Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

112-МӖШ СЫПӐК

Вунӑ хӗр ҫинчен калакан тӗслӗх

Вунӑ хӗр ҫинчен калакан тӗслӗх

МАТФЕЙ 25:1—13

  • ИИСУС ВУНӐ ХӖР ҪИНЧЕН КАЛАКАН ТӖСЛӖХЕ КАЛАСА ПАРАТЬ

Иисус апостолсем панӑ ыйту ҫине — хӑй патшара ларма пуҫланине тата ҫак тӗнче пӗтессине кӑтартакан паллӑ пирки панӑ ыйту ҫине — хуравлать. Ҫакна шута илсе вӑл халӗ тепӗр тӗслӗх илсе парса вӗсене ӑслӑ канаш парать. Вӑл патшара ларнӑ вӑхӑтра пурӑнакансем ҫакӑ мӗнле пурнӑҫланнине курӗҫ.

«Ҫӳлти Патшалӑха ҫакӑнпа танлаштарма пулӗ,— каласа пама пуҫлать Иисус.— Вунӑ хӗр ҫутаткӑҫсем илсе кӗрӳ каччӑна хирӗҫ тухнӑ. Вӗсенчен пиллӗкӗшӗ ӑслӑ, пиллӗкӗшӗ ӑссӑр пулнӑ» (Матфей 25:1, 2).

Иисус ҫӳлти Патшалӑха еткерлӗхе илекен вӗренекенӗсенчен ҫуррийӗ ӑссӑр, ҫуррийӗ ӑслӑ пулӗ тесе каласшӑн мар. Ун вырӑнне вӑл вӗренекенӗсенчен кашнийӗн суйласа илме май пуррине палӑртать: е вӗсем Патшалӑха яланах асра тытса сыхӑ тӑрӗҫ, е кирлех мар япаласемшӗн чӑрманса ҫӳрӗҫ. Анчах Иисус хӑйӗн ӗҫлекенӗсенчен кашнийӗ шанчӑклӑ тӑрса юлма пултарни пирки тата хӑйӗн Ашшӗнчен пиллӗхсем илме пултарни пирки иккӗленмест.

Иисус каласа панӑ тӗслӗхре вунӑ хӗрӗ те кӗрӳ каччӑна кӗтсе илме тата туя кайма тухаҫҫӗ. Ялан тенӗ пекех, кӗрӳ каччӑ хӗрӗ патне килет те ӑна хӑйсем пурӑнас ҫурта илсе каять. Ҫав вӑхӑтра хӗрсем хӑйсен ҫутаткӑҫӗсемпе вӗсем валли ҫула ҫутатаҫҫӗ. Ку хутӗнче вара мӗн пулса иртет?

Иисус каласа парать: «Ӑссӑррисем ҫутаткӑҫӗсене илнӗ те ҫӑвне илмен; ӑслисем вара ҫутаткӑҫӗсемпе пӗрле ҫу янӑ савӑчӗсене те илнӗ. Кӗрӳ каччӑ час ҫитеймен те, хӗрсем пурте ыйхӑласа ҫывӑрса кайнӑ» (Матфей 25:3—5). Эппин, кӗрӳ каччӑ час пырайман — вӑл килесси вӑраха тӑсӑлнӑран хӗрсем ҫывӑрса каяҫҫӗ. Иисуса итленӗ май апостолсем чаплӑ ӑруран тухнӑ ҫын ҫинчен, вӑл кайнӑ та юлашкинчен «патшана ларма ирӗк илсе» таврӑнни ҫинчен, каласа панине аса илеҫҫӗ тен (Лука 19:11—15).

Малалла Иисус хӑйӗн тӗслӗхӗнче кӗрӳ каччӑ таврӑнсан мӗн пулса иртнине сӑнласа парать: «Ҫӗр варринче: „акӑ кӗрӳ каччӑ килет, хирӗҫ тухӑр!“ тесе кӑшкӑрни илтӗнсе кайнӑ» (Матфей 25:6). Хӗрсем пирки мӗн калама пулать: вӗсем сыхӑ тӑраҫҫӗ-и тата кӗрӳ каччӑна кӗтсе илме хатӗр-и?

Иисус малалла калать: «Вара ҫав хӗрсем пурте вӑраннӑ та тӑрса ҫутаткӑҫӗсене тӳрлетнӗ. Ӑссӑррисем ӑслисене каланӑ: „пире кӑштах ҫу парӑр-ха, пирӗн ҫутаткӑҫсем сӳнме пуҫларӗҫ“ тенӗ. Ӑслисем ҫапла хуравласа каланӑ: „апла пире те, сире те ҫитмӗ, пирӗнтен иличчен хӑвӑр валли сутакан патне кайса туянӑр“» (Матфей 25:7—9).

Эппин, пилӗк ӑссӑр хӗр сыхӑ тӑмасть — вӗсем кӗрӳ каччӑна кӗтсе илме хатӗр мар. Вӗсен ҫутаткӑҫӗсенче ҫу тӑрса юлманпа пӗрех, ҫавӑнпа вӗсен ҫу ӑҫтан та пулин тупмалла. Иисус малалла каласа парать: «Вӗсем сутӑн илме кайсассӑн, кӗрӳ каччӑ пырса ҫитнӗ, хатӗррисем унпа пӗрле туя кӗнӗ, алӑкне хупса хунӑ; кайран леш хӗрсем те пыраҫҫӗ: „хуҫамӑр! хуҫамӑр! уҫса кӗртсемччӗ пире“ теҫҫӗ. Вӑл вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: „чӑн калатӑп сире: эпӗ сире пӗлместӗп“» (Матфей 25:10—12). Кам хатӗр мар тата сыхӑ тӑмасть, ҫавсемшӗн ӗҫсем ҫав тери япӑх вӗҫленеҫҫӗ!

Иисус «кӗрӳ каччӑ» тенипе хӑйӗн пирки каланине апостолсем ӑнланаҫҫӗ. Унччен те вӑл хӑйне кӗрӳ каччӑпа танлаштарнӑ (Лука 5:34, 35). Ӑслӑ хӗрсем вара камсем вӗсем? «Пӗчӗк кӗтӳ» ҫинчен, ӑна Патшалӑх парасси ҫинчен, каланӑ чухне Иисус ҫапла ӳкӗтленӗ: «Пилӗкӗр сирӗн ҫыхнӑ пултӑр, ҫутаткӑҫӑр ҫунса тӑтӑр» (Лука 12:32, 35). Ҫавӑнпа та апостолсем Иисус «хӗрсем» тенипе хӑйсем пирки тата хӑйсем пек шанчӑклӑ вӗренекенсем пирки каланине ӑнланса илеҫҫӗ пулмалла. Апла пулсан, Иисус ҫак тӗслӗхпе усӑ курса мӗнле тӗп шухӑша палӑртасшӑн?

Ҫакӑ Иисус каласа панӑ тӗслӗхӗн юлашки сӑмахӗсенче уҫӑмлӑн палӑрса тӑрать: «Ҫавӑнпа сыхӑ тӑрӑр, мӗншӗн тесессӗн Этем Ывӑлӗ хӑш кун, хӑш сехетре килессе пӗлместӗр» (Матфей 25:13).

Эппин, ҫакӑ лайӑх курӑнса тӑрать: Иисус хӑй патшара ларма пуҫланӑ вӑхӑт пирки каланӑ чухне хӑйӗн шанчӑклӑ вӗренекенӗсене сыхӑ тӑма ӳкӗтлет. Вӗсен вӑл килессине кӗтсе илме хатӗр пулмалла тата сыхӑ тӑмалла, вара вӗсем хӑйсен хаклӑ шанчӑкне куҫран вӗҫертмӗҫ тата пысӑк награда илӗҫ.