Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

136-МӖШ СЫПӐК

Галилея тинӗсӗн ҫыранӗ хӗрринче

Галилея тинӗсӗн ҫыранӗ хӗрринче

ИОАНН 21:1—25

  • ИИСУС ГАЛИЛЕЯ ТИНӖСӖ ПАТӖНЧЕ ВӖРЕНЕКЕНӖСЕНЕ КУРӐНАТЬ

  • ПЕТРА ТАТА ЫТТИСЕНЕ СУРӐХСЕНЕ ТӐРАНТАРМА ӲКӖТЛЕҪҪӖ

Юлашки каҫ апостолсемпе пӗрле пулнӑ чухне Иисус вӗсене каланӑ: «Чӗрӗлсе тӑрсассӑн вара Эпӗ Галилейӑна сирӗнтен маларах ҫитӗп» (Матфей 26:32; 28:7, 10). Халӗ вара ун хыҫҫӑн пыракансенчен нумайӑшӗ унталла ҫул тытать, анчах та вӗсем унта мӗн тумаллине пӗлмеҫҫӗ.

Петр ултӑ апостола калать: «Эпӗ пулӑ тытма каятӑп». Улттӑшӗ ӑна: «Эпир те санпа пӗрле пыратпӑр»,— теҫҫӗ (Иоанн 21:3). Ҫӗрӗпе вӗсем пӗр пулӑ та тытаймаҫҫӗ. Тул ҫутӑлсан Иисус ҫыран хӗрринче курӑнать, анчах та апостолсем ӑна палласа илеймеҫҫӗ. Иисус кӑшкӑрса ыйтать: «Ачасем! сирӗн мӗн те пулин ҫимелли пур-и?» Лешӗсем: «Ҫук»,— тесе хуравлаҫҫӗ. Иисус вӗсене калать: «Тетелӗре кимӗрен сылтӑм енне карӑр-ха, вара тытатӑр» (Иоанн 21:5, 6). Вӗсем питӗ нумай пулӑ тытнӑран тетелне туртса кӑларма та пултараймаҫҫӗ.

«Ку — Ҫӳлхуҫа»,— калать Иоанн Петра (Иоанн 21:7). Петр пулӑ тытнӑ чухне хывнӑ ҫиелти тумтирне тӳрех хӑйӗн ҫине уртса ярать. Вӑл тинӗсе сикет те ҫыран патне ҫитиччен 90 метра яхӑн ишет. Ун хыҫҫӑн ыттисем кимӗпе ишсе пулӑ тулнӑ тетеле майӗпен сӗтӗрсе пыраҫҫӗ.

Ҫыран хӗррине ҫитсен, вӗсем «кӑвайт ҫуннине тата вут-кӑвар ҫинче пулӑ выртнине», унта ҫӑкӑр та пулнине кураҫҫӗ. Иисус калать: «Халӗ тытнӑ пуллӑра илсе килӗр». Петр тетеле ҫыран хӗррине сӗтӗрсе кӑларать. Унта 153 шултра пулӑ! Иисус вӗсене: «Килӗр, ҫийӗр»,— тет. Вӗсенчен нихӑшӗ те: «Эсӗ кам?» — тесе ыйтма хӑяймасть, мӗншӗн тесен вӗсем ку Иисус пулнине пӗлеҫҫӗ (Иоанн 21:9—12). Ҫакӑ Иисус вӗренекенӗсен ушкӑнне виҫҫӗмӗш хут курӑнни пулнӑ.

Иисус вӗсене апат ҫитерес тесе кашнине пулӑпа ҫӑкӑр парать. Унтан, тытнӑ пулӑсем ҫине пӑхса пулас, вӑл ыйтать: «Иона Симонӗ! эсӗ Мана вӗсенчен те ытларах юрататӑн-и?» Петр мӗне ытларах хаклать: пулӑ тытассине-и е Иисус шанса панӑ ӗҫе-и? Петр хуравлать: «Ҫавӑн пек, Ҫӳлхуҫамӑр! эпӗ Сана юратнине Эсӗ Ху пӗлетӗн». Вара Иисус ӑна ҫакна тума ыйтать: «Манӑн путекӗмсене кӗт» (Иоанн 21:15).

Иисус каллех ыйтать: «Иона Симонӗ! эсӗ Мана юрататӑн-и?» Петр аптраса ӳкет пулас. «Ҫавӑн пек, Ҫӳлхуҫамӑр! эпӗ Сана юратнине Эсӗ Ху пӗлетӗн»,— чунтан калать вӑл. Вара Иисус унччен каланӑ пекрех калать: «Манӑн сурӑхӑмсене кӗт» (Иоанн 21:16).

Иисус виҫҫӗмӗш хут ыйтать: «Иона Симонӗ! эсӗ Мана юрататӑн-и?» Халӗ Петр хӑй чунтан парӑнни пирки Иисус иккӗленет тесе шутлать пулмалла. Вӑл хӗрӳллӗн калать: «Эй Ҫӳлхуҫамӑр! Эсӗ пурне те пӗлетӗн; Эсӗ эпӗ Хӑвна юратнине те пӗлетӗн». Петрӑн мӗн тумаллине палӑртса Иисус калать: «Манӑн сурӑхӑмсене кӗт» (Иоанн 21:17). Ҫапла, ертсе пырас ӗҫе хӑйсем ҫине илекенсен Туррӑн картишне пухса кӗртнӗ сурӑхсемшӗн тӑрӑшмалла.

Нумаях пулмасть Иисуса Турӑ шанса панӑ ӗҫе тунӑшӑн ярса тытнӑ та вӗлернӗ. Халӗ вара Иисус Петрпа та ҫавнашкалах пулассине уҫса парать. «Ҫамрӑк чухне эсӗ пилӗкне ху ҫыхаттӑн та каяс тенӗ ҫӗре каяттӑн,— калать Иисус,— ватӑлсан, эсӗ аллусене ҫӗклӗн те, санӑн пилӗкне урӑххи ҫыхса каяссу килмен ҫӗре ҫавӑтса кайӗ сана». Ҫапах та Иисус чӗнсе калать: «Ман хыҫҫӑн пыр» (Иоанн 21:18, 19).

Петр Иоанн апостол ҫине пӑхать те ыйтать: «Эй Ҫӳлхуҫамӑр! ӑна вара мӗн пулӗ?» Чӑнах та, Иисус уйрӑмах хаклакан апостолпа малашне мӗн пулӗ-ши? Иисус хуравлать: «Эпӗ ӑна Хам киличченех пурӑнтарасшӑн пулсан та, сана мӗн ӗҫ?» (Иоанн 21:21—23.) Петрӑн ыттисем мӗн туса тӑни пирки пӑшӑрханма кирлӗ мар, унӑн Иисус хыҫҫӑн пымалла. Ҫав-ҫавах Иисус Иоанн ытти апостолсене пурӑнса ирттерӗ тата ӑна Иисус патша влаҫӗпе килесси пирки курӑну кӑтартӗҫ тесе палӑртать.

Паллах ӗнтӗ, Иисус нумай мӗн тунӑ. Ҫавсене пурне те ҫырса кӑтартас пулсан, вӗсене темӗн чухлӗ алҫырӑва та шӑнӑҫтараймӑн.