Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

119-МӖШ СЫПӐК

Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ

Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ

ИОАНН 14:1—31

  • ИИСУС ВЫРӐН ХАТӖРЛЕМЕ КАЯТЬ

  • ВӐЛ ХӐЙӖН ВӖРЕНЕКЕНӖСЕНЕ ПУЛӐШАКАНА ЯМА СӐМАХ ПАРАТЬ

  • АШШӖ ИИСУСРАН АСЛӐРАХ

Каҫхи апат уявне паллӑ тунӑ хыҫҫӑн Иисус хӑйӗн апостолӗсемпе пӗрле халӗ те ҫӳлти пӳлӗмре. Вӑл вӗсене ҫапла хавхалантарать: «Сирӗн чӗрӗрсем ан хӑраччӑр; Турра ӗненӗр, Мана та ӗненӗр» (Иоанн 13:36; 14:1, ҪС).

Иисус хӑй кайнишӗн мӗншӗн хӑрама кирлӗ маррине шанчӑклӑ апостолсене ҫапла ӑнлантарса парать: «Аттем ҫуртӗнче вырӑн нумай. [...] Унта кайса сирӗн валли вырӑн хатӗрлесен каллех килӗп те, Хам ӑҫта, эсир те ҫавӑнта пулччӑр тесе, сире Хам патӑма илӗп». Анчах та Иисус хӑйӗн пирки тӳпене каясси ҫинчен каланине апостолсем ӑнланса илеймеҫҫӗ. Фома ыйтать: «Ҫӳлхуҫамӑр! Эсӗ ӑҫта каяссине эпир пӗлместпӗр; ҫулне те мӗнле пӗлер-ха эпир?» (Иоанн 14:2—5.)

«Эпӗ — ҫул та, чӑнлӑх та, чӗрӗлӗх те»,— тесе хуравлать Иисус. Иисуспа унӑн вӗрентӗвӗсене йышӑннипе ҫеҫ тата вӑл пурӑннӑ пек пурӑннипе ҫеҫ унӑн Ашшӗн тӳпери ҫуртне кӗме пулать. Иисус калать: «Ман урлӑ каймасан Манӑн Аттем патне никам та ҫитеймӗ» (Иоанн 14:6).

Иисуса тимлӗ итлекен Филипп ыйтать: «Ҫӳлхуҫамӑр! пире Аҫуна кӑтарт та, ҫитӗ вара пире». Филипп ҫапла каланипе Турӑ хӑйне курӑнура Моисее, Илияна тата Исаийӑна кӑтартнӑ пек кӑтарттӑр тесшӗн пулмалла. Анчах та апостолсен ҫавӑн пек курӑнусенчен те лайӑхраххи пур. Иисус ҫавна палӑртса ҫапла калать: «Филипп, Эпӗ мӗн вӑхӑт хушши сирӗнпе пӗрле, эсӗ ҫапах Мана пӗлместӗн-и? Мана куракан Аттене те курнӑ». Иисус хӑйӗн Ашшӗ мӗнле Турӑ пулнине пур енчен те питӗ лайӑх кӑтартса тӑрать, апла пулсан, Иисуспа пӗрле пурӑнни тата ӑна сӑнаса тӑни вӑл — Ашшӗне курнӑпа пӗрех. Паллах ӗнтӗ, Ашшӗ пур енӗпе те Ывӑлӗнчен ирттерет, ҫавӑнпа Иисус ҫапла калать: «Сире калакан сӑмахсене Эпӗ Хам тӗлӗшшӗн [«Хамран», ҪХ] каламастӑп» (Иоанн 14:8—10). Иисус хӑй мӗне вӗрентнӗшӗн пуриншӗн те Ашшӗне мухтав кӳнине апостолсем кураҫҫӗ.

Апостолсем Иисус тӗлӗнмелле ӗҫсене мӗнле тунине курнӑ тата вӑл Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан хыпара мӗнле пӗлтернине илтнӗ. Халӗ вара вӑл вӗсене калать: «Мана ӗненекен Эпӗ тӑвакан ӗҫсене те тӑвӗ, вӗсенчен те ытларах тӑвӗ» (Иоанн 14:12). Иисус ҫакӑнпа вӗсем хӑй тунӑ тӗлӗнмелле ӗҫсенчен те хӑватлӑрах ӗҫсем тӑвӗҫ тесе каласшӑн мар. Анчах та вӗсем ырӑ хыпара унран ытларах вӑхӑт хушши сарӗҫ, унран нумайрах ҫӗрте калӗҫ тата унран чылайрах ҫынна пӗлтерӗҫ.

Иисус кайнипе хӑйӗн вӗренекенӗсене пӑрахса хӑвармасть, мӗншӗн тесен вӑл сӑмах парать: «Эсир Манран Ман ятӑмпа кирек мӗн ыйтсан та, Эпӗ эсир ыйтнине тӑвӑп». Унсӑр пуҫне, вӑл ҫапла та калать: «Эпӗ Аттеме тархаслӑп та, Вӑл сирӗн пата тепӗр Лӑплантаракана [«пулӑшакана», ҪТ] ярӗ, Вӑл ӗмӗр-ӗмӗрех сирӗнпе пӗрле пулӗ. Вӑл — Чӑнлӑх Сывлӑшӗ» (Иоанн 14:14, 16, 17). Эппин, Иисус вӗсем «тепӗр пулӑшакана», святой сывлӑша, илӗҫ тесе шантарать. Ҫакӑ Аллӑмӗш кун уявӗнче пулса иртет.

«Вӑхӑт нумаях юлмарӗ,— калать Иисус,— тӗнче Мана урӑх курмӗ ӗнтӗ; эсир вара Мана куратӑр, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ пурӑнатӑп, апла эсир те пурӑнатӑр» (Иоанн 14:19). Иисус вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн тӳпене кайиччен унӑн вӗренекенӗсем ӑна курӗҫ, хӑй вӑхӑтӗнче вара унӑн вӗренекенӗсем унпа пӗрле тӳпере пулӗҫ.

Малалла Иисус ӑнланма ҫӑмӑл чӑнлӑха калать: «Кам Манӑн ӳкӗтсене асра тытса пурӑнӑҫласа тӑрать, ҫавӑ Мана юратать; Мана юратакана Аттем те юратӗ; ӑна Эпӗ те юратӑп, ӑна Хамах курӑнӑп». Иуда апостол, ӑна ҫавӑн пекех Фаддей тесе чӗнеҫҫӗ, ыйтать: «Эй Ҫӳлхуҫамӑр! мӗнле-ха апла Эсӗ Хӑвна тӗнчене мар, пире анчах кӑтартасшӑн?» Иисус хуравлать: «Мана юратакана, Манӑн сӑмахӑма пурӑнӑҫласа тӑракана Аттем те юратӗ [«Кам Мана юратать, вӑл Ман сӑмахӑма тытса тӑрӗ; Манӑн Аттем те ӑна юратӗ», ҪС]... Мана юратманни Манӑн сӑмахӑмсене пурӑнӑҫламасть» (Иоанн 14:21—24). Иисусӑн вӗренекенӗсемпе танлаштарсан, тӗнче Иисус пирки ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ тесе шутламасть.

Иисус кайнӑ хыҫҫӑн унӑн вӗренекенӗсем вӑл мӗне вӗрентнине пурне те мӗнле аса илӗҫ-ши? Иисус ӑнлантарса парать: «Аттем Ман ятӑмпа Ярасси — Лӑплантараканӗ [«пулӑшаканӗ», ҪТ], Таса Сывлӑш — сире пӗтӗмпе вӗрентсе ҫитерӗ, Эпӗ хӑвӑра мӗн каланине пӗтӗмпе астутарӗ [«пӗтӗмпех аса илтерӗ», ҪХ]». Апостолсем Иисус святой сывлӑш пулӑшнипе мӗнле хӑватлӑ ӗҫсем тунине курнӑ, ҫавӑнпа Иисус ҫавӑн пек шантарса калани вӗсене питӗ хавхалантарать. Иисус тата калать: «Канӑҫлӑх парса хӑваратӑп сире, Хамӑн канӑҫлӑхӑма сире паратӑп... Сирӗн чӗрӗрсем ан шикленччӗр, ан хӑраччӑр» (Иоанн 14:26, 27). Эппин, вӗренекенӗсен хӑрама кирлӗ мар — Иисусӑн Ашшӗ вӗсене мӗн тумаллине кӑтартса пырӗ тата хӳтӗлесе тӑрӗ.

Кӗҫех вӗсем Турӑ ҫынсене хӳтӗлеме пултарнине курӗҫ. Иисус калать: «Ҫак тӗнчен пуҫлӑхӗ килет. Вӑл Манпа хуҫаланаймӗ!» (Иоанн 14:30, ҪХ.) Шуйттан Иуда ӑшне кӗрсе унпа хуҫаланма пултарнӑ. Анчах та Иисусӑн ҫылӑх тӑвас кӑмӑл-туртӑм пулман, ҫавӑнпа Сатана ӑна Турра хирӗҫ яма пултарайман. Шуйттан Иисуса вилӗм аллинче тӑратса хӑварма та пултараймасть. Мӗншӗн? Иисус калать: «Эпӗ... пурне те Аттем тума хушнӑ пек тӑватӑп». Вӑл хӑйне Ашшӗ вилӗмрен чӗртсе тӑратасса хытӑ шанать (Иоанн 14:31).