Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

138-МӖШ СЫПӐК

Христос — Туррӑн сылтӑм енче

Христос — Туррӑн сылтӑм енче

АПОСТОЛСЕН ӖҪӖСЕМ 7:56

  • ИИСУС ТУРРӐН СЫЛТӐМ ЕНЧЕ ЛАРАТЬ

  • САВЛ ХРИСТОСӐН ВӖРЕНЕКЕНӖ ПУЛСА ТӐРАТЬ

  • ПИРӖН САВӐНМА СӐЛТАВ ПУР

Иисус тӳпене хӑпарнӑ хыҫҫӑн вунӑ кун иртсен, Аллӑмӗш кун уявӗнче, вӗренекенсем ҫине святой сывлӑш аннӑ. Ҫакӑ Иисус тӳпере пулнине ҫирӗплетсе панӑ. Ҫакӑ чӑнах та ҫапла пулнине тата тепӗр ӗҫ кӑтартса панӑ. Стефан ятлӑ вӗренекене чулпа персе вӗлерес умӗн вӑл кӑшкӑрса каланӑ: «Акӑ эпӗ тӳпе уҫӑлса кайнине, Туррӑн сылтӑм енче тӑракан Этем Ывӑлне куратӑп» (Апостолсен ӗҫӗсем 7:56).

Иисусӑн тӳпере хӑйӗн Ашшӗпе пӗрле пулнӑ чухне Турӑ Сӑмахӗнче мӗн тума хушнине кӗтмелле пулнӑ. Турӑ хавхалантарнипе Давид ҫырнӑ: «Ҫӳлхуҫа [«Иегова», ҪТ] манӑн Ҫӳлхуҫана [Иисуса] каланӑ: Эпӗ Санӑн тӑшманусене уру айне тӑвиччен Эсӗ Манӑн сылтӑм енче лар». Кӗтес вӑхӑт вӗҫленсен, Иисус хӑйӗн «тӑшманӗсен хушшинче» хуҫаланма пуҫлать (Псалом 109:1, 2). Хӑйӗн тӑшманӗсене хирӗҫ тухиччен Иисус мӗн туса пурӑнӗ?

Пирӗн эрӑри 33 ҫулхи Аллӑмӗш кун уявӗнче христиансен пухӑвне йӗркелесе янӑ. Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ вӗренекенӗсене Иисус тӳперен ертсе пыма тытӑннӑ (Колоссӑ 1:13, 14). Вӑл вӗсене ырӑ хыпар сарас ӗҫре мӗн тумаллине кӑтартса пыма пуҫланӑ тата вӗсене пулас тивӗҫе тума хатӗрленӗ. Мӗнле тивӗҫ ҫинчен кунта сӑмах пырать? Мӗн виличчен шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ вӗренекенсене вилӗмрен чӗртсе тӑратӗҫ те вӗсем вара Иисуспа пӗрле ҫӳлти Патшалӑхра патшара ларӗҫ.

Ҫав пулас патшасенчен чаплӑ тӗслӗх кӑтартнисенчен пӗри Савл пулнӑ, ӑна ытларах унӑн римла ячӗпе, Павел ятпа, пӗлеҫҫӗ. Вӑл иудей пулнӑ тата Турӑ Саккунӗшӗн питӗ хастарлӑ тӑрӑшнӑ. Анчах та иудейсен тӗн пуҫлӑхӗсем ӑна питӗ пӑтраштарса-минретсе янӑран вӑл Стефана вӗлернине те ырланӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Савл, «Ҫӳлхуҫа вӗренекенӗсене вӗлерме шухӑш тытнӑскер», Дамаска кайнӑ. Чи аслӑ священник Каиафа ӑна Иисусӑн вӗренекенӗсене арестлесе Иерусалима илсе пыма ирӗк панӑ (Апостолсен ӗҫӗсем 7:58; 9:1). Анчах та Савл ҫул ҫинче пулнӑ чухне ӑна вӑйлӑ ҫутӑ ҫутатса янӑ та вӑл ҫӗре ӳкнӗ.

«Эй Савл, Савл! эсӗ Мана мӗншӗн хӗсӗрлетӗн?» — текен сасӑ тӳперен илтӗннӗ, анчах та ҫакна калакан курӑнман. «Эй Ҫӳлхуҫамӑм, кам Эсӗ?» — тесе ыйтнӑ Савл. «Эпӗ — эсӗ хӗсӗрлекен Иисус»,— тесе хуравлани илтӗннӗ (Апостолсен ӗҫӗсем 9:4, 5).

Иисус Савла Дамаска кайма, унта вара мӗн тумаллине каласса кӗтме хушнӑ. Тӳперен ҫутатнӑ ҫутӑ Савла суккӑрлатнӑ, ҫавӑнпа ӑна аллинчен ҫавӑтса пымалла пулнӑ. Тепӗр курӑнура Иисус хӑйӗн вӗренекенне, Дамаскра пурӑнакан Ананияна, курӑннӑ. Иисус Савла мӗнле тупмаллине ӑнлантарса панӑ та Ананияна ун патне кайма хушнӑ. Анания хӑйне мӗн шиклентерни ҫинчен каласа панӑ, анчах Иисус ӑна ҫакӑн пек шантарса каланӑ: «Вӑл — Манӑн суйласа илнӗ савӑтӑм; Эпӗ ӑна Хамӑн ятӑм ҫинчен халӑхсем, патшасем, Израиль ывӑлӗсем умӗнче каласа пӗлтерме суйласа илтӗм». Савл каллех куракан пулнӑ, вара вӑл Дамаскрах «Иисус ҫинчен „Вӑл — Турӑ Ывӑлӗ“ тесе вӗренте пуҫланӑ» (Апостолсен ӗҫӗсем 9:15, 20).

Иисус пулӑшнине пула Павел тата ытти хыпарҫӑсем Иисус пуҫланӑ ӗҫе, ырӑ хыпар сарас ӗҫе, малалла туса тӑнӑ. Турӑ пилленипе вӗсем питӗ ӑнӑҫлӑ пулнӑ. Дамаска каякан ҫул ҫинче Иисус Павела курӑннӑранпа 25 ҫула яхӑн вӑхӑт иртсен, Павел ырӑ хыпара «пӗлӗт айӗнчи пур пултарнӑ япалана та каласа пӗлтернӗ» тесе ҫырнӑ (Колоссӑ 1:23, ҪС).

Ҫулсем иртсен, Иисус хӑй юратнӑ Иоанн апостола темиҫе курӑну кӑтартнӑ. Ҫав курӑнусем ҫинчен Ӳлӗмхине кӗнекере ҫырса панӑ. Иоанн ҫав курӑнусем урлӑ Христос патша влаҫӗпе таврӑннине курнӑ теме пулать (Иоанн 21:22). Святой сывлӑш витӗм кӳнипе Иоанн курӑнура «Ҫӳлхуҫа кунне» лекет (Ӳлӗмхине 1:10). Ҫакӑ хӑҫан пулмалла пулнӑ?

Библире пророкла каланӑ сӑмахсене тӗплӗн тӗпчени «Ҫӳлхуҫа кунӗ» 1914 ҫулта пуҫланнине кӑтартса парать. Ҫав ҫул Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи пуҫланнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑнхи ҫулсем вӑрҫӑсемпе, эпидемисемпе, выҫлӑхпа тата ҫӗр чӗтреннисемпе палӑрса тӑчӗҫ. Ҫак тата ытти событисем Иисус апостолсене панӑ «паллӑ» — хӑй патшара ларма пуҫланине тата «пӗтес вӑхӑт» ҫывӑх пулнине кӑтартакан паллӑ — пӗтӗм тӗнчипе пурнӑҫланса пынине кӑтартса параҫҫӗ (Матфей 24:3, 7, 8, 14). Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан ырӑ хыпара халӗ пӗтӗм тӗнчипе сараҫҫӗ — тахҫан Рим империйӗ пулнӑ ҫӗрте ҫеҫ мар.

Святой сывлӑш хавхалантарнипе Иоанн мӗншӗн ҫавӑн пек пулса тухнине ҫапла ӑнлантарса парать: «Туррӑмӑрӑн ҫӑлас вӑхӑчӗ, хӑвачӗ, патшалӑхӗ ҫитрӗ; ӗнтӗ Унӑн Христосӗн влаҫӗ ҫитрӗ» (Ӳлӗмхине 12:10, ҪХ). Чӑнах та, Иисус пур ҫӗрте те пӗлтерсе ҫӳренӗ Турӑ Патшалӑхӗ халӗ ертсе пырать!

Ҫакӑ — Иисусӑн шанчӑклӑ вӗренекенӗсемшӗн пуриншӗн те ырӑ хыпар. Вӗсемшӗн Иоанн каланӑ ҫак сӑмахсем питӗ ӑнланмалла: «Эй пӗлӗтсем, вӗсем ҫинче пурӑнакансем, савӑнӑр ӗнтӗ! Ҫӗрпе тинӗс ҫинче пурӑнакансем! сире хуйхӑ: шуйттан, хӑйӗн вӑхӑчӗ сахал юлнине пӗлсе, сирӗн патӑра пит хытӑ ҫилленсе анчӗ» (Ӳлӗмхине 12:12, ҪС).

Эппин, Иисус халӗ хӑйӗн Ашшӗн сылтӑм енче кӗтсе тӑмасть. Вӑл патшара ларать, кӗҫех вара хӑйӗн тӑшманӗсене пурне те тӗп тӑвӗ (Еврейсем 10:12, 13). Ҫавӑн хыҫҫӑн эпир мӗнле тӗлӗнмелле событисем курӑпӑр-ши?