Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

9-МӖШ СЫПӐК

Ҫак тӗнче кӗҫех пӗтет-ши?

Ҫак тӗнче кӗҫех пӗтет-ши?

1. Пуласлӑхра мӗн пулассине эпир ӑҫтан пӗлме пултаратпӑр?

ҪӖНӖ хыпарсене пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн эсир: «Пурнӑҫ кунтан та начартарах пулма пултараймасть пуль»,— тесе пӗрре анчах мар каланӑ пуль. Тӗнче усалланса тата хаярланса пынӑран хӑш-пӗр ҫынсем ҫак тӗнче кӗҫех пӗтет тесе шутлаҫҫӗ. Ку чӑнах та ҫапла-ши? Пуласлӑхра мӗн пулассине эпир мӗнле те пулин пӗлме пултаратпӑр-и? Пӗлме пултаратпӑр. Ҫынсем малашне мӗн пулассине каласа хума пултараймаҫҫӗ, анчах та Иегова Турӑ ҫавна тума пултарать. Вӑл пуласлӑхра мӗн пулассине пӗлет тата ҫавӑн ҫинчен пире Библи урлӑ пӗлтерет (Исаия 46:10; Иаков 4:14).

2, 3. Иисусӑн вӗренекенӗсем мӗн ҫинчен пӗлесшӗн пулнӑ, Иисус вара вӗсене мӗн каланӑ?

2 Библире ҫак тӗнче пӗтесси ҫинчен каланӑ, анчах та ҫакӑ пирӗн ҫӗр пӗтессине мар, усаллӑх пӗтессине пӗлтерет. Иисус Христос Турӑ Патшалӑхӗ пӗтӗм ҫӗре пуҫ пулса тытса тӑрӗ тесе вӗрентнӗ (Лука 4:43). Унӑн вӗренекенӗсем Турӑ Патшалӑхӗ хӑҫан килессине питӗ пӗлесшӗн пулнӑ, ҫавӑнпа вӗсем Иисусран ыйтнӑ: «Ку хӑҫан пулӗ? тата Эсӗ килессине, ҫак ӗмӗр вӗҫленессине мӗнле паллӑ пӗлтерӗ?» (Матфей 24:3.) Иисус вӗсене ҫакӑ хӑҫан пулассине каламан, анчах та вӑл ҫак тӗнче пӗтес умӗн ҫӗр ҫинче мӗн-мӗн пулса иртесси ҫинчен каласа панӑ.

3 Эпир шӑп ҫав вӑхӑтра — ҫак тӗнче пӗтес умӗнхи вӑхӑтра пурӑнатпӑр. Айтӑр ҫакна мӗн ҫирӗплетсе панине пӑхса тухар. Анчах пирӗн чи малтан тӳпере пулса иртнӗ вӑрҫӑ ҫинчен пӗлмелле. Ҫакӑ вара пире мӗншӗн ҫӗр ҫинче лару-тӑру япӑхланса пынине ӑнланса илме пулӑшӗ.

ТӲПЕРИ ВӐРҪӐ

4, 5. а) Иисус патшана ларнӑ хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсен тӳпере мӗн пулса иртнӗ? ӑ) Ӳлӗмхине 12:12-мӗшӗнче каланӑ тӑрӑх, Сатанана сирпӗтсе антарни ҫӗр ҫинчи ҫынсем ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ?

4 Эпир 8-мӗш сыпӑкран Иисус 1914 ҫулта тӳпере патшана ларнине пӗлтӗмӗр (Даниил 7:13, 14). Ҫавӑн хыҫҫӑн мӗн пулса иртни ҫинчен Ӳлӗмхине кӗнекере акӑ мӗн каланӑ: «Тӳпере вӑрҫӑ пуҫланчӗ: Михаилпа [Иисуспа] * унӑн ангелӗсем аҫтахана [Сатанана] хирӗҫ ҫапӑҫрӗҫ, аҫтахапа унӑн ангелӗсем вӗсене хирӗҫ ҫапӑҫрӗҫ». Ҫак вӑрҫӑра Иисус ҫӗнтернӗ. Вӑл Сатанапа демонсене ҫӗр ҫине сирпӗтсе антарнӑ. Ҫакӑ тӳпери ангелсене мӗн тери пысӑк савӑнӑҫ пани ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха! Анчах ҫакӑ ҫӗр ҫинче пурӑнакан ҫынсене нумай хуйхӑ кӳнӗ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен Шуйттан «хӑйӗн вӑхӑчӗ сахал юлнине» пӗлет, ҫавӑнпа вӑл хаярлӑхпа тулнӑ (Ӳлӗмхине 12:7, 9, 12).

5 Шуйттан ҫынсене май ҫитнӗ таран нумай усал тума тӑрӑшать. Вӑл урса кайнӑ, мӗншӗн тесен кӗҫех Турӑ ӑна чарса лартӗ. Шуйттанӑн чӑнах та вӑхӑт сахал юлнӑ. Библире ҫав тапхӑр пирки юлашки кунсем тенӗ. Айтӑр ҫав вӑхӑтра ҫӗр ҫинче мӗн пулса иртесси ҫинчен Иисус мӗн каланине пӑхса тухар. (24-мӗш Хыҫсӑмаха пӑхӑр.)

ЮЛАШКИ КУНСЕМ

6, 7. Иисус Христос вӑрҫӑсем тата выҫлӑх пирки каланӑ сӑмахсем хальхи вӑхӑтра мӗнле пурнӑҫланаҫҫӗ?

6 Вӑрҫӑсем. Иисус каланӑ: «Халӑх ҫине халӑх, патшалӑх ҫине патшалӑх тапӑнӗ» (Матфей 24:7). Хальхи вӑхӑтра вӑрҫӑсенче нихҫанхинчен те ытларах ҫын вилет. «Уорлдуотч» институт — тӗнчери событисене тӗпчекен организаци — палӑртнӑ тӑрӑх, 1914 ҫултан пуҫласа вӑрҫӑсенче 100 миллион ытла ҫын вилнӗ. Ҫӗр ҫул хушшинче — 1900 ҫултан пуҫласа 2000 ҫулччен — вӑрҫӑсенче вӗлернӗ ҫынсен шучӗ иртнӗ 19 ӗмӗр хушшинче пулса иртнӗ вӑрҫӑсенче вилнӗ ҫынсен шутӗнчен виҫӗ хут нумайрах. Вӑрҫӑ миллион-миллион ҫынна мӗн чухлӗ хуйхӑ, мӗн чухлӗ хӗн-хур кӳни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха!

7 Выҫлӑх. Иисус каланӑ: «Выҫлӑх... пулӗ» (Матфей 24:7). Халӗ нихҫанхинчен те ытларах апат-ҫимӗҫ туса кӑлараҫҫӗ пулин те, нумай ҫын выҫлӑхпа аптрать. Мӗншӗн? Миллиард-миллиард ҫыннӑн пӗр кун пурӑнмалӑх укҫи — пӗр доллартан та сахалрах. Пӗтӗм тӗнчери сывлӑх сыхлав организацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, апат-ҫимӗҫ ҫитмен пирки кашни ҫул миллион-миллион ача вилет.

8, 9. Иисус Христос ҫӗр чӗтреннисем тата чирсем ҫинчен пророкла калани мӗнле пурнӑҫланса пырать?

8 Ҫӗр чӗтренни. Иисус малтанах ҫапла каласа хунӑ: «Питӗ хытӑ ҫӗр чӗтреннисем... пулӗҫ» (Лука 21:11, ҪХ). Ученӑйсем ку чӑнах та ҫапла тесе ҫирӗплетсе параҫҫӗ: вӗсем кашни ҫул питӗ хытӑ ҫӗр чӗтреннисем пулӗҫ тесе калаҫҫӗ. 1900 ҫултан пуҫласа ҫӗр чӗтреннине пула икӗ миллион ытла ҫын вилнӗ. Хальхи технологисем ҫӗр чӗтренни ӑҫта пулма пултарнине маларах пӗлме пулӑшаҫҫӗ пулин те, ҫав-ҫавах нумай ҫын вилет.

9 Чирсем. Иисус «мур чирӗ», е эпидемисем, пулӗҫ тесе малтанах каласа хунӑ. Ҫав хӑрушӑ чирсем хӑвӑрт сарӑлса пыраҫҫӗ, ҫавна пула нумай ҫын вилет (Лука 21:11). Тухтӑрсем нумай чирпе мӗнле кӗрешмеллине пӗлеҫҫӗ пулин те, ҫав-ҫавах хӑш-пӗр чирсенчен мӗнле сыватмаллине пӗлмеҫҫӗ. Пӗр отчётра палӑртнӑ тӑрӑх, кашни ҫул туберкулёзран, малярирен тата холерӑран миллион-миллион ҫын вилет. Унсӑр пуҫне, юлашки 40 ҫул хушшинче тухтӑрсем 30 ҫӗнӗ чир тупнӑ, вӗсенчен хӑш-пӗрисенчен вара сыватма пултараймаҫҫӗ.

ЮЛАШКИ КУНСЕНЧЕ ҪЫНСЕМ МӖНЛЕРЕХ ПУЛӖҪ?

10. Хальхи вӑхӑтра 2 Тимофей 3:1—5 сӑвӑ йӗркисенче каланӑ сӑмахсем мӗнле пурнӑҫланса пыраҫҫӗ?

10 2 Тимофей 3:1—5 сӑвӑ йӗркисенче ҫапла каланӑ: «Юлашки кунсенче йывӑр самана ҫитӗ». Павел апостол юлашки кунсенче ҫынсем ҫакӑн пек пулӗҫ тесе ҫырнӑ:

  • хӑйсене юратакансем пулӗҫ

  • укҫана юратакансем пулӗҫ

  • ашшӗ-амӑшне пӑхӑнмӗҫ

  • шанчӑклӑ мар пулӗҫ

  • хӑйсен ҫемйисемшӗн шутласах каймӗҫ

  • чарусӑр пулӗҫ

  • хаяр та чӑрсӑр пулӗҫ

  • Турра юратассинчен ытларах киленсе пурӑнма юратӗҫ

  • ҫиелтен хӑйсене Турра юратнӑ пек кӑтартӗҫ, анчах та ӑна итлемӗҫ

11. Псалом 91:8-мӗшӗнче каланӑ тӑрӑх, усал ҫынсемпе мӗн пулӗ?

11 Эсир пурӑнакан вырӑнта ҫынсенчен нумайӑшӗ хӑйсене ҫавӑн пек тытмаҫҫӗ мар-и? Пӗтӗм тӗнчипе нумайӑшӗ хӑйсене ҫавӑн пек тытать. Анчах та Турӑ кӗҫех веҫех йӗркене кӗртӗ. Вӑл сӑмах парать: «Ҫылӑхлӑ ҫынсем курӑк пек ӗрчеҫҫӗ пулин те, усал ӗҫ тӑвакансем чечекленеҫҫӗ пулин те, кайран ӗмӗр-ӗмӗрлӗхе ҫухалаҫҫӗ [урӑхла каласан, пӗтеҫҫӗ]» (Псалом 91:8).

ЮЛАШКИ КУНСЕНЧЕ ТУРРӐН ХЫПАРӖ САРӐЛӖ

12, 13. Иегова юлашки кунсенче пире мӗн-мӗн ӑнланса илме пулӑшрӗ?

12 Библире юлашки кунсенче хуйхӑ-суйхӑпа хӗн-асап нумай пулӗ тесе малтанах каласа хунӑ пулин те, унта лайӑххи пуласси пирки те каланӑ.

«Мӗн пур халӑхсене пӗлтермешкӗн пӗтӗм тӗнчипех Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ҫак Ырӑ Хыпара сарӗҫ» (Матфей 24:14, ҪХ)

13 Библие ӑнланасси. Даниил пророк юлашки кунсенче «пӗлӳ ӳсӗ», урӑхла каласан, Турӑ хӑйӗн ӗҫлекенӗсене Библие лайӑхрах ӑнланма пулӑшӗ тесе ҫырнӑ (Даниил 12:4). Ҫакӑ уйрӑмах 1914 ҫултанпа палӑрма пуҫларӗ. Сӑмахран, Иегова пире хӑйӗн ячӗн пӗлтерӗшне, ҫӗр пирки хӑй мӗн шутласа хунине ӑнлантарса пачӗ, тӳлесе илме панӑ парне ҫинчен, ҫын вилсен унпа мӗн пулни ҫинчен тата вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен каласа пачӗ. Эпир пирӗн йывӑрлӑхсене Турӑ Патшалӑхӗ кӑна татса пама пултарнине пӗлтӗмӗр. Телейлӗ пулас тесен тата Турра юрӑхлӑ пулас тесен мӗн тумаллине те пӗлтӗмӗр эпир. Анчах та Туррӑн ӗҫлекенӗсем ҫак пӗлӳпе мӗнле усӑ кураҫҫӗ? Тепӗр пророкла калани ҫак ыйту ҫине хурав парать. (21-мӗшпе 25-мӗш Хыҫсӑмахсене пӑхӑр.)

14. Патшалӑх ҫинчен ырӑ хыпар сарас ӗҫ мӗн таран анлӑ сарӑлнӑ тата кам ҫав ырӑ хыпара сарать?

14 Пӗтӗм тӗнчипе ырӑ хыпар сарасси. Юлашки кунсем пирки каланӑ май Иисус ҫакна палӑртнӑ: «Мӗн пур халӑхсене пӗлтермешкӗн пӗтӗм тӗнчипех Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ҫак Ырӑ Хыпара сарӗҫ» (Матфей 24:3, 14, ҪХ). Хальхи вӑхӑтра Патшалӑх ҫинчен калакан ырӑ хыпара пӗтӗм тӗнчипе 240 ытла ҫӗршывра тата 900 ытла чӗлхепе пӗлтереҫҫӗ. Иегова Свидетелӗсем, «пур ӑруран, пур халӑхран» тухнӑскерсем, Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен тата ҫав Патшалӑх ҫынсем валли мӗн туса парасси ҫинчен пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе каласа ҫӳреҫҫӗ (Ӳлӗмхине 7:9). Ҫавна тунӑшӑн вӗсем пӗр пус та илмеҫҫӗ. Иисус малтанах каласа хунӑ пек, Иегова Свидетелӗсене нумайӑшӗ кураймасть тата хӗсӗрлет, анчах та ырӑ хыпар сарас ӗҫе нимӗн те чарса лартма пултараймасть (Лука 21:17).

ЭСИР МӖН ТӐВӐР-ШИ?

15. а) Эпир юлашки кунсенче пурӑннине эсир ӗненетӗр-и тата мӗншӗн? ӑ) Турра пӑхӑнса пурӑнас текенсемпе тата Турра пӑхӑнса пурӑнас мар текенсемпе мӗн пулӗ?

15 Эпир юлашки кунсенче пурӑннине эсир ӗненетӗр-и? Библире юлашки кунсем ҫинчен каланӑ пророкла сӑмахсенчен нумайӑшӗ пурнӑҫланса пыраҫҫӗ. Кӗҫех Иегова ырӑ хыпар сарас ӗҫе чарас тейӗ, «вара пӗтес вӑхӑт ҫитӗ» (Матфей 24:14). Мӗн вӑл пӗтес вӑхӑт? Ку вӑл — Армагеддон, ҫак вӑрҫӑра Турӑ пӗтӗм усала пӗтерӗ. Иеговӑн ирӗкӗпе Иисуспа унӑн хӑватлӑ ангелӗсем Турра итлесшӗн пулманнисене пурне те тӗп тӑвӗҫ (2 Фессалоника 1:6—10). Ҫавӑн хыҫҫӑн Сатанапа демонсем урӑх никама та улталама пултараймӗҫ. Турра тата унӑн Патшалӑхне пӑхӑнса пурӑнас текен ҫынсем пурте Туррӑн кашни сӑмахӗ мӗнле пурнӑҫланса пынине курӗҫ (Ӳлӗмхине 20:1—3; 21:3—5).

16. Пӗтес вӑхӑт питӗ ҫывӑх пулнӑ пирки сирӗн мӗн тумалла?

16 Сатана тытса тӑракан тӗнче кӗҫех пӗтӗ. Ҫавӑнпа та хамӑртан: «Манӑн мӗн тумалла?» — тесе ыйтмалла. Иегова пире Библие май ҫитнӗ таран лайӑхрах пӗлччӗр тет. Ҫавӑнпа та Библи вӗренесси ҫине ҫӑмӑлттайла пӑхмалла мар (Иоанн 17:3). Иегова Свидетелӗсен кашни эрнере тӗлпулусем иртеҫҫӗ, вӗсенче Библие лайӑхрах пӗлме пулать. Ҫав тӗлпулусене сиктермесӗр ҫӳреме тӑрӑшӑр. (Еврейсем 10:24, 25 вуласа парӑр.) Эсир улшӑнусем тума кирлине ӑнланса илтӗр пулсан, ҫавна тума ан хӑрӑр. Вара Иеговӑпа сирӗн хушӑри туслӑх тата ҫирӗпрех пулӗ (Иаков 4:8).

17. Мӗншӗн нумай ҫыншӑн ҫак усал тӗнче пӗтесси кӗтмен ҫӗртен ҫитӗ?

17 Павел апостол ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, нумай ҫыншӑн ҫак усал тӗнче пӗтесси, «ҫӗрлехи вӑрӑ пек», кӗтмен ҫӗртен ҫитӗ (1 Фессалоника 5:2). Иисус ҫынсем нумайӑшӗ эпир юлашки кунсенче пурӑннине кӑтартакан паллӑсене шута илесшӗн пулмӗҫ тесе малтанах каласа хунӑ. Вӑл ҫапла каланӑ: «Ной вӑхӑтӗнче епле пулнӑ, Этем Ывӑлӗ килнӗ чух та ҫаплах пулӗ. Ҫӗре шыв иличченхи кунсенче, Ной карап ҫине ларичченех, ҫынсем ӗҫсе ҫинӗ, авланнӑ, качча кайнӑ. Ҫӗр питне шыв илсе пурне те пӗтеричченех ун ҫинчен никам та шухӑшламан. Этем Ывӑлӗ килесси те ҫаплах пулӗ» (Матфей 24:37—39, ҪХ).

18. Иисус мӗн пирки асӑрхаттарнӑ?

18 Иисус «ашкӑнса, ӗҫсе ӳсӗрӗлсе ан ҫӳрӗр, пурӑнӑҫ хуйхи-суйхи ӑшне ан путӑр» тесе асӑрхаттарнӑ, мӗншӗн тесен, капкӑна кӗтмен ҫӗртен лекнӗ пекех, пӗтес вӑхӑт та «кӗтмен ҫӗртен, сасартӑк» ҫитӗ тенӗ. Ҫавӑн пекех Иисус ҫакӑ «пӗтӗм ҫӗр ҫинче пурӑнакансене пурне те» пырса тивӗ тесе каланӑ. Унтан вӑл ҫакна тума ӳкӗтленӗ: «Кирек хӑҫан та сыхӑ тӑрӑр, кӗлтӑвӑр — ҫав пулас асапсенчен пуринчен те хӑтӑлса Этем Ывӑлӗ умне тӑма тивӗҫлӗ пулӑр» (Лука 21:34—36). Мӗншӗн Иисус асӑрхаттарса каланине тимлемелле? Мӗншӗн тесен кӗҫех Сатанан усал тӗнчине тӗп тӑвӗҫ тата Иеговӑпа Иисус ырлакан ҫынсем ҫеҫ ҫӑлӑнса юлса ҫӗнӗ тӗнчере ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӗҫ (Иоанн 3:16; 2 Петр 3:13).

^ 4 абз. Михаил — Иисус Христосӑн тепӗр ячӗ. Ҫакӑн ҫинчен нумайрах пӗлес тесе 23-мӗш Хыҫсӑмаха пӑхӑр.