Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

71-МӖШ СЫПӐК

Фарисейсем куракан пулнӑ ҫынна допрос тӑваҫҫӗ

Фарисейсем куракан пулнӑ ҫынна допрос тӑваҫҫӗ

ИОАНН 9:19—41

  • ФАРИСЕЙСЕМ СУККӐР ПУЛНӐ ҪЫННА ДОПРОС ТӐВАҪҪӖ

  • ТӖН ПУҪЛӐХӖСЕМ «СУККӐР»

Фарисейсем Иисус суккӑр ҫынна куракан тунине ӗненесшӗн пулман пирки ҫав ҫыннӑн ашшӗпе амӑшне чӗнсе илеҫҫӗ. Ашшӗпе амӑшӗ йывӑр лару-тӑрӑва лекнине ӑнланаҫҫӗ: вӗсене «синагогӑран уйӑрса яма» пултараҫҫӗ (Иоанн 9:22). Вырӑнти иудейсемпе пур ҫыхӑну та татӑлни ҫемьене йывӑрлӑха кӗртсе ӳкерме пултарнӑ. Камӑн ушкӑнран татӑлса юлса укҫа-тенкӗ ҫитменнипе хӗн курса пурӑнас килтӗр?

Фарисейсем ыйтаҫҫӗ:

— Сирӗн суккӑр ҫуралнӑ теекен ывӑлӑр ҫакӑ-и? халӗ епле-ха вӑл куракан пулчӗ?

Ашшӗ-амӑшӗ хуравлать:

— Ку пирӗн ывӑл иккенне, вӑл суккӑр ҫуралнине эпир пӗлетпӗр, анчах халӗ епле куракан пулнине пӗлместпӗр; унӑн куҫне кам уҫнине те пӗлместпӗр.

Ывӑлӗ вӗсене мӗн пулса иртни ҫинчен каласа панӑ пулсан та, ашшӗ-амӑшӗ ҫакна пӗлтересшӗн мар.

Асӑрханса вӗсем калаҫҫӗ:

— Вӑл хӑй те ҫитӗннӗ ҫын, хӑйӗнчен ыйтӑр, хӑй ҫинчен хӑй каласа патӑр (Иоанн 9:19—21).

Вара фарисейсем ҫав ҫынна каллех чӗнеҫҫӗ те Иисус айӑпне кӑтартакан сӑлтавсем пур тесе ӑна хӑратса ӳкерме хӑтланаҫҫӗ.

— Турра мухта,— хушаҫҫӗ вӗсем.— Эпир Вӑл ҫылӑхлӑ Ҫын пулнине пӗлетпӗр.

— Ҫылӑхлӑ Ҫын-и Вӑл — эпӗ пӗлместӗп,— вӗсемпе килӗшменнине палӑртать суккӑр пулнӑ ҫын.— Пӗр ҫакна ҫеҫ пӗлетӗп: эпӗ суккӑрччӗ, халӗ куратӑп (Иоанн 9:24, 25).

Фарисейсем лӑпланасшӑн мар. «Мӗн турӗ Вӑл сана? санӑн куҫна епле уҫрӗ?» — ыйтса тӗпчеҫҫӗ вӗсем. Ҫав ҫын хӑюллӑнрах хуравлать: «Эпӗ сире каларӑм-ҫке, эсир итлемерӗр; тата мӗн илтес тетӗр? е эсир те Унӑн вӗренекенӗсем пуласшӑн-и?»

Фарисейсем урса каяҫҫӗ те хирӗҫ калаҫҫӗ:

— Эсӗ — Унӑн вӗренекенӗ, эпир вара — Моисей вӗренекенӗсем; эпир Моисейпе Турӑ калаҫнине пӗлетпӗр, Ку ӑҫтан иккенне пӗлместпӗр (Иоанн 9:26—29).

Ыйткаласа ларнӑ ҫын тӗлӗннипе хуравлать:

— Ҫакӑнтан тӗлӗнмелле те: Вӑл манӑн куҫӑма уҫрӗ, эсир вара Вӑл ӑҫтан иккенне пӗлместӗр.

Малалла ҫав арҫын Турӑ кама итлени тата ырлани ҫинчен питӗ вырӑнлӑ шухӑша палӑртать.

— Эпир пӗлетпӗр-ҫке: ҫылӑхлӑ ҫынна Турӑ итлемест; кам Ӑна хисеплет, Унӑн ирӗкне туса пурӑнать, ҫавна итлет; суккӑр ҫуралнӑ ҫыннӑн куҫне кам та пулин уҫнӑ тенине ӗмӗрне те илтмен,— тесе каланӑ хыҫҫӑн ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ тӑвать,— Вӑл Турӑран пулмасан, нимӗн тума та пултараймӗччӗ (Иоанн 9:30—33).

Фарисейсем ҫакна хирӗҫ нимӗн те калама пултараймаҫҫӗ, вара ӑна хӑртма пуҫлаҫҫӗ: «Эсӗ йӑлтах ҫылӑхлӑ ҫуралнӑ — эсӗ пире вӗрентетӗн-и?» Ҫавӑн хыҫҫӑн ӑна хӑваласа яраҫҫӗ (Иоанн 9:34.)

Мӗн пулса иртни ҫинчен пӗлсен, Иисус ҫав ҫынна шыраса тупать те унран ыйтать: «Эсӗ Турӑ [«этем», ҪТ] Ывӑлне ӗненетӗн-и?» Сывалнӑ ҫын ӑна ҫапла калать: «Эй Ҫӳлхуҫамӑр, кам Вӑл? ӗненесчӗ Ӑна манӑн». Иисус мӗнле хуравлани пӗр иккӗленӳ те хӑвармасть: «Эсӗ Ӑна куртӑн ӗнтӗ, Вӑл санпа калаҫса тӑрать (Иоанн 9:35—37).

«Ӗненетӗп, Ҫӳлхуҫамӑр!» — хуравлать ҫав ҫын, вара Иисуса ӗненнине тата хисепленине кӑтартса пуҫ таять. Вара Иисус питӗ тарӑн чӑнлӑх ҫинчен калать: «Суккӑррисем куракан пулччӑр, кураканнисем суккӑр пулччӑр тесе Эпӗ ҫак тӗнчене сут тума килтӗм» (Иоанн 9:38, 39).

Ҫак сӑмахсене илтекен фарисейсем хӑйсен куҫӗсем лайӑх кураҫҫӗ тесе шутлаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне вӗсем ҫынсене тӗрӗс ҫулпа ертсе пыратпӑр тесе шутлаҫҫӗ. Вӗсем хӑйсене хӳтӗлесе ҫапла ыйтаҫҫӗ: «Эпир те суккӑр-и?» Иисус вӗсене ҫапла калать: «Эсир суккӑр пулнӑ пулсан, сирӗн ҫинче ҫылӑх пулмӗччӗ; анчах эсир: „эпир куратпӑр“ тетӗр, ҫавӑнпа ҫылӑхӑр хӑвӑр ҫинчех юлать» (Иоанн 9:40, 41). Ҫав ҫынсем Израильте вӗрентекенсем, ҫавӑнпа вӗсем Иисуса ӗненменнине тӳрре кӑларма май ҫук. Саккуна лайӑх пӗлеҫҫӗ пулин те, вӗсем Иисуса сирсе яраҫҫӗ, ҫапла вара пысӑк ҫылӑх тӑваҫҫӗ.