Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

134-МӖШ СЫПӐК

Тупӑклӑх пушӑ: Иисус чӗрӗ!

Тупӑклӑх пушӑ: Иисус чӗрӗ!

МАТФЕЙ 28:3—15 МАРК 16:5—8 ЛУКА 24:4—12 ИОАНН 20:2—18

  • ИИСУС ВИЛӖМРЕН ЧӖРӖЛСЕ ТӐНӐ

  • ТУПӐКЛӐХ ПАТӖНЧЕ МӖН ПУЛСА ИРТЕТ?

  • ИИСУС ХӖРАРӐМСЕНЕ КУРӐНАТЬ

Хӗрарӑмсем тупӑклӑх пушӑ пулнине курсан питӗ хытӑ тӗлӗнеҫҫӗ! Мария Магдалина «Симон Петр патне тата Иисус юратнӑ тепӗр вӗренекенӗ», Иоанн апостол, патне чупса каять (Иоанн 20:2). Тупӑклӑх патӗнче тӑрса юлнӑ хӗрарӑмсем вара ангела кураҫҫӗ. Тупӑклӑх ӑшӗнче вӗсем «шап-шурӑ тумтир тӑхӑннӑ» тепӗр ангела кураҫҫӗ (Марк 16:5).

Ангелсенчен пӗри вӗсене калать: «Ан хӑрӑр — эсир хӗрес ҫумне пӑталанӑ Иисуса шыранине пӗлетӗп; Вӑл кунта ҫук: Хӑй каланӑ пек, Вӑл чӗрӗлсе тӑчӗ. Килӗр, Ҫӳлхуҫа выртнӑ вырӑна пӑхӑр та часрах кайса Унӑн вӗренекенӗсене калӑр: Вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ, Вӑл сирӗнтен маларах Галилейӑра пулӗ» (Матфей 28:5—7). Хӗрарӑмсем, «хӑраса та савӑнса ӳкнӗскерсем», вӗренекенсене пӗлтерме чупаҫҫӗ (Матфей 28:8).

Ҫав вӑхӑтра Мария Петрпа Иоана шыраса тупать. Вӑл сывлӑш ҫавӑрса илмесӗрех каласа парать: «Ҫӳлхуҫамӑра тупӑклӑхран илсе кайнӑ, Ӑна ӑҫта хунине пӗлместпӗр» (Иоанн 20:2). Петрпа Иоанн тӳрех чупса каяҫҫӗ. Иоанн хытӑрах чупать, ҫавӑнпа тупӑклӑх патне пӗрремӗш ҫитет. Вӑл тупӑклӑх ӑшнелле пӑхать те пир выртнине курать, анчах та ӑшне кӗмест.

Петр чупса ҫитсен тӳрех тупӑклӑх ӑшне кӗрет. Вӑл йӗтӗн пир тата Иисусӑн пуҫне чӗркенӗ тутӑр выртнине курать. Унтан Иоанн та ӑшне кӗрет. Халӗ вӑл Мария мӗн каласа панине ӗненет. Унччен Иисус каланӑ пулин те, вӗсенчен пӗри те хальлӗхе вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнине ӑнланмасть (Матфей 16:21). Вӗсем шухӑша кайса килелле уттараҫҫӗ. Анчах Мария тупӑклӑх патне таврӑнать те унта тӑрса юлать.

Ҫав вӑхӑтра ытти хӗрарӑмсем вӗренекенсем патне Иисус вилӗмрен чӗрӗлсе тӑни ҫинчен каласа пама чупаҫҫӗ. Ҫул ҫинче вӗсене Иисус хӑй тӗл пулать те: «Сывлӑх сунатӑп!» — тесе саламлать (Матфей 28:9, ҪХ). Вӗсем унӑн ури патне ӳксе ӑна пуҫ таяҫҫӗ. Иисус вӗсене калать: «Ан хӑрӑр; кайӑр та Манӑн тӑванӑмсене пӗлтерӗр, вӗсем Галилейӑна пыччӑр, Мана ҫавӑнта курӗҫ» (Матфей 28:10).

Унччентерех, ҫӗр чӗтреннӗ тата ангелсем курӑннӑ чухне, тупӑклӑха хураллакан салтаксем «чӗтрене ерсе, вилнӗ пекех пулса кайнӑ». Вӗсем лӑплансан «хулана пырса мӗн пулса иртнине пӗтӗмпех аслӑ священниксене каласа панӑ». Ҫавӑн хыҫҫӑн священниксем иудейсен старейшинисемпе канашланӑ. Салтаксем мӗн пулса иртнине каласа ан паччӑр тесе, ун вырӑнне вӗсем: «Ҫӗрле, эпир ҫывӑрнӑ вӑхӑтра, Унӑн вӗренекенӗсем пырса вӑрласа кайнӑ Ӑна»,— тесе калаччӑр тесе вӗсене взятка пама шутласа хураҫҫӗ (Матфей 28:4, 11, 13).

Рим салтакӗсем хуралта ҫывӑрса кайрӗҫ пулсан, вӗсене ҫавӑншӑн вӗлерме пултарнӑ. Ҫавӑнпа священниксем: «Ҫак сас-хура [салтаксем ҫывӑрса кайнӑ текен суя] пуҫлӑх патне ҫитес-тӑвас пулсассӑн, эпир ӑна хамӑр енне ҫавӑрӑпӑр, сире инкек курмалла тумӑпӑр»,— тесе сӑмах параҫҫӗ (Матфей 28:14). Салтаксем взяткӑна илеҫҫӗ те священниксем каланӑ пек тӑваҫҫӗ. Ҫапла вара Иисусӑн кӗлеткине вӑрласа кайнӑ текен суя сӑмах иудейсем хушшинче анлӑн сарӑлать.

Мария Магдалина халӗ те тупӑклӑх патӗнче хуйхӑрса тӑрать. Вӑл ун ӑшнелле пӗшкӗнсе пӑхать те шурӑ тумлӑ икӗ ангела курах каять. Пӗри Иисус выртнӑ тӗлте пуҫ вӗҫӗнче ларать, тепри вара — ура вӗҫӗнче. «Хӗрарӑм! мӗншӗн йӗретӗн эсӗ?» — тесе ыйтаҫҫӗ вӗсем. Мария хуравлать: «Манӑн Ҫӳлхуҫамӑма илсе кайнӑ, Ӑна ӑҫта хунине пӗлместӗп». Каялла ҫаврӑнса пӑхсан, Мария тата такама курать. Вӑл ангелсем пекех мӗншӗн йӗретӗн тесе ыйтать те: «Кама шыратӑн?» — тет. Мария ку пахчаҫӑ пулӗ тесе шутласа ӑна ҫапла калать: «Эй ырӑ ҫыннӑм! Ӑна эсӗ илнӗ пулсан, ӑҫта хутӑн, каласамччӗ мана, эпӗ илсе каям Ӑна» (Иоанн 20:13—15).

Тӗрӗссипе каласан, Марийӑпа вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ Иисус калаҫать, анчах та ҫав самантра Мария ӑна палласа илеймест. Анчах та вӑл: «Мария!» — тесен, Мария унччен хӑйӗнпе Иисус мӗнле калаҫни тӑрӑх ӑна палласа илет. Мария савӑнса кӑшкӑрса ярать: «Раввуни!» (ку «Вӗрентекен!» тенине пӗлтерет.) Анчах та Иисус тӳпене хӑпарса кайма пултарасран хӑраса Мария ӑна хытӑ ярса тытать. Иисус ӑна калать: «Ман ҫумма ан сӗртӗн [«Мана тытса тӑма пӑрах», ҪТ] — Эпӗ Аттем патне ҫӗкленмен-ха; эсӗ Манӑн тӑванӑмсем патне кайса кала: Эпӗ Хамӑн Аттем патне, сирӗн Аҫӑр патне, Хамӑн Туррӑм патне, сирӗн Туррӑр патне ҫӗкленетӗп» (Иоанн 20:16, 17).

Мария апостолсемпе ытти вӗренекенсем пухӑннӑ ҫӗре чупса каять. Вӑл вӗсене калать: «Эпӗ Хуҫамӑра куртӑм!» (Иоанн 20:18, ҪХ.) Вӗсем унччентерех ытти хӗрарӑмсенчен ҫавӑн евӗрлӗ хыпар илтнӗ, анчах та ҫак сӑмахсем вӗсене пушӑ сӑмах пек туйӑнать (Лука 24:11).