Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

109-МӖШ СЫПӐК

Иисус хӑйне хирӗҫ тӑракансене сивлет

Иисус хӑйне хирӗҫ тӑракансене сивлет

МАТФЕЙ 22:41—23:24 МАРК 12:35—40 ЛУКА 20:41—47

  • ХРИСТОС КАМ ЫВӐЛӖ ВӐЛ?

  • ИИСУС ХӐЙНЕ ХИРӖҪ ТӐРАКАН ИКӖПИТЛӖ ҪЫНСЕНЕ ПИТЛЕТ

Иисуса хирӗҫ тӑракансен унӑн ятне яма та, ӑна римлянсен аллине тытса парас тесе айӑпламалли сӑмах калаттарма та май килмест (Лука 20:20). Паян нисанӑн 11-мӗшӗ. Иисус халӗ те храмра. Анчах ку хутӗнче вӑл хӑй ыйтусем пама пуҫлать те хӑй чӑннипе кам пулнине кӑтартса парать. Иисус ыйтать: «Эсир Христос ҫинчен мӗн шухӑшлатӑр? кам ывӑлӗ Вӑл?» (Матфей 22:42.) Христос, е Мессия, Давид ӑрӑвӗнчен тухмалла пулнине пурте пӗлеҫҫӗ. Тӗн пуҫлӑхӗсем шӑп ҫапла хуравлаҫҫӗ те (Матфей 9:27; 12:23; Иоанн 7:42).

Унтан Иисус ыйтать: «Мӗнле-ха апла Давид, Турӑ Сывлӑшӗпе хавхаланса, Ӑна Ҫӳлхуҫа тет, вӑл ҫапла калать-ҫке: „Ҫӳлхуҫа [«Иегова», ҪТ] манӑн Ҫӳлхуҫана каланӑ: Эпӗ Санӑн тӑшманусене уру айне тӑвиччен Эсӗ Манӑн сылтӑм енче лар“ тет. Ҫапла вара, Давид Ӑна Ҫӳлхуҫа тет пулсассӑн, Вӑл епле-ха унӑн ывӑлӗ пулма пултарать?» (Матфей 22:43—45.)

Фарисейсем чӗнмеҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем Давид ӑрӑвӗнчен тухнӑ пӗр-пӗр ҫын килсе хӑйсене Рим влаҫӗнчен ирӗке кӑларасса шанаҫҫӗ. Иисус Псалом 109:1, 2 сӑвӑ йӗркисенче ҫырса хунӑ Давидӑн сӑмахӗсене илсе парса Мессия ҫынсенчен суйласа илнӗ пуҫлӑх кӑна пулманнине палӑртать. Мессия вӑл Давидӑн Ҫӳлхуҫи тата вӑл Туррӑн сылтӑм енне ларнӑ хыҫҫӑн хӑйӗн вӑй-хӑватне кӑтартӗ. Ҫакӑн ҫине Иисуса хирӗҫ тӑракансем нимӗн те хуравлама пултараймаҫҫӗ.

Ҫакна вӗренекенсем тата ҫынсем нумайӑшӗ илтеҫҫӗ. Халӗ Иисус вӗсемпе калаҫнӑ май вӗсене кӗнекеҫӗсемпе фарисейсем пирки асӑрхаттарать. Ҫав ҫынсем Туррӑн Саккунне вӗрентес тесе «Моисей вырӑнне... ларнӑ». Иисус хӑйне итлекен ҫынсене ҫапла ӳкӗтлет: «Вӗсем мӗн каланине итлӗр, мӗн хушнине пурне те пурӑнӑҫласа тӑрӑр; анчах та вӗсем пек ан тӑвӑр: вӗсем каласса калаҫҫӗ, хӑйсем тумаҫҫӗ» (Матфей 23:2, 3).

Малалла Иисус вӗсен икӗпитлӗхӗ мӗнле палӑрса тӑнине кӑтартса ҫапла калать: «Вӗсем... саккун сӑмахӗсене ҫырса хумалли туртмине [«Ҫырӑвӑн хӑш-пӗр пайӗсене кӗртсе хунӑ пӗчӗк коробкӑсене, хӳтлӗх паракан япала пек йӑтса ҫӳрекен коробкӑсене», ҪТ] сарлакарах тӑваҫҫӗ». Хӑш-пӗр иудейсем Саккунӑн хӑш-пӗр пайӗсене ҫамка е алӑ ҫине ҫыхса хунӑ пӗчӗк коробкӑсенче йӑтса ҫӳреҫҫӗ. Фарисейсем Саккуншӑн питӗ тӑрӑшнине кӑтартас тесе ҫав коробкӑсене тата пысӑкрах тӑваҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, вӗсем «тумтирӗн арки вӗҫӗнчи ҫӳҫине те» вӑрӑмлатаҫҫӗ. Израильтянсен хӑйсен тумтирӗн арки вӗҫне ҫӳҫе ямалла пулнӑ, анчах та фарисейсен тумтирӗ вӗҫӗнчи ҫӳҫе уйрӑмах вӑрӑм (Йыша шутлани 15:38—40). Ҫаксене пурне те вӗсем «ҫынна кӑтартасшӑн тӑваҫҫӗ» (Матфей 23:5).

Иисусӑн вӗренекенӗсене те пысӑк вырӑн йышӑнас шухӑш ярса илме пултарать, ҫавӑнпа вӑл вӗсене ҫакӑн пек канаш парать: «Сире вара „вӗрентекен“ тесе ан чӗнччӗр: сирӗн Вӗрентекенӗр пӗртен-пӗрре — Христос, эсир ӗнтӗ пурсӑр та тӑвансем пулатӑр; ҫӗр ҫинче никама та „атте“ тесе те ан калӑр: сирӗн Аҫӑр пӗртен-пӗрре, Вӑл — тӳпере; сире „вӗрентӳҫӗ“ тесе те ан чӗнччӗр: сирӗн Вӗрентӳҫӗр — пӗртен-пӗр Христос». Вӗренекенӗсен хӑйсем ҫине мӗнле пӑхмалла тата хӑйсене мӗнле тытмалла? Акӑ мӗн калать вӗсене Иисус: «Сирӗн хушшӑрта асли сирӗншӗн тарҫӑ пултӑр: хӑйне хӑй асла хуракан кӗҫӗне юлӗ; хӑйне кӗҫӗне хуракан асла тухӗ» (Матфей 23:8—12).

Унтан Иисус икӗпитлӗ кӗнекеҫӗсемпе фарисейсене темиҫе хут «хуйхӑ ҫитӗ сире» тесе калать. Сӑмахран, вӑл калать: «Эй кӗнекеҫӗсем, фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ ҫитӗ сире! Эсир ҫынсене Ҫӳлти Патшалӑха кӗме пӳлсе тӑратӑр; хӑвӑр та кӗместӗр, кӗрес теекенсене те чаратӑр» (Матфей 23:13).

Иисус фарисейсене сивлет, мӗншӗн тесен вӗсем Турӑшӑн чӑннипе мӗн кирлӗ пулнине ӑнланмаҫҫӗ. Ҫакӑн пек ӑнланманни вӗсем хӑйсем пӗлнӗ пек ӑна е кӑна тума чарнинче палӑрса тӑрать. Сӑмахран, фарисейсем: «Турӑ Ҫурчӗпе тупа туни — нимех те мар; Турӑ Ҫурчӗн ылтӑнӗпе тупа тӑваканӗн вара мӗн асӑннине [е тупа тунине] пурӑнӑҫламалла»,— тесе калаҫҫӗ. Ҫапла вӗсем Турӑшӑн ӗҫлес тӗлӗшрен суккӑр пулнине кӑтартаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем храмран — ӑҫта вӗсем Иеговӑна пуҫҫапаҫҫӗ тата унпа ҫывӑхланма пултараҫҫӗ, ҫавӑнтан — ытларах унти ылтӑна мала хураҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, вӗсем «тӳрӗ сут тӑвассине, хӗрхенессине, шанчӑклӑ пулассине» шута илмеҫҫӗ (Матфей 23:16, 23; Лука 11:42).

Иисус фарисейсем пирки «суккӑр ҫулпуҫсем, эсир вӑрӑмтунана сӗрсе хӑваратӑр, тӗвене ҫӑтса яратӑр» тесе калать (Матфей 23:24). Вӗсем вӑрӑмтунана, таса мар шутланакан хурт-кӑпшанкӑна, ӑнсӑртран ҫӑтса ярас мар тесе эрехе сӗрсе ӗҫеҫҫӗ. Анчах вӗсем Саккунӑн кирлӗ енӗсене шута илменнипе тӗвене ҫӑтса яраҫҫӗ теме пулать. Тӗве те таса мар чӗрчун шутланать, анчах вӑл вӑрӑмтунаран чылай пысӑкрах (Левит 11:4, 21—24).