Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

102-МӖШ СЫПӐК

Патша Иерусалима ашак тихи ҫине ларса кӗрет

Патша Иерусалима ашак тихи ҫине ларса кӗрет

МАТФЕЙ 21:1—11, 14—17 МАРК 11:1—11 ЛУКА 19:29—44 ИОАНН 12:12—19

  • ИИСУС ИЕРУСАЛИМА МУХТАВЛӐН КӖРЕТ

  • ИЕРУСАЛИМА АРКАТАССИ ПИРКИ МАЛТАНАХ КАЛАСА ХУРАТЬ

Тепӗр кунне, нисанӑн 9-мӗшӗнче, Иисуспа унӑн вӗренекенӗсем Вифанирен тухаҫҫӗ те Иерусалима ҫул тытаҫҫӗ. Вӗсем Елеон тӑвӗ ҫинче вырнаҫнӑ Виффагие ҫитсен, Иисус икӗ вӗренекенне пӗр ӗҫ тума хушса ярать.

Вӑл калать: «Ҫак хӑвӑр умӑрти яла кайӑр, унта кӗрсенех эсир кӑкарса хунӑ ама ашакпа унӑн тихине куратӑр, вӗсене вӗҫертсе Ман патӑма ҫавӑтса килӗр; пӗри-пӗри сире мӗн те пулин каласан, эсир: „вӗсем Ҫӳлхуҫана кирлӗ“ тейӗр; ҫапла каласанах вӑл ашаксене парса ярӗ» (Матфей 21:2, 3).

Вӗренекенӗсем Иисус мӗн тума хушни Библире пророкла каланипе ҫыхӑннине тавҫӑрса илеймеҫҫӗ. Анчах та каярахпа вӗсем Захарийӑн пророкла сӑмахӗсем пурнӑҫланнине ӑнланса илеҫҫӗ. Захария пророк Турӑ пама пулнӑ Патша Иерусалима мӗнле кӗресси пирки малтанах ҫапла каласа хунӑ: «Йӑвашскер, ӗҫ ашакӗпе унӑн тихи ҫинче ларса килет» (Захария 9:9).

Вӗренекенӗсем Виффагие ҫитеҫҫӗ те ашак амипе унӑн тихине ҫавӑтса каяҫҫӗ. Унта ҫывӑхра тӑракан ҫынсем ыйтаҫҫӗ: «Мӗн тӑватӑр эсир? ашак тихине мӗншӗн вӗҫертетӗр?» (Марк 11:5.) Анчах та чӗрчунсем Ҫӳлхуҫана кирлӗ пулнине пӗлсен, вӗсем вӗренекенсене тытса тӑмаҫҫӗ. Ашак амипе ашак тихине Иисус патне илсе пырсан, вӗсем ҫине вӗренекенӗсем хӑйсен ҫиелти тумтирӗсене сарса хураҫҫӗ. Иисус вара ашак тихи ҫине ларать.

Иисус Иерусалим патне ҫывхарса пынӑҫемӗн нумайрах та нумайрах ҫын пухӑнать. Нумайӑшӗ хӑйсен тумтирӗсене ҫул тӑрӑх сарса пырать. Теприсем йывӑҫ турачӗсене каса-каса илсе ҫул тӑрӑх пӑрахса пыраҫҫӗ. Вӗсем кӑшкӑраҫҫӗ: «Осанна [«ҫӑлсамччӗ, эпир кӗлтӑватпӑр», ҪТ]! Ҫӳлхуҫа ячӗпе Килекен мухтавлӑ! Давид аттемӗрӗн Ҫӳлхуҫа ячӗпе килекен патшалӑхӗ мухтавлӑ!» (Марк 11:8—10.) Ҫавӑн пек кӑшкӑрса калани фарисейсене килӗшмест. Вӗсем Иисуса калаҫҫӗ: «Вӗрентекен! вӗренекенӳсене чар». Иисус вӗсене ҫапла хуравлать: «Вӗсем шӑплансан чулсем кӑшкӑрса ярӗҫ» (Лука 19:39, 40).

Иисус Иерусалим ҫине пӑхса уншӑн макӑрма пуҫлать те калать: «Эх, ҫакӑ кун эсӗ те хӑвна мӗн канӑҫлӑх кӳнине ӑнласа илсенччӗ! анчах халӗ вӑл сан куҫна курӑнмасӑр тӑрать». Иерусалимӑн пӑхӑнманшӑн явап тытма тивет. Иисус малашне мӗн пулассине каласа хурать: «Тӑшманусем сан тавра ҫӗр алтса ҫаврӑнӗҫ, сана хупӑрласа илӗҫ, сана пур енчен те хӗсӗрлӗҫ; сана тустарса-ҫаратса тухӗҫ, хӑвна та, ачусене те хула хушшинчех ҫапа-ҫапа вӗлерӗҫ, сан вырӑнунта чул ҫинче чул та хӑвармӗҫ» (Лука 19:42—44). Иисусӑн сӑмахӗсем пирӗн эрӑри 70 ҫулта Иерусалима аркатнӑ чухне пурнӑҫланаҫҫӗ.

Иисус Иерусалима кӗрсен, пӗтӗм хула пӑлханма пуҫлать те пурте: «Кам-ши Ку?» — тесе ыйтаҫҫӗ. Халӑх хушшинчен: «Ку — Галилейӑри Назаретран тухнӑ Иисус пророк»,— тесе хуравлаҫҫӗ (Матфей 21:10, 11). Иисус Лазаре вилӗмрен чӗртсе тӑратнине куракансем ҫав тӗлӗнмелле ӗҫ ҫинчен ыттисене каласа параҫҫӗ. Фарисейсем ним тума пӗлмесӗр аптраса тӑраҫҫӗ. Вӗсем пӗр-пӗрне калаҫҫӗ: «Пӗтӗм тӗнче Ун хыҫҫӑн каять» (Иоанн 12:18, 19).

Иисус яланхи пекех халӑха вӗрентес тесе храма каять. Унта вӑл суккӑрсемпе уксах-чӑлахсене сыватать. Аслӑ священниксемпе кӗнекеҫӗсем вӑл мӗн тунине тата арҫын ачасем: «Давид Ывӑлне осанна [«ҫӑлсамччӗ, эпир кӗлтӑватпӑр», ҪТ]!» — тесе кӑшкӑрнине илтсен тарӑхса каяҫҫӗ. Ҫав тӗн пуҫлӑхӗсем Иисусран ыйтаҫҫӗ: «Вӗсем мӗн каланине илтетӗн-и?» Вӑл хуравлать: «Эсир „Эсӗ пӗчӗк ачасемпе кӑкӑр ачисенӗн чӗлхи-ҫӑварне Хӑвна мухтамалла турӑн“ тенине нихӑҫан та вуламан-им?» (Матфей 21:15, 16.)

Иисус храмра пӗтӗмпех пӑхса ҫаврӑнать. Вӑхӑт каҫ еннелле сулӑнать, ҫавӑнпа вӑл апостолсемпе пӗрле тухса каять. Нисанӑн 10-мӗшӗ пуҫланичченех вӑл Вифание таврӑнать те унта вырсарникунхи каҫран пуҫласа тунтикунччен тӑрса юлать.