Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

4-МӖШ СЫПӐК

Кам вӑл Иисус Христос?

Кам вӑл Иисус Христос?

1, 2. а) Мӗншӗн кама та пулин ятран пӗлни ӑна лайӑх пӗлнине пӗлтермест? Ӑнлантарса парӑр. ӑ) Иисус Христос кам пулни пирки ҫынсем мӗн шутлаҫҫӗ?

ТӖНЧЕРЕ паллӑ ҫынсем нумай. Хӑш-пӗрисене эсир, тен, ятран пӗлетӗр. Анчах та эсир вӗсен пурнӑҫӗ ҫинчен тата вӗсем мӗнлерех ҫынсем пулни ҫинчен пачах пӗлместӗр пулсан, вӗсене лайӑх пӗлетӗр теме пултаратӑр-и?

2 Тен, эсир Иисус Христос ҫинчен, вӑл 2 000 ҫула яхӑн каялла пурӑннӑ пулсан та, мӗн те пулин илтнӗ те пуль. Анчах та ҫынсенчен нумайӑшӗ Иисус чӑннипе кам пулнине пӗлмеҫҫӗ. Хӑш-пӗрисем вӑл лайӑх ҫын пулнӑ теҫҫӗ, теприсем вӑл пророк пулнӑ тесе шутлаҫҫӗ, виҫҫӗмӗшсем вара ӑна Турӑ вырӑнне хураҫҫӗ. Эсир мӗн каланӑ пулӑттӑр? (12-мӗш Хыҫсӑмаха пӑхӑр.)

3. Мӗншӗн Иегова Турӑпа Иисус Христос ҫинчен пӗлӳ илсе тӑни питӗ кирлӗ?

3 Мӗншӗн Иисус Христос кам пулнине пӗлни питӗ кирлӗ? Библире каланӑ: «Ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ вӑл — Сана, пӗртен-пӗр чӑн Турра, пӗлни тата Хӑв янӑ Иисус Христоса пӗлни» (Иоанн 17:3). Чӑнах та, Иеговӑпа Иисус ҫинчен пӗлни пире ҫӗр ҫинчи райра ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма май парать (Иоанн 14:6). Унсӑр пуҫне, Иисус ҫинчен пӗлсе пыни сире халех пулӑшма пултарать, мӗншӗн тесен вӑл мӗнле пурӑнмалли тата хамӑра ыттисемпе мӗнле тытмалли тӗлӗшӗнчен чаплӑ тӗслӗх кӑтартнӑ (Иоанн 13:34, 35). Ҫак кӗнекен 1-мӗш сыпӑкӗнчен эпир Турӑ ҫинчен пӗлтӗмӗр. Халӗ вара эпир Библире Иисус Христос пирки мӗн каланине пӗлӗпӗр.

ЭПИР МЕССИЙӐНА ТУПРӐМӐР!

4. «Мессия» тата «Христос» текен сӑмахсем кама пӗлтереҫҫӗ?

4 Иисус ҫураличчен нумай ҫул маларах Иегова Библире Мессийӑна, урӑхла каласан, Христоса, ҫӗр ҫине ярӑп тесе сӑмах панӑ. «Мессия» — еврей чӗлхинчен тухнӑ сӑмах, «Христос» — грек чӗлхинчен. Ҫак икӗ сӑмахӑн пӗлтерӗшӗ пӗрешкел: ҫак сӑмахсем Турӑ кама ятарлӑ ӗҫ тума суйласа илнӗ, ҫавна пӗлтереҫҫӗ. Турӑ мӗн тума сӑмах панӑ, ҫавсене пурне те Мессия пурнӑҫлӗ. Анчах та Иисус ҫураличчен нумайӑшӗ: «Кам-ши Мессия пулӗ?» — тесе ыйтнӑ.

5. Иисусӑн вӗренекенӗсем вӑл Мессия пулни пирки иккӗленнӗ-и?

5 Иисусӑн вӗренекенӗсем вӑл Мессия пулни пирки пӗртте иккӗленмен (Иоанн 1:41). Сӑмахран, Петр Иисуса ҫапла каланӑ: «Эсӗ — Христос» (Матфей 16:16). Мӗншӗн эпир Иисус вӑл Мессия тесе калама пултаратпӑр?

6. Иегова тӳркӑмӑллӑ ҫынсене кам Мессия пулнине ӑнланса илме пулӑшас тесе мӗн тунӑ?

6 Иисус ҫураличчен чылай маларах Туррӑн пророкӗсем ҫынсем кам Мессия пулнине ӑнланса илме пултарччӑр тесе нумай пророкла сӑмахсем ҫырса хунӑ. Пӗр тӗслӗх пӑхса тухар. Сире унччен нихӑҫан та курман ҫынна вокзалта кӗтсе илме ыйтрӗҫ тейӗпӗр. Сире ӑна лайӑх сӑнласа-ӳкерсе пачӗҫ пулсан, ӑна тупма сире йывӑрах мар пулӗ. Ҫавӑн пекех, Иегова хӑйӗн пророкӗсем урлӑ Мессийӑна сӑнласа панӑ теме пулать — вӑл мӗн тӑвасси пирки тата унпа мӗн пулса иртесси пирки каласа панӑ. Ҫав пророкла сӑмахсем пурте Иисус ҫинче пурнӑҫланни тӳркӑмӑллӑ ҫынсене вӑл Мессия пулнине ӑнланса илме пулӑшать.

7. Мӗнле икӗ пророкла калани Иисус Мессия пулнине ҫирӗплетсе парать?

7 Пророкла каланисенчен иккӗшне пӑхса тухар. Пӗрремӗшӗ: Иисус ҫураличчен 700 ҫул маларах Михей пророк Мессия Вифлеем ятлӑ пысӑках мар хулара ҫуралать тесе каланӑ (Михей 5:2). Иисус шӑп ҫав хулара ҫуралнӑ та! (Матфей 2:1, 3—9.) Иккӗмӗшӗ: Даниил пророк Мессия пирӗн эрӑри 29 ҫулта килӗ тесе каланӑ (Даниил 9:25). Ҫаксем Иисус пама пулнӑ Мессия пулнине ҫирӗплетсе паракан пророкла каланисенчен иккӗшӗ кӑна-ха. (13-мӗш Хыҫсӑмаха пӑхӑр.)

Иисус шыва кӗнӗ чухне Мессия, урӑхла каласан, Христос, пулса тӑнӑ

8, 9. Иисус шыва кӗнӗ чухне мӗн пулса иртни вӑл Мессия пулнине мӗнле ҫирӗплетсе парать?

8 Унсӑр пуҫне, Иегова хӑй те Иисус Мессия пулнине ҫирӗплетсе панӑ. Турӑ Шыва кӗртекен Иоана кам Мессия пулнине кӑтартакан паллӑ пама сӑмах панӑ. Пирӗн эрӑри 29 ҫулта Иисус Иордан юханшывӗнче шыва кӗме Иоанн патне пырсан, Иоанн ҫав паллӑна курнӑ. Ҫавӑн чухне мӗн пулса иртни ҫинчен Библире акӑ ҫапла каланӑ: «Иисус Хӑйне шыва кӗртнӗ хыҫҫӑнах шывран тухнӑ, акӑ тӳпе уҫӑлса кайнӑ та, Иоанн Ун ҫине Турӑ Сывлӑшӗ кӑвакарчӑн пек курӑнса аннине курнӑ. Тата тӳперен: „Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ирӗкӗм Ун ҫинче“ тесе каланӑ сасӑ илтӗннӗ» (Матфей 3:16, 17). Иоанн хӑй мӗн курнине тата мӗн илтнине пула Иисус Мессия пулнине ӑнланса илнӗ (Иоанн 1:32—34). Шӑп ҫав кун, Иисус ҫине Иеговӑн сывлӑшӗ ансан, вӑл Мессия пулса тӑнӑ. Турӑ кама Ҫулпуҫ тата Патша пулма суйласа илнӗ, ҫавӑ Иисус пулнӑ (Исаия 55:4).

9 Эппин, Библире пророкла каланисем, Иегова хӑй каланӑ сӑмахсем тата Иисус шыва кӗнӗ чухне Турӑ кӑтартнӑ паллӑ Иисус чӑннипе Мессия пулнине ҫирӗплетсе параҫҫӗ. Халӗ вара Иисус Христос ӑҫтан килнине тата вӑл мӗнле ҫын пулнине пӗлер.

ИИСУС ХРИСТОС ӐҪТАН КИЛНӖ?

10. Библире Иисус Христосӑн ҫӗр ҫине киличченхи пурнӑҫӗ пирки мӗн каланӑ?

10 Библире каланӑ тӑрӑх, Иисус Христос ҫӗр ҫине киличчен нумай вӑхӑт хушши тӳпере пурӑннӑ. Михей пророк Мессия «чӑн пуҫламӑшӗнчен [«авалхи вӑхӑтсенчен», ҪТ]» тухӗ тесе каланӑ (Михей 5:2). Иисус хӑй пирки ҫӗр ҫинче ҫураличчен тӳпере пурӑннӑ тесе пӗрре анчах мар каланӑ. (Иоанн 3:13; 6:38, 62; 17:4, 5 вуласа парӑр.) Иисусӑн ҫӗр ҫине киличченех хӑйӗнпе Иегова хушшинче ятарлӑ хутшӑнусем пулнӑ.

11. Мӗншӗн Иегова Иисуса питӗ хытӑ юратать?

11 Иегова Иисуса питӗ хытӑ юратать. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен Иегова ӑна ыттисене пурне те тӑвиччен тунӑ. Ҫавӑнпа Иисус пирки «Вӑл [Турӑ] мӗн пултарнинчен пуринчен те малтан ҫуралнӑ» тенӗ (Колоссӑ 1:15) *. Иегова хӑй пӗччен Иисуса тунӑ, ҫавӑншӑн та ӑна питӗ хытӑ юратать. Акӑ мӗншӗн Иисус пирки «пӗртен-пӗр Ывӑл» тенӗ (Иоанн 3:16). Иегова ыттисене пурне те тунӑ чухне Иисус кӑна ӑна пулӑшса тӑнӑ (Колоссӑ 1:16). Библире Иисус пирки ҫеҫ «Сӑмах» тенӗ, мӗншӗн тесен Иегова ун урлӑ ангелсемпе ҫынсене хыпар пӗлтерсе тӑрать (Иоанн 1:14).

12. Иисус Христоспа Турӑ вӗсем иккӗшӗ те пӗрех пулманнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

12 Хӑш-пӗр ҫынсем Иисус Христос тата Турӑ вӗсем иккӗшӗ те пӗрех тесе ӗненеҫҫӗ. Анчах ҫакӑн пирки Библире мӗн каланӑ? Библире Иисуса тунӑ тесе каланӑ, апла пулсан, унӑн пуҫламӑшӗ пур. Анчах та пурне те тунӑ Иеговӑн пуҫламӑшӗ ҫук (Псалом 89:2). Иисус нихӑҫан та Турӑпа тан пулма шутламан. Библире Ашшӗ Ывӑлӗнчен аслӑрах тесе тӳррӗн каланӑ. (Иоанн 14:28 вуласа парӑр; 1 Коринф 11:3.) Библире Иегова пирки кӑна «Пурне те [«Тума», ҪТ] Пултаракан Турӑ» тенӗ (Пултарни 17:1). Ҫут тӗнчере Иегова кӑна чи асли тата чи хӑватли. (14-мӗш Хыҫсӑмаха пӑхӑр.)

13. Мӗншӗн Библире Иисус пирки «курӑнми Туррӑн сӑнӗ» тенӗ?

13 Иеговӑпа унӑн Ывӑлӗ тӳпепе ҫӗре тӑвичченех миллиард-миллиард ҫул хушши пӗрле ӗҫлесе пурӑннӑ. Паллах ӗнтӗ, вӗсем ҫавӑн чухлӗ вӑхӑт хушшинче пӗр-пӗрне ҫав тери хытӑ юратма пуҫланӑ! (Иоанн 3:35; 14:31.) Иисус пур енчен те хӑйӗн Ашшӗ пек пулнӑ, ҫавӑнпа Библире ун пирки «курӑнми Туррӑн сӑнӗ» тенӗ (Колоссӑ 1:15).

14. Мӗнле майпа Турӑ Ывӑлӗ ҫын пулса ҫуралма пултарнӑ?

14 Иеговӑн юратнӑ Ывӑлӗ тӳпери пурнӑҫне хӑварса ҫӗр ҫине килме хаваспах килӗшнӗ. Ҫавӑн пек тумашкӑн унӑн ҫын пулса ҫуралмалла пулнӑ. Кун пекки вара мӗнле пулма пултарнӑ-ха? Иегова тӗлӗнмелле ӗҫ тунӑ: Мария ятлӑ хӗр, арҫынпа ар хутшӑнӑвне нихӑҫан та кӗмен пулин те, йывӑр ҫын пулса тӑнӑ. Ҫавна пула Мария пӗр ҫитменлӗхсӗр ача ҫуратнӑ. Вӑл ӑна Иисус ятлӑ хунӑ (Лука 1:30—35).

ИИСУС МӖНЛЕ ҪЫН ПУЛНӐ?

15. Мӗнле майпа эсир Иеговӑна лайӑхрах пӗлсе ҫитме пултаратӑр?

15 Эсир Библири кӗнекесене: Матфей, Марк, Лука тата Иоанн ҫырнӑ Евангелисене — вуланипе Иисус ҫинчен тата унӑн пурнӑҫӗпе лайӑх енӗсем ҫинчен нумайрах пӗлме пултаратӑр. Иисус пур енчен те хӑйӗн Ашшӗ пек пулнӑ, апла пулсан, ун ҫинчен вулани сире Иеговӑна лайӑхрах пӗлсе ҫитме пулӑшӗ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ, Иисус: «Мана куракан Аттене те курнӑ»,— тесе калама пултарнӑ (Иоанн 14:9).

16. Иисус мӗн ҫинчен вӗрентнӗ? Унӑн вӗрентӗвӗсем камран пулнӑ?

16 Ҫынсем нумайӑшӗ Иисуса «Вӗрентекен» тесе чӗннӗ (Иоанн 1:38; 13:13). Мӗн ҫинчен вӑл вӗрентнӗ? Тӗпрен илсен, «Патшалӑх ҫинчен Ырӑ Хыпар» пӗлтернӗ. Мӗн вӑл ҫав Патшалӑх? Вӑл — Туррӑн правительстви. Ҫав правительство тӳперен пӗтӗм ҫӗре пуҫ пулса тытса тӑрӗ те Турра итлекен ҫынсене пиллӗхсем парса тӑрӗ (Матфей 4:23). Иисус мӗне вӗрентнӗ, ҫавсем пурте Иеговӑран пулнӑ. Иисус каланӑ: «Манӑн вӗрентӗвӗм — Хамран мар, Мана Яраканран» (Иоанн 7:16). Ҫынсен Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан ырӑ хыпара илтмелле пулнине Иисус пӗлнӗ, мӗншӗн тесен ҫакӑ Иеговӑн ирӗкӗ пулнӑ.

17. Иисус ӑҫта вӗрентнӗ? Мӗншӗн вӑл ҫынсене вӗрентес тесе вӑйне те, вӑхӑтне те шеллемен?

17 Иисус ӑҫта вӗрентнӗ? Ӑҫта ҫынсем пулнӑ, ҫавӑнта. Вӑл хуласенче, ялсенче, пасарсенче, синагогӑсенче, храмра тата ҫынсен килӗсенче вӗрентнӗ. Вӑл ҫынсем хӑйӗн патне килессе кӗтмен, ун вырӑнне вӑл хӑй ҫынсем патне кайнӑ (Марк 6:56; Лука 19:5, 6). Иисус ҫынсене вӗрентес тесе вӑйне те, вӑхӑтне те шеллемен. Мӗншӗн? Ҫакӑ Туррӑн ирӗкӗ пулнине вӑл пӗлнӗ тата вӑл яланах хӑйӗн Ашшӗне итленӗ (Иоанн 8:28, 29). Ҫавӑн пекех Иисус ҫынсене хӗрхеннӗрен те вӗсене вӗрентнӗ. (Матфей 9:35, 36 вуласа парӑр.) Иисус тӗн вӗрентӳҫисем Турӑ ҫинчен тата унӑн Патшалӑхӗ ҫинчен вӗрентменнине курнӑ, ҫавӑнпа вӑл май ҫитнӗ таран нумай ҫынна ырӑ хыпар каласа парас тесе тӑрӑшнӑ.

18. Иисус Христосӑн лайӑх енӗсенчен хӑшӗ сире ытларах килӗшет?

18 Иисус ҫынсене юратакан тата вӗсемшӗн тӑрӑшакан ҫын пулнӑ. Вӑл ырӑ пулнӑ тата унпа пырса калаҫма ҫӑмӑл пулнӑ. Ачасем те ун патне туртӑннӑ (Марк 10:13—16). Иисус ҫынсене камне кура уйӑрман. Вӑл взятка илнине тата тӗрӗсмарлӑха курайман (Матфей 21:12, 13). Иисус пурӑннӑ вӑхӑтра хӗрарӑмсене хисеплесех кайман, вӗсен правасем те сахал пулнӑ. Анчах Иисус хӗрарӑмсене этем вырӑнне хурса хисепленӗ (Иоанн 4:9, 27). Иисус хӑйне кӗҫӗне хуракан ҫын пулнӑ. Сӑмахран, пӗррехинче вӑл хӑйӗн апостолӗсен урисене ҫуса янӑ — ҫак ӗҫе вара, ялан тенӗ пекех, тарҫӑсем тунӑ (Иоанн 13:2—5, 12—17).

Ӑҫта ҫынсем пулнӑ, ҫавӑнта Иисус Христос ырӑ хыпар сарнӑ

19. Иисус ҫынсене чӑннипе мӗн кирлине пӗлнине тата вӑл вӗсене питӗ пулӑшасшӑн пулнине мӗнле тӗслӗх кӑтартса парать?

19 Иисус ҫынсене чӑннипе мӗн кирлине пӗлнӗ тата вӗсене питӗ пулӑшасшӑн пулнӑ. Ҫакна вӑл Туррӑн вӑйӗпе усӑ курса ҫынсене тӗлӗнмелле майпа сыватни кӑтартса парать (Матфей 14:14). Акӑ пӗр тӗслӗх. Пӗррехинче Иисус патне тилҫеллӗ ҫын пынӑ та: «Тасатас тесессӗн Эсӗ мана тасатма пултаратӑн»,— тесе каланӑ. Иисуса ҫак ҫын мӗнле асапланнине курма питӗ хӗн пулнӑ, вара вӑл ӑна хӗрхеннӗ те пулӑшас тенӗ. Ҫавӑнпа Иисус аллине тӑснӑ та ӑна сӗртӗнсе ҫапла каланӑ: «Тасатас тетӗп, тасал». Чирлӗ ҫын ҫав самантрах сывалнӑ (Марк 1:40—42). Ҫав ҫын мӗн тери хытӑ савӑнма пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха!

ИИСУС ЯЛАНАХ ХӐЙӖН АШШӖНЕ ИТЛЕНӖ

20, 21. Турра итлесе пурӑнас тӗлӗшрен мӗншӗн Иисус чаплӑ тӗслӗх кӑтартнӑ теме пулать?

20 Турра итлесе пурӑнас тӗлӗшрен Иисус питӗ чаплӑ тӗслӗх кӑтартнӑ. Кирек мӗн пулсан та, тӑшманӗсем хирӗҫ тӑнӑ чухне те, вӑл яланах хӑйӗн Ашшӗ мӗн тума ыйтнине тунӑ. Сӑмахран, Иисус хӑйне Сатана илӗртнӗ чухне ҫылӑха кӗмен (Матфей 4:1—11). Иисусӑн ҫемйинчи ҫынсенчен хӑш-пӗрисем вӑл Мессия пулнине ӗненмен тата ун пирки «Вӑл ӑсран кайнӑ» тесе каланӑ пулин те, вӑл пурпӗр Туррӑн ӗҫне туса тӑнӑ (Марк 3:21). Вӑл тӑшманӗсем хӑйӗнпе хаяррӑн тытнӑ чухне вӗсене нихӑҫан та тавӑрма тӑрӑшман (1 Петр 2:21—23).

21 Иисусӑн асапланса вилмелле пулнӑ пулин те, вӑл мӗн виличченех хӑйӗн Ашшӗ мӗн тума ыйтнине туса тӑнӑ. (Еврейсем 2:9 вуласа парӑр.) Иисусӑн хӑйӗн юлашки кунӗнче мӗн-мӗн тӳссе ирттерме тивнине куҫ умне кӑларса тӑратӑр-ха. Ӑна арестленӗ, Турра хурлать тесе суйса айӑпланӑ, сутӑнчӑк судьясем ун пирки вилӗм приговорӗ йышӑннӑ, ҫынсем унран мӑшкӑлласа кулнӑ, Рим салтакӗсенчен унӑн хур курма тивнӗ, юлашкинчен вара ӑна юпа ҫине пӑталаса хунӑ. Вилес умӗн вӑл: «Пулса ҫитрӗ!» — тесе кӑшкӑрса янӑ (Иоанн 19:30). Вилнӗ хыҫҫӑн виҫҫӗмӗш кунне Иегова ӑна тӳпере пурӑнма вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ (Эфес 1:20). Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн тепӗр темиҫе эрнерен Иисус тӳпене таврӑннӑ та «Туррӑн сылтӑм енне ларнӑ», вара хӑйне Турӑ патшана лартасса кӗтме пуҫланӑ (Еврейсем 10:12, 13).

22. Иисус мӗн виличчен хӑйӗн Ашшӗне итлесе пурӑннине пула пире валли мӗнле май уҫӑлнӑ?

22 Иисус мӗн виличчен хӑйӗн Ашшӗне итлесе пурӑннине пула пире валли ҫӗр ҫинчи райра ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнмалли май уҫӑлнӑ. Иегова ҫынсем валли шӑп ҫавна туса парасшӑн пулнӑ та. Тепӗр сыпӑкран эпир мӗнле майпа Иисусӑн вилӗмӗ пире ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма шанчӑк панине пӗлӗпӗр.

^ 11 абз. Библире Иегова пирки Атте тенӗ, мӗншӗн тесен вӑл пурне те тунӑ (Исаия 64:8). Иисус пирки Турӑ Ывӑлӗ тенӗ, мӗншӗн тесен ӑна Иегова тунӑ. Ангелсем пирки те, ҫынсем пирки те Турӑ ывӑлӗсем тенӗ (Иов 1:6; Рим 8:14).