Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

124-МӖШ СЫПӐК

Христоса сутаҫҫӗ тата арестлеҫҫӗ

Христоса сутаҫҫӗ тата арестлеҫҫӗ

МАТФЕЙ 26:47—56 МАРК 14:43—52 ЛУКА 22:47—53 ИОАНН 18:2—12

  • ИУДА ИИСУСА САДРА СУТАТЬ

  • ПЕТР ҪЫН ХӐЛХИНЕ КАССА ТАТАТЬ

  • ИИСУСА АРЕСТЛЕҪҪӖ

Тахҫанах ҫур ҫӗр иртнӗ ӗнтӗ. Иуда Иисуса тытса патӑр тесе священниксем ӑна 30 кӗмӗл укҫа пама калаҫса татӑлнӑ. Ҫавӑнпа Иуда пысӑк ушкӑна хӑйӗн хыҫҫӑн ертсе пырать, вӗсем хушшинче аслӑ священниксемпе фарисейсем пур. Вӗсем Иисуса шыраҫҫӗ. Вӗсемпе пӗрле ҫар пуҫлӑхӗ ертсе пыракан Рим салтакӗсен отрячӗ пырать.

Иисус Пасха апачӗ вӑхӑтӗнче Иудӑна кӑларса ярсан, лешӗ тӳрех аслӑ священниксем патне каять пулмалла (Иоанн 13:27). Вӗсем хӑйсен хуралҫисене, ҫавӑн пекех салтаксен отрядне пухаҫҫӗ. Иуда малтан вӗсене Иисуспа апостолсем Пасхӑна паллӑ тунӑ ҫурта ертсе каять пулас. Халӗ вара ҫав ушкӑн Кедрон айлӑмӗ урлӑ каҫса сад патнелле уттарать. Хӗҫ-пӑшалсем илнӗ ҫынсем Иисуса хунарсемпе, ҫутаткӑҫсемпе шыраҫҫӗ.

Иуда пурне те Елеон тӑвӗ патне ертсе каять. Вӑл Иисуса ӑҫта тупмаллине пӗлетӗп тесе шутлать. Юлашки эрне хушшинче, Иисуспа апостолсем Вифанирен Иерусалима каллӗ-маллӗ ҫӳренӗ чухне, вӗсем час-часах Гефсимани садӗнче чарӑнса тӑнӑ. Анчах халӗ ҫӗрле Иисус тӗттӗмре олива йывӑҫӗсем хушшинче курӑнмасан та пултарать. Ҫавӑнпа та салтаксем — тен, унччен ӑна нихӑҫан та курманскерсем — ӑна мӗнле палласа илӗҫ? Иуда вӗсене паллӑ парӑп тесе калать: «Эпӗ Кама чуптӑвӑп, Ҫавӑ пулӗ; вара ярса тытӑр та Ӑна, шанчӑклӑ хуралпа илсе кайӑр» (Марк 14:44).

Иуда ушкӑна сада илсе кӗрет. Вӑл Иисуспа апостолсене курать те тӳрех вӗсем патнелле уттарать. Иуда: «Сывлӑх сунатӑп, Равви!» — тесе Иисуса ҫепӗҫҫӗн чуптӑвать (Матфей 26:49, ҪХ). «Тусӑм, эсӗ мӗн тума килтӗн?» — тесе ыйтать Иисус (Матфей 26:50, ҪС). Хӑйӗн ыйтӑвӗ ҫине Иисус хӑех: «Иуда! Этем Ывӑлне чуптусах тытса паратӑн-им?» — тесе хуравлать (Лука 22:48). Урӑх вӑл хӑйне сутакана пӗр сӑмах та каламасть.

Иисус хунарсемпе ҫутаткӑҫсен ҫути ҫине тухать те ыйтать: «Кама шыратӑр?» Ушкӑн хушшинчен сасӑ илтӗнет: «Назарет Иисусне». Иисус хӑюллӑн: «Вӑл Эпӗ»,— тет (Иоанн 18:4, 5). Аптраса кайнипе ҫынсем ҫӗре ӳкеҫҫӗ — вӗсем ҫакӑнтан мӗн кӗтмеллине пӗлмеҫҫӗ.

Ҫак майлӑ самантпа усӑ курса тӗттӗмре тарса пытанас вырӑнне Иисус вӗсенчен каллех кама шыратӑр тесе ыйтать. Вӗсем тепӗр хут: «Назарет Иисусне»,— тесен, вӑл лӑпкӑн калать: «Эпӗ сире „Вӑл Эпӗ“ тесе каларӑм-ҫке; Мана шыратӑр пулсассӑн вӗсене ан тивӗр, кайччӑр вӗсем». Ҫак йывӑр самантра та Иисус хӑй унччен мӗн каланине — вӗренекенӗсенчен пӗрне те ҫухатмӑп тенине — асра тытать (Иоанн 6:39; 17:12). Иисус хӑйӗн шанчӑклӑ апостолӗсене сыхласа хӑварнӑ тата «пӗтес ывӑлсӑр пуҫне» урӑх никама та ҫухатман (Иоанн 18:7—9). Ҫавӑнпа вӑл хӑйне чунтан парӑннӑ вӗренекенӗсене яма ыйтать.

Салтаксем тӑнине тата Иисус патнелле утнине курсан, апостолсем ӗҫ ӑҫталла сулӑннине ӑнланса илеҫҫӗ. «Ҫӳлхуҫамӑр! хӗҫсене кӑларар мар-и?» — тесе ыйтаҫҫӗ вӗсем (Лука 22:49). Иисус мӗн те пулин калама ӗлкӗриччен Петр апостолсем илсе килнӗ икӗ хӗҫрен пӗрне туртса кӑларать те чи аслӑ священникӑн Малх ятлӑ чури ҫине тапӑнать, вара унӑн сылтӑм хӑлхине касса татать.

Иисус Малх хӑлхине сӗртӗнсе сыватать. Унтан вӑл питӗ кирлӗ япалана вӗрентес тесе Петра ҫапла хушать: «Хӗҫне хӑй вырӑннех чик — хӗҫ ҫӗклекенсем пурте хӗҫпех пӗтӗҫ». Иисус хӑйне арестлессине йышӑнма хатӗр. Вӑл ӑнлантарса парать: «Апла вара ҫакӑн пек пулмалла тесе ҫырни епле пурӑнӑҫланӗччӗ?» (Матфей 26:52, 54.) Ҫакӑн ҫумне Иисус ҫапла хушса калать: «Аттем панӑ куркана Манӑн епле ӗҫес мар?» (Иоанн 18:11.) Иисус хӑйӗн пирки Турӑ мӗн палӑртса хунӑ, ҫавна тума хирӗҫлемест — вӑл Туррӑн ирӗкне тӑвас тесе вилме те хатӗр.

Иисус халӑха калать: «Мана тытма эсир, вӑрӑ-хураха хирӗҫ тухнӑ пек, хӗҫсемпе, шалчасемпе тухнӑ; Эпӗ куллен Турӑ Ҫуртӗнче вӗрентсе лараттӑм, ун чухне тытмарӑр Мана. Ҫакӑ пӗтӗмпе пророксем ҫырни вырӑна килтӗр тесе пулса иртрӗ» (Матфей 26:55, 56).

Салтаксем, ҫар пуҫлӑхӗ тата иудейсен хуралҫисем Иисуса тытса ҫыхаҫҫӗ. Ҫакна курсан, апостолсем пӑрахса тараҫҫӗ. Анчах та «пӗр яш ача» — тен, Марк ятлӑ вӗренекен — ушкӑнпа пӗрле Иисус хыҫӗнчен пырать (Марк 14:51). Ҫак ҫамрӑка палласа илеҫҫӗ те ярса тытасшӑн пулаҫҫӗ. Анчах та вӑл хӑйӗн йӗтӗн тумтирне пӑрахса хӑварса тарать.