Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

121-МӖШ СЫПӐК

«Хӑюлланӑр: эпӗ тӗнчене ҫӗнтертӗм»

«Хӑюлланӑр: эпӗ тӗнчене ҫӗнтертӗм»

ИОАНН 16:1—3

  • КӖҪЕХ АПОСТОЛСЕМ ИИСУСА УРӐХ КУРАЙМӖҪ

  • АПОСТОЛСЕН ХУЙХИ САВӐНӐҪПА ЫЛМАШӐНӖ

Кӗҫех Иисуспа унӑн апостолӗсем ҫӳлти пӳлӗмрен — Пасха апатне ҫинӗ пӳлӗмрен тухӗҫ. Вӑл вӗсене нумай канаш панӑ. Халӗ вара Иисус вӗсене ҫакӑн пек сӑмахсем калать: «Ҫакна Эпӗ сире ан улталанччӑр тесе каларӑм». Мӗншӗн Иисус ҫавӑн пек асӑрхаттармалла тесе шутлать? Вӑл ӑнлантарса парать: «Сире синагогӑсенчен хӑваласа кӑларӗҫ; ҫавӑн пек вӑхӑт ҫитет ӗнтӗ, сире вӗлерекен кирек кам та Турра юрӑхлӑ ӗҫ тӑватӑп тесе шухӑшлӗ» (Иоанн 16:1, 2).

Ҫакӑн пек калани апостолсене пӑшӑрхантарса ӳкерет. Унччен Иисус вӗсене тӗнче сире курайми пулӗ тесе асӑрхаттарнӑ пулин те, вӗсене вӗлерӗҫ тесе вӑл тӳррӗн каламан. Мӗншӗн? «Хам сирӗнпе пӗрле пулнӑран малтан сире каламарӑм ун ҫинчен»,— тесе ӑнлантарать вӑл (Иоанн 16:4). Халӗ вара вӑл хӑй кайиччен вӗсене асӑрхаттарса хурать. Каярахпа ҫакӑ вӗсене улталанасран сыхланма пулӑшӗ.

Иисус малалла калать: «Халӗ ӗнтӗ Эпӗ Хама Яракан патне каятӑп, сирӗнтен пӗри те Манран: ӑҫта каятӑн? тесе ыйтмасть». Ҫав каҫ кӑшт маларах вӗсем унран вӑл ӑҫта каясси пирки ыйтнӑ ӗнтӗ (Иоанн 13:36; 14:5; 16:5). Халӗ вара вӑл хӗсӗрлени ҫинчен калани вӗсене аптратса ӳкерет, вӗсем хуйха ӳкеҫҫӗ. Ҫавӑнпа вӗсем унӑн пулас мухтавлӑхӗ ҫинчен тата ҫакӑ Туррӑн чӑн ӗҫлекенӗсемпе мӗнле ҫыхӑнни ҫинчен ыйтмаҫҫӗ. Иисус: «Эпӗ сире ҫакна каланӑран эсир хуйха ӳкрӗр»,— тесе палӑртать (Иоанн 16:6).

Унтан Иисус ҫапла ӑнлантарса парать: «Эпӗ кайсан сирӗншӗн лайӑхрах пулӗ; Эпӗ каймасан сирӗн патӑра Лӑплантаракан [«пулӑшакан», ҪТ] килмӗ; кайсассӑн — Эпӗ Ӑна сирӗн патӑра ярӑп» (Иоанн 16:7). Иисус вилсен тата тӳпене кайсан ҫеҫ унӑн вӗренекенӗсем святой сывлӑш илме пултарӗҫ — ун чухне вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсем патне, вӗсем ҫӗр ҫинче кирек ӑҫта пулсан та, ӑна ярса пама пултарӗ.

Святой сывлӑш тӗнчене «ҫылӑх ҫинчен, тӳрӗлӗх ҫинчен, сут ҫинчен тӗрӗс мар шухӑшланине кӑтартса парӗ» (Иоанн 16:8). Тӗнче Турӑ Ывӑлне ӗненменни уҫӑмлӑн курӑнӗ. Иисус тӳпене кайни унӑн тӳрӗлӗхне тата мӗншӗн Сатана, «ҫак тӗнченӗн пуҫлӑхӗ», айӑпа тивӗҫлӗ пулнине ҫирӗплетсе парӗ (Иоанн 16:11).

«Манӑн сире каласси тата та нумай,— малалла калать Иисус,— анчах эсир халӗ шӑнӑҫтарас ҫук». Иисус святой сывлӑш ярса парсан, ҫав сывлӑш вӗсене «пур тӗрлӗ [«пӗтӗм», ҪТ] чӑнлӑха» ӑнланса илме пулӑшӗ, вара вӗсем ҫав чӑнлӑхпа килӗшӳллӗн пурӑнма пултарӗҫ (Иоанн 16:12, 13).

Иисус малалла мӗн калани апостолсене шухӑша ярать: «Кӑштахран эсир Мана кураймӑр, тата кӑштахран Мана каллех куратӑр». Вӗсем вӑл мӗн каласшӑн-ха ҫак сӑмахсемпе тесе пӗр-пӗринчен ыйтма пуҫлаҫҫӗ. Иисус вӗсем хӑйӗнчен ҫавӑн пирки ыйтасшӑн пулнине кура вӗсене ҫапла ӑнлантарса парать: «Чӑн-чӑнах калатӑп сире: сирӗн ӗсӗклесе йӗмелле, уласа макӑрмалла пулӗ, тӗнче вара савӑнӗ; эсир хуйха ӳкӗр, анчах сирӗн хуйхӑр савӑнӑҫа тухӗ» (Иоанн 16:16, 20). Тепӗр кунне Иисуса вӗлерсен, тӗн пуҫлӑхӗсем савӑнаҫҫӗ, вӗренекенӗсем хуйхӑраҫҫӗ. Иисус вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрсан, вӗсен хуйхи савӑнӑҫпа ылмашӑнӗ. Вӑл Туррӑн святой сывлӑшне вӗсем ҫине янӑ чухне те вӗсем савӑнӗҫ.

Иисус апостолсен лару-тӑрӑвне хӗрарӑм ача ҫуратас умӗн мӗнле тертленнипе танлаштарса ҫапла калать: «Ҫуратас вӑхӑчӗ ҫитсен хӗрарӑм тертленет; ачине ҫуратсан, тӗнчене ҫын ҫуралнӑшӑн савӑнса, хӑй тертленнине астумасть те». Иисус апостолӗсене ҫакӑн пек каласа хавхалантарать: «Ҫавӑн пек эсир те халӗ хуйхӑллӑ; анчах Эпӗ сире каллех курӑп та, сирӗн чӗрӗрсем савӑнса кайӗҫ, сирӗн савӑнӑҫӑра сирӗнтен никам та туртса илеймӗ» (Иоанн 16:21, 22).

Ку таранччен апостолсем Иисус ячӗпе нимӗн те ыйтман. Халӗ вара вӑл калать: «Ҫав кун эсир Аттемрен Ман ятӑмпа ыйтӑр». Мӗншӗн вӗсен ҫавна тумалла? Ҫӳлти Атте вӗсем мӗн ыйтни ҫине кӑмӑлсӑр хуравланӑран мар. Ҫитменнине тата Иисус ҫапла та калать: «Эсир Мана юратнӑран, Эпӗ Турӑ патӗнчен килнине ӗненнӗрен сире Аттем Хӑй те юратать» (Иоанн 16:26, 27, ҪХ).

Иисусӑн сӑмахӗсемпе хавхаланнӑран апостолсем пӗр иккӗленмесӗр: «Ҫавӑнпа ӗнтӗ Эсӗ Турӑ патӗнчен килнине ӗненетпӗр»,— тенӗ. Кӗҫех вӗсем ҫавӑн пек ӗненнипе ӗненменни тӗрӗсленӗ. Иисус ҫавна ҫакӑн пек сӑнласа парать: «Акӑ ҫавӑн пек вӑхӑт ҫитет, ҫитрӗ те ӗнтӗ: эсир пурсӑр та кашнийӗ хӑй енне сапаланатӑр, Мана пӗчченех хӑваратӑр». Ҫав-ҫавах вӑл вӗсене ҫакӑн пек шантарать: «Ҫакна Эпӗ сире хӑвӑр валли канӑҫлӑх Манра тупчӑр тесе каларӑм. Тӗнчере сирӗн асап тӳсмелле пулӗ; ҫирӗп тӑрӑр: Эпӗ тӗнчене ҫӗнтертӗм» (Иоанн 16:30—33). Иисус вӗсене пурпӗр пӑрахмасть. Иисус вӗсем хӑйӗн пекех тӗнчене ҫӗнтерме пултарасса шанать — Сатанапа унӑн тӗнчи вӗсене айӑпсӑр тӑрса юлма парас мар тесе тем тума хӑтлансан та, вӗсем Туррӑн ирӗкне шанчӑклӑн туса тӑрӗҫ.