Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иисусран тӗслӗх илсе...

Иисусран тӗслӗх илсе...

ҪЫН ХУЙХИНЕ ӐНЛАНМА ТӐРӐШӐР

Пӗр ҫитменлӗхсӗр пулнӑ пирки Иисусӑн ҫынсене пӑшӑрхантаракан тата хурлантаракан йывӑрлӑхсенчен нумайӑшӗ пулман. Ҫав-ҫавах вӑл ҫын хуйхине чӗре патне илме пӗлнӗ. Вӑл ыттисемшӗн хӑйне пӗтӗмпех пама хатӗр пулнӑ, урӑхла каласан, вӑл вӗсемшӗн кирлинчен те ытларах тума хатӗр пулнӑ. Ыттисене пулӑшма ӑна ҫын хуйхине ӑнланни хавхалантарнӑ. Ҫавӑн ҫинчен 32-мӗш, 37-мӗш, 57-мӗш, 99-мӗш сыпӑксене вуланӑ май шухӑшлӑр.

ҪЫНСЕНЕ СИРӖН ПАТА ПЫРСА КАЛАҪМА ҪӐМӐЛ ПУЛТӐР

Тӗрлӗ ҫулхи ҫынсем — ваттисем те, ҫамрӑккисем те — Иисус патне туртӑннӑ, мӗншӗн тесен вӑл хӑйне нихӑҫан та питӗ кирлӗ ҫын пек тата ыттисем валли вӑхӑт ҫук ҫын пек тытман. Вӗсем хӑйсемпе Иисус интересленнине туйса тӑнӑ тата вӗсене унпа лайӑх пулнӑ. Ҫакна 25-мӗш, 27-мӗш, 95-мӗш сыпӑксене вуланӑ чухне асӑрхама пулать.

ЯЛАНАХ КӖЛТӐВӐР

Иисус час-часах хӑйӗн Ашшӗне чун-чӗререн кӗлтунӑ. Вӑл ҫакна хӑй пӗччен пулнӑ чухне те, Туррӑн ытти ӗҫлекенӗсем хушшинче те тунӑ. Вӑл апат ҫиес умӗн ҫеҫ мар, тӗрлӗ лару-тӑрура кӗлтунӑ. Иисус хӑйӗн Ашшӗне кӗлӗре тав тунӑ, мухтанӑ тата кирлӗ йышӑнусем тӑвас умӗн мӗн тумаллине ыйтнӑ. Ҫавӑн ҫинчен 24-мӗш, 34-мӗш, 91-мӗш, 122-мӗш, 123-мӗш сыпӑксенче вулама пулать.

ХӐВӐР ҪИНЧЕН ҪЕҪ АН ШУТЛӐР

Вӑхӑтран вӑхӑта Иисус хӑйне кану кирлӗ пулнӑ чухне те ыттисемшӗн чунне парса тӑрӑшнӑ. Унӑн хӑйӗн ҫинчен ҫеҫ шутлас кӑмӑл та пулман. Ҫакӑнпа вӑл пире хамӑра мӗнле тытмалли пирки тӗслӗх кӑтартнӑ. Иисус кӑтартнӑ ҫавӑн пек тӗслӗх ҫинчен 19-мӗш, 41-мӗш, 52-мӗш сыпӑксенче каласа панӑ.

ЫТТИСЕНЕ КАҪАРӐР

Иисус каҫармалла тесе вӗрентнӗ ҫеҫ мар, вӑл хӑй те вӗренекенӗсене тата ытти ҫынсене каҫарнӑ. Хӑш-пӗр тӗслӗхсем ҫинчен шухӑшласа пӑхма 26-мӗш, 40-мӗш, 64-мӗш, 85-мӗш, 131-мӗш сыпӑксем пулӑшӗҫ.

ХАСТАРЛӐ ПУЛӐР

Иудейсенчен нумайӑшӗ Мессийӑна йышӑнмӗҫ тата тӑшмансем ӑна вӗлерӗҫ тесе малтанах каласа хунӑ пулнӑ. Ҫавӑнпа Иисус ҫынсемшӗн пӗтӗм вӑя парса ӗҫлеме кирлех мар теме пултарнӑ. Анчах та вӑл тӗрӗс пуҫҫапасси майлӑ хастарлӑ тӑнӑ. Вӑл хӑйӗн хыҫҫӑн пыракансене — ырӑ хыпара итлесшӗн пулман ҫынсемпе тата хӗсӗрленипе те тӗл пулакансене — хастарлӑ пулас тӗлӗшрен лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ. Ҫакӑн ҫинчен 16-мӗш, 72-мӗш, 103-мӗш сыпӑксенче вулама пулать.

ХӐВӐРА КӖҪӖНЕ ХУРӐР

Иисус ҫитменлӗхсем пур ҫынсенчен нумай енчен ирттернӗ, калӑпӑр, вӑл вӗсенчен нумайрах пӗлнӗ тата чылай ӑслӑрах пулнӑ. Вӑл пӗр ҫитменлӗхсӗр пулнӑран унӑн ӳт-пӳ тата ӑс-тӑн пултарулӑхӗпе урӑх никам та танлашма пултарайман. Ҫавна пӑхмасӑрах вӑл хӑйне кӗҫӗне хурса ыттисемшӗн ӗҫленӗ. Ҫакӑн ҫинчен эсир 10-мӗш, 62-мӗш, 66-мӗш, 94-мӗш, 116-мӗш сыпӑксенчен пӗлме пултаратӑр.

ТӲСӖМЛӖ ПУЛӐР

Иисус хӑйӗн апостолӗсем тата ытти ҫынсем хӑйӗнчен тӗслӗх илмен чухне те, вӗсем хӑйсене хӑй вӗрентнӗ пек тытман чухне те вӗсемпе яланах тӳсӗмлӗ пулнӑ. Вӑл вӗсене Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшакан канашсене тӳсӗмлӗн ҫине-ҫинех вӗрентнӗ. Иисусӑн тӳсӗмлӗхӗ ҫинчен 74-мӗш, 98-мӗш, 118-мӗш, 135-мӗш сыпӑксене вуланӑ май шухӑшлӑр.