Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

133-МӖШ СЫПӐК

Иисусӑн кӗлеткине пытарма хатӗрлеҫҫӗ, вара ӑна пытараҫҫӗ

Иисусӑн кӗлеткине пытарма хатӗрлеҫҫӗ, вара ӑна пытараҫҫӗ

МАТФЕЙ 27:57—28:2 МАРК 15:42—16:4 ЛУКА 23:50—24:3 ИОАНН 19:31—20:1

  • ИИСУСӐН КӖЛЕТКИНЕ ЮПА ҪИНЧЕН АНТАРАҪҪӖ

  • КӖЛЕТКИНЕ ПЫТАРМА ХАТӖРЛЕҪҪӖ

  • ХӖРАРӐМСЕМ ТУПӐКЛӐХ ПУШӐ ПУЛНИНЕ КУРАҪҪӖ

Халӗ эрнекун, нисанӑн 14-мӗшӗ. Хӗвел анса ларсан шӑматкун, нисанӑн 15-мӗшӗ, пуҫланать. Иисус вилнӗ ӗнтӗ, анчах та ун ҫумӗнче ҫакӑнса тӑракан икӗ вӑрӑ-хурах хальлӗхе вилмен-ха. Саккун тӑрӑх, вилнӗ ҫыннӑн кӗлетки «йывӑҫ ҫинче ҫӗр каҫмалла мар», ӑна «ҫав кунах» пытармалла (Саккуна астутарни 21:22, 23).

Унсӑр пуҫне, эрнекун пирки Хатӗрленмелли кун теҫҫӗ, мӗншӗн тесен ҫынсем апат хатӗрлеҫҫӗ тата шӑматкунччен туса пӑрахмалли ӗҫсене туса пӗтереҫҫӗ. Хӗвел анса ларсан, «аслӑ» шӑматкун пуҫланать (Иоанн 19:31). Нисанӑн 15-мӗшӗ, ҫичӗ куна пыракан Тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗн пӗрремӗш кунӗ, эрнен кирек хӑш кунӗнчен пуҫлансан та, яланах шӑматкун шутланнӑ (Левит 23:5, 6). Ку ҫулта вара уявӑн пӗрремӗш кунӗ шӑматкунпа, эрнен ҫиччӗмӗш кунӗпе, пӗр килет. Икӗ шӑматкун пӗр кунта пулнӑран ӑна «аслӑ» шӑматкун теҫҫӗ.

Иисус тата ун ҫумӗнче пӑталаса хунӑ икӗ вӑрӑ-хурах хӑвӑртрах вилччӗр тесе иудейсем Пилатран вӗсен урисене ҫапса хуҫма ыйтаҫҫӗ. Вара юпа ҫинче ҫакӑнса тӑракансем сывлас тесе урисемпе пусса хӑйсен кӗлеткисене ҫӗклеме пултараймӗҫ. Салтаксем каяҫҫӗ те икӗ вӑрӑ-хурахӑн урисене ҫапса хуҫаҫҫӗ. Анчах та Иисус патне пырсан, вӗсем вӑл вилнине кураҫҫӗ, ҫавӑнпа унӑн урисене ҫапса хуҫмаҫҫӗ. Ҫапла вара Псалом 33:21-мӗшӗнчи сӑмахсем пурнӑҫланаҫҫӗ, унта ҫапла каланӑ: «Вӑл унӑн шӑмми-шаккине сыхӑ усрать; унӑн пӗр шӑмми те ванмӗ».

Иисус вилнипе вилменни пирки пӗр иккӗленӳ те ан пултӑр тесе пӗр салтакӗ ӑна аякӗнчен сӑнӑпа чикет, сӑнни вара чӗре патнерех лекет. «Ҫавӑнтах юнпа шыв юхса» тухать (Иоанн 19:34). Ҫапла вара тепӗр пророкла калани пурнӑҫланать, унта: «Вӗсем вара хӑйсем сӑнӑпа Чикнийӗ ҫине пӑхӗҫ»,— тесе каланӑ (Захария 12:10).

Пӑталаса вӗлернӗ вырӑнта Аримафея хулин ҫынни, Иосиф, пур. Вӑл — «пуян ҫын» тата Синедрионӑн хисеплӗ членӗ (Матфей 27:57). Ун пирки «тӳрӗ те ырӑ ҫын» тата «Турӑ Патшалӑхне кӗтсе тӑраканскер» тенӗ. Вӑл «Иисусӑн вӗренекенӗ пулнӑ, анчах иудейсенчен хӑранипе ҫакна палӑртман» тата Иисуса суд тӑвасси пирки хирӗҫ пулнӑ (Лука 23:50; Марк 15:43; Иоанн 19:38). Иосиф Пилатран Иисусӑн кӗлеткине илме ирӗк ыйтма хӑюлӑх ҫитерет. Пилат ҫӗрпӳне чӗнет те лешӗ Иисус вилнӗ тесе пӗлтерет. Вара Пилат Иосифа мӗн ыйтнине тума ирӗк парать.

Иосиф таса та чи лайӑх йӗтӗн пир туянать те Иисусӑн кӗлеткине юпа ҫинчен антарать. Унтан вӑл ӑна пытарма хатӗрлес тесе унӑн кӗлеткине йӗтӗн пирпе чӗркет. Ӑна Никодим, «пӗрремӗш хут Иисус патне ҫӗрле пынӑскер», пулӑшать (Иоанн 19:39). Вӑл миррӑпа алоэ хутӑштарса тунӑ 30 килограма яхӑн хаклӑ йышши хутӑш илсе килет. Иудейсен йӑлипе Иисусӑн кӗлеткине ырӑ шӑршӑллӑ курӑксемпе пӗрле пирпе чӗркесе хураҫҫӗ.

Иосифӑн чул хысакне касса кӗрсе тунӑ тупӑклӑх пур, унта никама та пытарман пулнӑ. Иисусӑн кӗлеткине ҫавӑнта хураҫҫӗ. Тупӑклӑха кӗмелли шӑтӑка пысӑк чулпа хупласа хураҫҫӗ. Пурне те васкаса тӑваҫҫӗ, мӗншӗн тесен кӗҫех шӑматкун пуҫланать. Иисусӑн кӗлеткине пытарма хатӗрлеме Мария Магдалина тата Мария, Кӗҫӗн Иаковӑн амӑшӗ, пулӑшаҫҫӗ пулмалла. Вӗсем шӑматкун хыҫҫӑн Иисусӑн кӗлеткине тирпейлесе хурас шутпа «ырӑ шӑршӑллӑ курӑксем тата сӗрмелли ҫусем хатӗрлесе» хума килӗсене васкаҫҫӗ (Лука 23:56, ҪХ).

Тепӗр кунне, шӑматкун, аслӑ священниксемпе фарисейсем Пилат патне пыраҫҫӗ те калаҫҫӗ: «Хайхи ултавҫӑ чӗрӗ чухне: „виҫӗ кунран чӗрӗлсе тӑрӑп“ тесеччӗ, ҫав аса килчӗ пире; ҫавӑнпа эсӗ Унӑн тупӑклӑхне виҫӗ кун хушши хураллама хушсам — Унӑн вӗренекенӗсем ҫӗрле пырса Ун ӳтне вӑрласа ан кайччӑр, халӑха: „Вӑл вилӗмӗнчен чӗрӗлсе тӑчӗ“ тесе ан калаччӑр. Вара кайранхи ултавӗ малтанхинчен те усалтарах пулӗ». Пилат вӗсене калать: «Сирӗн хуралҫӑрсем пур, кайӑр та хӑвӑра кирлӗ пек хураллӑр» (Матфей 27:63—65).

Вырсарникун тул ҫутӑлнӑ чухне Мария Магдалина, Мария, Иаковӑн амӑшӗ, тата ытти хӗрарӑмсем Иисусӑн кӗлеткине тирпейлесе хурас тесе ырӑ шӑршӑллӑ курӑксем илсе тупӑклӑх патне пыраҫҫӗ. Вӗсем пӗр-пӗринчен: «Пире тупӑклӑх умӗнчи чула кам йӑвантарса парӗ-ши?» — тесе ыйтаҫҫӗ (Марк 16:3). Анчах та ҫӗр чӗтреннӗ пулнӑ. Унсӑр пуҫне, Туррӑн ангелӗ чула йӑвантарса янӑ, хуралҫӑсем те ҫук, тупӑклӑх та пушӑ пулас!