлашки тарҫи пирки мӗн каланинчен ҫакна ӑнланаҫҫӗ пулас: вӗсем тӑрӑшса ӗҫлеме пӑрахрӗҫ пулсан, вӗсем валли Патшалӑхра вырӑн пулмӗ.

Иисусӑн сӑмахӗсем шанчӑклӑ вӗренекенсене сӑваплӑ ӗҫе тӑрӑшса тума хавхалантараҫҫӗ. Вӑл ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ тӑвать: «Калатӑп сире — камӑн пур, ӑна тата парӗҫ, камӑн ҫук, унран мӗн пуррине те туртса илӗҫ». Иисус хӑйне «хӑйсен патши ан пултӑр теекен» тӑшмансене тӗп тӑвӗҫ тесе калать. Ҫак тӗслӗхе каласа парсан Иисус Иерусалима каять (Лука 19:26—28).