Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

10-МӖШ СЫПӐК

Ангелсемпе демонсем ҫинчен калакан чӑнлӑх

Ангелсемпе демонсем ҫинчен калакан чӑнлӑх

1. Мӗншӗн ангелсем ҫинчен пӗлмелле?

ИЕГОВА пире хӑйӗн ҫемйи ҫинчен пӗлтересшӗн. Ангелсене илес пулсан, вӗсем — унӑн ҫемйин пайӗ. Библире вӗсем пирки «Турӑ ывӑлӗсем» тенӗ (Иов 38:6, 7). Мӗн-мӗн тӑваҫҫӗ ангелсем? Унччен вӗсем ҫынсене пулӑшнӑ-и? Халӗ вӗсем пире пулӑшма пултараҫҫӗ-и? (8-мӗш Хыҫсӑмаха пӑхӑр.)

2. Ангелсем мӗнле пулса кайнӑ тата мӗн чухлӗн вӗсем?

2 Ангелсем мӗнле пулса кайнӑ? Колоссӑ 1:16-мӗшӗнче каланӑ тӑрӑх, Иегова Иисуса тунӑ хыҫҫӑн «тӳпере мӗн пуррине, ҫӗр ҫинче мӗн пуррине... пурне те», ҫав шутрах ангелсене те, тунӑ пулнӑ. Мӗн чухлӗн вӗсем? Библире каланӑ тӑрӑх, ангелсен шучӗ ҫӗр-ҫӗр миллион (Псалом 102:20; Ӳлӗмхине 5:11).

3. Иов 38:4—7 сӑвӑ йӗркисенче ангелсем пирки мӗн каланӑ?

3 Библире Иегова ангелсене ҫӗре тӑвичченех тунӑ тесе каланӑ. Иов кӗнекинче ангелсем Иегова ҫӗре тунине курса питӗ савӑннӑ тенӗ. Вӑл вӑхӑтра ангелсем пурте, пӗр ҫемье пек, Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑнӑ (Иов 38:4—7).

АНГЕЛСЕМ ТУРРӐН ӖҪЛЕКЕНӖСЕНЕ ПУЛӐШСА ТӐРАҪҪӖ

4. Ангелсем ҫынсемпе интересленнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

4 Ангелсем яланах ҫынсемпе интересленнӗ тата Иегова ҫӗрпе этемлӗх пирки мӗн шутласа хунине пӗлесшӗн пулнӑ (Ытарӑшсем 8:30, 31; 1 Петр 1:11, 12). Паллах ӗнтӗ, Адампа Ева Турра хирӗҫ кайсан вӗсем питӗ хурланнӑ. Хальхи вӑхӑтра ҫынсенчен нумайӑшӗ Иеговӑна итлеменни вӗсене тата ытларах хурлантарать паллах. Анчах та кам та пулин ӳкӗнсе Турӑ патне таврӑнсан ангелсем савӑнаҫҫӗ (Лука 15:10). Ангелсем уйрӑмах Турӑшӑн ӗҫлекенсемпе интересленеҫҫӗ. Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене пулӑшма е хӳтӗлеме ангелсене ярать (Еврейсем 1:7, 14). Айтӑр темиҫе тӗслӗх пӑхса тухар.

«Манӑн Туррӑм Хӑйӗн Ангелне ячӗ те арӑслансен ҫӑварне хупласа хучӗ» (Даниил 6:22)

5. Ангелсем авалхи вӑхӑтра Туррӑн ӗҫлекенӗсене мӗнле пулӑшса тӑнӑ?

5 Иегова Содомпа Гоморра хулисене тӗп тунӑ чухне Лотпа унӑн ҫемйине тарма пулӑшас тесе икӗ ангела янӑ (Пултарни 19:15, 16). Даниил пророка арӑслансем патне шӑтӑка пӑрахсан, ӑна нимле сиен те туман, мӗншӗн тесен Турӑ хӑйӗн ангелне янӑ та «арӑслансен ҫӑварне хупласа» хунӑ (Даниил 6:22). Иегова Петр апостола тӗрмерен ирӗке кӑларас тесе ангела янӑ (Апостолсен ӗҫӗсем 12:6—11). Иисус ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне ангелсем ӑна та пулӑшнӑ. Сӑмахран, Иисус шыва кӗнӗ хыҫҫӑн «ангелсем Уншӑн ӗҫлесе тӑнӑ» (Марк 1:13, ҪХ). Ҫынсем Иисуса пӑталаса вӗлерес умӗн пӗр ангел «тӗреклӗлетнӗ Ӑна» (Лука 22:43).

6. а) Ангелсем Туррӑн ӗҫлекенӗсене халӗ те пулӑшса тӑнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр? ӑ) Халӗ эпир мӗнле ыйтусене пӑхса тухӑпӑр?

6 Хальхи вӑхӑтра ангелсем ҫынсене курӑнмаҫҫӗ. Анчах та Турӑ вӗсем урлӑ хӑйӗн ӗҫлекенӗсене халӗ те пулӑшса тӑрать. Библире каланӑ: «Ҫӳлхуҫаран хӑракансене Унӑн Ангелӗ пур енчен те сыхласа тӑрать, вӗсене хӑтарать» (Псалом 33:8). Мӗншӗн пире хӳтлӗх кирлӗ? Мӗншӗн тесен пире сиен тӑвас текен хӑватлӑ тӑшмансем пур. Камсем вӗсем? Ӑҫтан вӗсем? Мӗнле майпа вӗсем пире сиен тӑвасшӑн? Ҫак ыйтусем ҫине хуравлас тесе айтӑр Турӑ Адампа Евӑна тунӑ хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсен мӗн пулса иртнине аса илер.

ПИРӖН КУҪА КУРӐНМАН ТӐШМАНСЕМ

7. Сатанан ҫынсене мӗн тутарма май килнӗ?

7 Эпир 3-мӗш сыпӑкран пӗр ангел Турра хирӗҫ пӑлхав ҫӗклени тата ыттисемпе пуҫ пулса тӑрасшӑн пулни ҫинчен пӗлтӗмӗр. Библире ун пирки Сатана Шуйттан тенӗ (Ӳлӗмхине 12:9). Сатана ыттисене те Турра хирӗҫ пӑлхав ҫӗклеттересшӗн. Унӑн Евӑна, унтан вара ҫынсенчен нумайӑшне улталама май килнӗ. Анчах та хӑш-пӗрисем, сӑмахран, Авель, Енох тата Ной Турра шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ (Еврейсем 11:4, 5, 7).

8. а) Мӗнле майпа хӑш-пӗр ангелсем демонсем пулса тӑнӑ? ӑ) Демонсем пӗтӗм ҫӗре шыв илнӗ чухне ҫӑлӑнса юлас тесе мӗн тунӑ?

8 Ной пурӑннӑ вӑхӑтра хӑш-пӗр ангелсем Турра хирӗҫ пӑлхав ҫӗкленӗ те хӑйсен тӳпери килне хӑварса ҫӗр ҫине ҫынсем пек пурӑнма аннӑ. Мӗншӗн? Библире каланӑ тӑрӑх, вӗсем хӗрарӑмсене качча илесшӗн пулнӑ. (Пултарни 6:2 вуласа парӑр.) Анчах та ангелсен ҫакна тума юраман (Иуда 6). Ҫав усал ангелсем витӗм кӳнине пула ҫынсем ирсӗрленсе-хаярланса кайнӑ. Ҫавӑнпа Иегова усал ҫынсене тӗп тӑвас тесе пӗтӗм ҫӗре шыв илтерме шут тытнӑ. Анчах вӑл хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене ҫӑлса хӑварнӑ (Пултарни 7:17, 23). Пӗтес мар тесе усал ангелсем тӳпене таврӑннӑ. Библире ҫав усал ангелсем пирки демонсем тенӗ. Вӗсем Сатана майлӑ тӑнӑ, вара Шуйттан вӗсен пуҫлӑхӗ пулса тӑнӑ (Матфей 9:34).

9. а) Турӑ демонсене хӑйӗн ҫемйине каялла йышӑннӑ-и? ӑ) Малалла эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

9 Иегова ҫав пӑлхавҫӑсене хӑйӗн ҫемйине каялла йышӑнман (2 Петр 2:4). Демонсем халӗ ҫынсем пек пулма пултараймаҫҫӗ пулин те, вӗсем ҫав-ҫавах «пӗтӗм тӗнчене илӗртсе» улталаҫҫӗ (Ӳлӗмхине 12:9; 1 Иоанн 5:19). Вӗсем ҫав тери нумай ҫынна мӗнле майпа улталама пултараҫҫӗ? Айтӑр ҫавна пӑхса тухар. (2 Коринф 2:11 вуласа парӑр.)

ДЕМОНСЕМ ҪЫНСЕНЕ МӖНЛЕ УЛТАЛАҪҪӖ?

10. Демонсем ҫынсене «тытас», урӑхла каласан, улталас тесе мӗн тӑваҫҫӗ?

10 Демонсем ҫынсене улталас тесе тӗрлӗ майсемпе усӑ кураҫҫӗ. Ҫынсем демонсемпе тӳррӗн е кам урлӑ та пулин, сӑмахран, тухатмӑшсем е экстрасенссем урлӑ ҫыхӑнаҫҫӗ. Демонсемпе ҫыхӑну тытнине демонизм е, тепӗр майлӑ каласан, спиритизм теҫҫӗ. Анчах та демонсемпе мӗн ҫыхӑннӑ, ҫавсенчен пуринчен те сыхланмалла тенӗ Библире (Галати 5:19—21). Мӗншӗн? Сунарҫӑ пӗр-пӗр чӗрчуна тытас тесе капкӑнпа усӑ курнӑ пекех, демонсем те ҫынсене «тытас» тесе тӗрлӗ илӗртмӗшсемпе усӑ кураҫҫӗ. (26-мӗш Хыҫсӑмаха пӑхӑр.)

11. Мӗн вӑл юмӑҫ яни тата мӗншӗн ҫавӑнтан сыхланмалла?

11 Демонсем усӑ куракан илӗртмӗшсенчен пӗри — юмӑҫ яни. Мӗн вӑл юмӑҫ яни? Ҫакӑ вӑл пуласлӑх пирки мӗн те пулин пӗлес тесе е пӗр-пӗр вӑрттӑнлӑха пӗлес тесе асамлӑ вӑйсемпе усӑ курни. Хӑш-пӗрисем ҫӑлтӑрсем ҫине пӑхса юмӑҫ яраҫҫӗ, теприсем тӗшмӗш паллисене ӗненеҫҫӗ, виҫҫӗмӗшсем картсем тӑрӑх юмӑҫ яраҫҫӗ, тата теприсем асамлӑ шарпа усӑ кураҫҫӗ е ал тупанӗнчи йӗрсем тӑрӑх пуласлӑх пирки калаҫҫӗ. Ҫынсем нумайӑшӗ ҫак ӗҫсем сиен кӳмеҫҫӗ тесе шутлаҫҫӗ, анчах та ку апла мар. Вӗсем питӗ хӑрушӑ. Сӑмахран, Библире демонсемпе тата мӗн пулассине калакан ҫынсем хушшинче ҫыхӑну пур тенӗ. Апостолсен ӗҫӗсем 16:16—18 сӑвӑ йӗркисенче эпир «мӗн пулассине калаттаракан усал [«демон», ҪТ]» ҫинчен вулатпӑр. Ҫав демона пула пӗр хӗр малашне мӗн пулассине каласа пама пултарнӑ. Павел апостол демона хӑваласа кӑларсан, ҫав хӗр ҫавна тӑвайми пулнӑ.

12. а) Мӗншӗн вилнисемпе ҫыхӑнма хӑтланни хӑрушӑ? ӑ) Мӗншӗн Туррӑн ӗҫлекенӗсем вилнисене пытарассипе ҫыхӑннӑ хӑш-пӗр йӑласене нихӑҫан та тытса тӑмӗҫ?

12 Демонсем усӑ куракан тепӗр илӗртмӗш — вилнисемпе калаҫни е хутшӑнни. Демонсем пире вилнисем пӗр-пӗр ҫӗрте пурӑнаҫҫӗ, эпир вӗсемпе хутшӑнма пултаратпӑр е вӗсем пире сиен тума пултараҫҫӗ тесе ӗнентересшӗн. Сӑмахран, хӑш-пӗрисем, хӑйсен ҫывӑх тусӗ е тӑван-хурӑнташӗ вилсен, вилнисемпе калаҫма пултаратпӑр теекен ҫынсем патне каяҫҫӗ. Тен, ҫав ҫынсем вара вилнисем ҫинчен мӗн те пулин каласа парӗҫ е вилнӗ ҫыннӑн сассипе те калаҫӗҫ (1 Патшасен 28:3—19). Унсӑр пуҫне, вилнӗ ҫынна пытарассипе ҫыхӑннӑ йӑласенчен нумайӑшне вилнисем таҫта, пӗр-пӗр ҫӗрте пурӑнаҫҫӗ тесе ӗненнӗрен тытса тӑраҫҫӗ. Ҫавсем шутне вилнисене асӑнни, вӗсене парнесем кӳни тата вилнӗ ҫынпа сывпуллашмалли йӑласем кӗреҫҫӗ. Ҫаксем вӗсем — демонсем пуҫарса янӑ йӑласем. Христиансем ҫав йӑласене хутшӑнасшӑн пулман пирки вӗсене тӑван-хурӑнташӗсем тата кӳршисем сивлеме, ятлама пултараҫҫӗ е, тен, вӗсемпе пачах хутшӑнма та пӑрахаҫҫӗ. Анчах та христиансем вилнисем ниҫта та пурӑнманнине, вӗсемпе хутшӑнма май ҫуккине тата вӗсем пире сиен кӳме пултарайманнине пӗлеҫҫӗ (Псалом 113:25). Ҫавӑнпа та питӗ асӑрхануллӑ пулӑр. Нихҫан та вилнисемпе е демонсемпе ҫыхӑнма ан тӑрӑшӑр тата ним тусан та ҫавнашкал йӑласене тытса ан тӑрӑр. (Саккуна астутарни 18:10, 11 вуласа парӑр; Исаия 8:19.)

13. Демонсенчен хӑраса пурӑннӑ ҫынсенчен нумайӑшӗ мӗн тума пултарнӑ?

13 Демонсем ҫынсене улталаҫҫӗ ҫеҫ мар, вӗсене хӑратаҫҫӗ те. Сатанапа демонсем хӑйсене Турӑ ҫӗр ҫинчен хӑваласа яриччен хӑйсен «вӑхӑчӗ сахал юлнине» пӗлеҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсем усаллансах, хаярлансах пыраҫҫӗ (Ӳлӗмхине 12:12, 17). Анчах та демонсенчен хӑраса пурӑннӑ пин-пин ҫын вӗсенчен хӑрама пӑрахнӑ. Ҫавна вӗсем мӗнле тума пултарнӑ?

ДЕМОНСЕНЧЕН ХӐТӐЛАС ТЕСЕН МӖН ТУМАЛЛА?

14. Эфес хулинчи христиансем пек, эпир демонсенчен мӗнле хӑтӑлма пултаратпӑр?

14 Библи пире демонсенчен мӗнле хӑтӑлмаллине вӗрентет. Сӑмахран, унта Эфес хулинчи ҫынсем пирки каласа панӑ. Вӗсем Турра пӗлес умӗн демонсемпе хутшӑннӑ. Мӗнле майпа вӗсем демонсенчен хӑтӑлма пултарнӑ? Библире ҫапла каланӑ: «Асам туса пурӑнакансем те нумайӑшӗ хӑйсен кӗнекисене пухса пӗтӗм халӑх умӗнче ҫунтарса янӑ» (Апостолсен ӗҫӗсем 19:19). Вӗсем христиансем пулса тӑрасшӑн пулнӑ, ҫавӑнпа та хӑйсен асам тумалли кӗнекисене тӗп тунӑ. Хальхи вӑхӑтра та ҫавнашкалах тумалла. Кам та пулин Иеговӑшӑн ӗҫлесшӗн пулсан, унӑн демонсемпе ҫыхӑннӑ пур япаларан та хӑтӑлмалла. Ҫав япаласем шутне тухатланине, демонсемпе хутшӑннине тата асамлӑ ӗҫсене сиен кӳмен пек е интереслӗ пек кӑтартакан кӗнекесем, журналсем, гороскопсем, фильмсем, кӗвӗ-юрӑ, вӑйӑсем тата плакатсем кӗреҫҫӗ. Ҫавсем шутнех ҫынсем усалтан сыхланас тесе ҫакса ҫӳрекен япаласем те кӗреҫҫӗ (1 Коринф 10:21).

15. Сатанапа демонсене хирӗҫ тӑрас тесен пирӗн тата мӗн тумалла?

15 Эфесри христиансем асам тумалли кӗнекесене тӗп тунӑ хыҫҫӑн ҫулсем иртсен те Павел апостол вӗсене малашне те «усал сывлӑшсемпе» кӗрешме ӳкӗтленӗ (Эфес 6:12). Мӗншӗн? Вӗсем хӑйсен кӗнекисене ҫунтарса янӑ пулин те, демонсем унчченхи пекех вӗсене сиен тума тӑрӑшнӑ. Ҫавӑнпа та вӗсен тата мӗн тумалла пулнӑ? Павел вӗсем патне ҫапла ҫырнӑ: «Ӗненӗвӗн хулканне [е щитне] тытса тӑрӑр; унпа эсир шуйттанӑн хӗртсе яракан пур уххине те сӳнтерме [е чарса лартма] пултарӑр» (Эфес 6:16). Ҫапӑҫура салтака щит хӳтӗленӗ пекех, пире те хамӑр ӗненӳ хӳтӗлесе тӑрать. Иегова пире хӳтӗлеме пултарни пирки пирӗн пӗр иккӗленӳ те ҫук пулсан, эпир Сатанапа демонсене хирӗҫ тӑма пултаратпӑр (Матфей 17:20).

16. Иеговӑна тата хытӑрах ӗненме пуҫлас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?

16 Иеговӑна тата хытӑрах ӗненме пуҫлас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр? Пирӗн кашни кун Библи вуламалла тата Иеговӑна шанма вӗренмелле. Вара Сатанапа демонсем пире сиен тума пултараймӗҫ (1 Иоанн 5:5).

17. Демонсенчен хӳтӗленес тесе эпир тата мӗн тума пултаратпӑр?

17 Эфесри христиансен тата мӗн тумалла пулнӑ? Вӗсем демонизмпа тулнӑ хулара пурӑннӑ. Ҫавӑнпа Павел вӗсене: «Кирек хӑш вӑхӑтра та... кӗлтӑвӑр»,— тесе ӳкӗтленӗ (Эфес 6:18). Апла пулсан, вӗсен Иеговӑна хӳтлӗх парсам тесе яланах кӗлтумалла пулнӑ. Пирӗн пирки мӗн калама пулать? Эпир те демонизмпа тулнӑ тӗнчере пурӑнатпӑр. Ҫавӑнпа пирӗн те Иеговӑна хӳтлӗх пама ыйтмалла тата кӗлӗре ӑна ятран чӗнмелле. (Ытарӑшсем 18:10 вуласа парӑр.) Эпир кӗлӗре Иеговӑран пире Сатанаран хӑтарсам тесе ыйтатпӑр пулсан, вӑл пирӗн кӗлӗ ҫине хуравлатех (Псалом 144:19; Матфей 6:13).

18, 19. а) Сатанапа демонсене эпир мӗнле ҫӗнтерме пултаратпӑр? ӑ) Тепӗр сыпӑкран эпир мӗн пӗлӗпӗр?

18 Эпир демонизмпа мӗн ҫыхӑннӑ, ҫавсенчен пуринчен те хӑтӑлтӑмӑр пулсан тата Иегова пире хӳтӗлессе шанатпӑр пулсан, эпир Сатанапа демонсене хирӗҫ тӑма пултаратпӑр. Пирӗн вӗсенчен хӑрама кирлӗ мар. (Иаков 4:7, 8 вуласа парӑр.) Иегова демонсенчен чылай вӑйлӑрах. Вӑл вӗсене Ной пурӑннӑ вӑхӑтра наказани панӑ, пуласлӑхра вара вӗсене пӗтӗмпех тӗп тӑвӗ (Иуда 6). Асра тытӑр: эпир пӗччен кӗрешместпӗр, Иегова пире ангелсем урлӑ хӳтӗлесе тӑрать (4 Патшасен 6:15—17). Ҫакна шанса тӑрӑр: Иегова пулӑшнипе эпир Сатанапа демонсене ҫӗнтерме пултаратпӑр (1 Петр 5:6, 7; 2 Петр 2:9, 10).

19 Сатанапа демонсем питӗ нумай хӗн кӳреҫҫӗ пулсан, мӗншӗн Турӑ халӗ те пӗтермен вӗсене? Ҫакӑн ҫинчен эпир тепӗр сыпӑкран пӗлӗпӗр.