Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

13-МӖШ СЫПӐК

Турӑ панӑ пурнӑҫа хаклӑр

Турӑ панӑ пурнӑҫа хаклӑр

1. Пире пурнӑҫ кам панӑ?

ИЕГОВА — «чӗрӗ Турӑ» тата вӑл пире пурнӑҫ панӑ (Иеремия 10:10). Библире Иегова пирки ҫапла каланӑ: «Пурне те Эсӗ пултарнӑ, пурте Санӑн ирӗкӳпе пурӑнать, пурте Санӑн ирӗкӳпе пулнӑ» (Ӳлӗмхине 4:11, ҪХ). Иегова пире пурӑнтарасшӑн, ҫавӑнпа эпир пурӑнатпӑр. Пурнӑҫ — Турӑ панӑ парне. (Псалом 35:10 вуласа парӑр.)

2. Пурнӑҫ телейлӗ пултӑр тесен пирӗн мӗн тумалла?

2 Иегова пире пурӑнма мӗн кирлине веҫех — ҫав шутрах, апат та, шыв та панӑ (Апостолсен ӗҫӗсем 17:28). Унсӑр пуҫне, вӑл пире савӑнтарса пурӑнтарасшӑн (Апостолсен ӗҫӗсем 14:15—17). Пурнӑҫ телейлӗ пултӑр тесен Туррӑн саккунӗсене тытса тӑмалла (Исаия 48:17, 18).

ТУРӐ ПУРНӐҪА ХАКЛАТЬ

3. Каин Авеле вӗлерсен, Иегова мӗн тунӑ?

3 Библи пире Иегова пирӗн пурнӑҫа та, ытти ҫынсен пурнӑҫне те питӗ хаклать тесе вӗрентет. Сӑмахран, Адампа Евӑн ывӑлӗ, Каин, хӑйӗн шӑллӗ ҫине, Авель ҫине, ҫилленсе ӳксен, Иегова Каина хӑйӗн ҫиллине тытса чарма ӳкӗтленӗ. Анчах Каин Турра итлемен, вӑл «хӑйӗн шӑллӗне, Авеле, хирӗҫ тӑрса ӑна вӗлернӗ» (Пултарни 4:3—8). Авеле вӗлернӗшӗн Иегова Каина наказани панӑ (Пултарни 4:9—11). Ҫакӑнтан мӗнле пӗтӗмлетӳ тума пулать? Ҫилленни тата курайми пулни питӗ хӑрушӑ, мӗншӗн тесен ҫав япӑх енсем ҫынна тискер ӗҫсем тума хӗтӗртме пултараҫҫӗ. Библире усал та хаяр ҫынсем ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илеймӗҫ тенӗ. (1 Иоанн 3:15 вуласа парӑр.) Иеговӑна юрӑхлӑ пулас тесен пирӗн пур ҫынна та юратма вӗренмелле (1 Иоанн 3:11, 12).

4. Мӗншӗн Иегова «ан вӗлер» текен ӳкӗт панӑ?

4 Иегова пурнӑҫа хакланине тата мӗн кӑтартса парать? Моисей урлӑ вӑл Вунӑ ӳкӗт панӑ. Ҫав ӳкӗтсенчен пӗринче: «Ан вӗлер»,— тенӗ пулнӑ (Саккуна астутарни 5:17). Ҫын пӗлсе тӑрсах кама та пулин вӗлерчӗ пулсан, ӑна хӑйне те вӗлермелле пулнӑ.

5. Хырӑм пӑрахни ҫине Турӑ мӗнле пӑхать?

5 Хырӑм пӑрахни ҫине Турӑ мӗнле пӑхать? Иегова амӑшӗн варӗнчи ачан пурнӑҫне те хаклать. Иегова израильтянсене панӑ Саккунра каланӑ тӑрӑх, кам та пулин йывӑрланнӑ хӗрарӑма ҫапсан, ҫавӑншӑн унӑн ҫуралман ачи вилсен, айӑплӑ ҫынна вӗлермелле пулнӑ. (Тухни 21:22, 23 вуласа парӑр; Псалом 126:3.) Ҫакӑ хырӑм пӑрахни тӗрӗс мар пулнине кӑтартса парать. (28-мӗш Хыҫсӑмаха пӑхӑр.)

6, 7. Эпир пурнӑҫа хакланине Иеговӑна мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

6 Эпир пурнӑҫа Иегова хакланӑ пекех хакланине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? Эпир хамӑр пурнӑҫа тата ыттисен пурнӑҫне мӗн сиен кӳрет, ҫавсене тумӑпӑр. Сӑмахран, чӗлӗм туртмӑпӑр, наркотиксемпе иртӗхмӗпӗр е насвай чӑмламӑпӑр, мӗншӗн тесен ҫаксем пурте сывлӑха сиен кӳреҫҫӗ тата вӗлерме пултараҫҫӗ.

7 Турӑ пире пурнӑҫ та, кӗлетке те парнеленӗ, ҫавӑнпа вӑл пирӗнтен хамӑр сывлӑхшӑн тӑрӑшасса кӗтет. Сиенлӗ йӑласем ҫынна Турӑ умӗнче таса мар тӑваҫҫӗ (Рим 6:19; 12:1; 2 Коринф 7:1). Пурнӑҫа хакламастпӑр пулсан, эпир хамӑра пурнӑҫ панӑ Иеговӑна пуҫҫапма пултараймастпӑр. Сиенлӗ йӑласенчен хӑтӑлма ҫӑмӑл мар пулма пултарать, анчах эпир вӗсенчен хӑтӑлас тесе вӑй хуратпӑр пулсан, Иегова пире пулӑшатех.

8. Хамӑра та, ыттисене те сиен кӳрес мар тесен пирӗн мӗн тумалла?

8 Пурнӑҫ хаклӑ парне пулнине эпир пӗлтӗмӗр ӗнтӗ, ҫавӑнпа пирӗн хамӑра та, ыттисене те сиен кӳрес мар тесе мӗн тума пултарнине пурне те тумалла. Апла пулсан, пирӗн автомобильпе, мотоциклпа тата ытти транспортпа ҫӳренӗ чухне асӑрхануллӑ пулмалла. Хӑрушӑ та хаяр спорт вӑййисенчен пӑрӑнмалла (Псалом 10:5). Хамӑр ҫуртра та нимле хӑрушлӑх та ан пултӑр тесе мӗн тума кирлине веҫех тумалла. Турӑ панӑ Саккунра ҫапла каланӑ: «Ҫӗнӗ ҫурт лартатӑн пулсассӑн, ун тӑрри тавра карлӑк тытса ҫавӑр: ун тӑрринчен кам та пулин ӳксе сан ҫурту ҫинче юн пулмалла ан пултӑр» (Саккуна астутарни 22:8).

9. Пирӗн хамӑра чӗрчунсемпе мӗнле тытмалла?

9 Эпир хамӑра чӗрчунсемпе мӗнле тытни те Иеговӑшӑн пӗлтерӗшлӗ. Вӑл пире апат е тумтир кирлӗ чухне чӗрчуна вӗлерме ирӗк парать, чӗрчун ҫынна хӑрушлӑх кӳме пултарнӑ чухне те вӑл ӑна вӗлерме чармасть (Пултарни 3:21; 9:3; Тухни 21:28). Анчах та пирӗн хамӑра чӗрчунсемпе хаяррӑн тытмалла мар е вӗсене вӑйӑ-кулӑшӑн кӑна вӗлерме юрамасть (Ытарӑшсем 12:10).

ПУРНӐҪА СӐВАПЛӐ ТЕСЕ ХИСЕПЛӖР

10. Юн пурнӑҫа пӗлтернине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

10 Иеговӑшӑн юн сӑваплӑ, мӗншӗн тесен уншӑн юн вӑл — пурнӑҫ. Сӑмахран, Каин Авеле вӗлернӗ хыҫҫӑн Иегова Каина каланӑ: «Санӑн шӑллу юнӗн сассийӗ Мана ҫӗр ҫинчен кӑшкӑрса чӗнет» (Пултарни 4:10). Ҫак сӑвӑ йӗркинчен Турӑшӑн Авелӗн юнӗ унӑн пурнӑҫне сӑнарласа пани курӑнать, ҫавӑнпа Иегова Каина Авеле вӗлернӗшӗн наказани панӑ. Пӗтӗм ҫӗре шыв илнӗ хыҫҫӑн Иегова каллех юн пурнӑҫа пӗлтернине кӑтартнӑ. Турӑ Ноя ҫапла каланӑ: «Пӗтӗм пурӑнакан кусан-ҫӳрен сирӗн валли ҫимӗҫ пулӗ. Симӗс ӳсентӑрана панӑ пекех, ҫакна пурне те сире паратӑп. Анчах ӳте унӑн пурнӑҫӗпе — унӑн юнӗпе — ан ҫийӗр» (Пултарни 1:29; 9:3, 4, ҪТ). Иегова юнлӑ аша ҫиме чарнӑ, мӗншӗн тесен юн чуна, урӑхла каласан, пурнӑҫа пӗлтернӗ.

11. Израиль халӑхне Турӑ мӗнле саккун панӑ?

11 Пӗтӗм ҫӗре шыв илнӗ хыҫҫӑн 800 ҫула яхӑн вӑхӑт иртсен, Иегова хӑйӗн халӑхне ҫакӑн пек саккун панӑ: «Израиль ывӑлӗсенчен е ютран килсе сирӗн хушшӑрта пурӑнакансенчен кам та пулсан сунарта ҫӳренӗ чухне ҫиме юракан тискер кайӑк е вӗҫен кайӑк тытсассӑн, вӑл унӑн юнӗ юхса пӗтичченех кӗтсе тӑмалла, юнне тӑпрапа витмелле». Унтан Турӑ ҫакна тума хушнӑ: «Нимӗнле ӳтрен тухакан юна та ан ҫийӗр» (Левит 17:13, 14). Иегова унчченхи пекех хӑйӗн ӗҫлекенӗсем юна сӑваплӑ япала вырӑнне хуччӑр тенӗ. Вӑл вӗсене аш ҫиме ирӗк панӑ, анчах юн ҫиме чарнӑ. Чӗрчуна апат валли вӗлерсен, унӑн юнне ҫӗр ҫине юхтарса кӑлармалла пулнӑ.

12. Христиансем юн ҫине мӗнле пӑхаҫҫӗ?

12 Иисус Христос вилнӗ хыҫҫӑн темиҫе ҫул иртсен, Иерусалимра апостолсем тата христиансен пухӑвӗнчи старейшинӑсем пӗрле тӗл пулнӑ. Ҫав тӗлпулура вӗсем Турӑ израильтянсене панӑ саккунсенчен хӑшӗсене халӗ те тытса тӑмаллине палӑртса хурасшӑн пулнӑ. (Апостолсен ӗҫӗсем 15:28, 29 вуласа парӑр; 21:25.) Иегова вӗсене юн уншӑн халӗ те хаклӑ шутланнине тата вӗсен юна сӑваплӑ япала вырӑнне хумаллине ӑнланса илме пулӑшнӑ. Пӗрремӗш христиансен юна ҫиме те, ӗҫме те юраман, ҫавӑн пекех вӗсен юнне юхтарса кӑларман чӗрчунӑн ашне те ҫиме юраман. Вӗсем ҫавна тунӑ пулсан, ҫакӑ йӗрӗхсене пуҫҫапнӑ пекех е аскӑн ӗҫ тунӑ пекех ҫылӑх туни пулнӑ пулӗччӗ. Иегова хальхи вӑхӑтра юн ҫине мӗнле пӑхать? Вӑл халӗ те пире ӑна сӑваплӑ япала вырӑнне хурӑр тет. Ҫавӑнпа чӑн христиансем юна ҫимеҫҫӗ те, ӗҫмеҫҫӗ те.

13. Мӗншӗн христиансем юн яма килӗшмеҫҫӗ?

13 Христиансен юн яма юрать-и? Ҫук, юрамасть. Иегова пире юна ҫиме е ӗҫме чарнӑ. Сӑмахран, тухтӑр сире алкоголь ӗҫме чарчӗ пулсан, ӑна венӑран яма юрать-и вара? Ҫук паллах! Ҫавӑн пекех юна ҫиме е ӗҫме чарни вӑл, ӑна яма юрамасть тенине те пӗлтерет. (29-мӗш Хыҫсӑмаха пӑхӑр.)

14, 15. Христиансем пурнӑҫа хаклаҫҫӗ пулин те, вӗсем хӑйсен пурнӑҫне Туррӑн саккунӗсене пӑсса упраса хӑварма тӑрӑшӗҫ-ши? Ӑнлантарса парӑр.

14 Сӑмахран, тухтӑр сире юн ямасан вилетӗр терӗ пулсан, мӗн тумалла вара? Турӑ юн пирки панӑ саккуна тытса тӑмалла-и е тытса тӑмалла мар-и — ҫакна кашнин хӑйӗн шутласа хумалла. Христиансем пулнӑ май эпир Турӑ панӑ пурнӑҫа хисеплетпӗр тата пурнӑҫа упраса хӑварас тесе мӗн кирлине веҫех тӑватпӑр. Ҫавӑнпа та эпир, юн яртарма килӗшместпӗр пулин те, сипленмелли урӑх майсене тупма тӑрӑшатпӑр.

15 Пурнӑҫ Турӑшӑн питӗ хаклӑ, ҫавӑнпа эпир хамӑр сывлӑхшӑн тӑрӑшатпӑр, анчах та юн яртармастпӑр. Пирӗншӗн Иеговӑна пӑхӑнса тӑрасси вӑл — хамӑр пурнӑҫа унӑн саккунӗсене пӑсса упраса хӑварнинчен кирлӗрех. Иисус каланӑ: «Кам хӑй чунне [е пурнӑҫне] упраса хӑварас тет, вӑл ӑна ҫухатӗ; кам хӑй чунне Маншӑн ҫухатӗ, вӑл ӑна упраса хӑварӗ» (Матфей 16:25). Эпир Иеговӑна итлесе пурӑнасшӑн, мӗншӗн тесен ӑна юрататпӑр. Иегова пирӗншӗн мӗн лайӑхрах пулнине пӗлет, ҫавӑнпа эпир, ун пекех, пурнӑҫа хаклатпӑр, ӑна сӑваплӑ тесе шутлатпӑр (Еврейсем 11:6).

16. Мӗншӗн Туррӑн ӗҫлекенӗсем ӑна итлеҫҫӗ?

16 Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем Иегова юн пирки панӑ саккуна тытса тӑма ҫирӗп шут тытнӑ. Вӗсем юна ҫимеҫҫӗ те, ӗҫмеҫҫӗ те, медицина пулӑшӑвӗ кирлӗ чухне те юн яртарма килӗшмеҫҫӗ. Вӗсем сипленмелли урӑх меслетсемпе усӑ кураҫҫӗ *. Пурнӑҫ паракан тата юн тӑвакан Турӑ пирӗншӗн мӗн лайӑхрах пулнине пӗлет тесе шанатпӑр эпир. Иегова сирӗншӗн мӗн чи лайӑх пулнине пӗлет тенине эсир ӗненетӗр-и?

ИЕГОВА ЮНПА УСӐ КУРМА ПАНӐ ПӖРТЕН-ПӖР МАЙ

17. Израильтянсен юнпа усӑ курмалли мӗнле пӗртен-пӗр май пулнӑ?

17 Турӑ Моисее панӑ Саккунра ҫапла каланӑ пулнӑ: «Ӳтӗн чунӗ — юнра, сирӗн чунӑра тасатмашкӑн [е хӑвӑр валли каҫару ыйтмашкӑн] Эпӗ ӑна парне вырӑнӗ валли палӑртрӑм: ҫак юн чуна тасатать» (Левит 17:11). Израильтянсем ҫылӑх тусан, вӗсем хӑйсене Иегова каҫартӑр тесе чӗрчуна парнене кӳнӗ тата священника ҫав чӗрчунӑн юнӗн пӗр пайне храмри парне вырӑнӗ ҫине юхтарма ыйтнӑ. Иегова израильтянсене юнпа ҫакӑн пек майпа ҫеҫ усӑ курма ирӗк панӑ.

18. Иисус панӑ парнене пула пирӗн валли мӗнле май уҫӑлнӑ?

18 Пирӗн ҫылӑхсене каҫармашкӑн Иисус хӑйӗн пурнӑҫне панӑ, урӑхла каласан, хӑйӗн юнне тӑкнӑ. Ҫапла вара чӗрчунсене парнене парас саккуна пӑрахӑҫланӑ (Матфей 20:28; Еврейсем 10:1). Иисусӑн пурнӑҫӗ питӗ хаклӑ пулнӑран вӑл хӑйӗн пурнӑҫне парнене панине пула Иегова ҫынсене пурне те ӗмӗрлӗх пурнӑҫ пама пултарать (Иоанн 3:16; Еврейсем 9:11, 12; 1 Петр 1:18, 19).

Эсир пурнӑҫа тата юна хакланине мӗнле кӑтартма пултаратӑр?

19. «Пуринӗн юнӗ тӗлӗшӗнчен те таса» пулас тесен пирӗн мӗн тумалла?

19 Иегова пире питӗ чаплӑ парне, пурнӑҫ, панӑшӑн эпир ӑна питӗ пархатарлӑ! Эпир вара ҫынсене ҫакна каласа парасшӑн: вӗсем Иисуса ӗненеҫҫӗ пулсан, ӗмӗр пурӑнма пултараҫҫӗ. Эпир ҫынсене юрататпӑр, ҫавӑнпа вӗсене ӗмӗрлӗх пурнӑҫа мӗнле илмелли ҫинчен пӗлме пулӑшас тесе мӗн тума пултарнине пурне те тӑвӑпӑр (Иезекииль 3:17—21). Павел апостол каланӑ: «Эпӗ пуринӗн юнӗ тӗлӗшӗнчен те таса: эпӗ Туррӑн пӗр ирӗкне те сире пӗлтермесӗр хӑвармарӑм» (Апостолсен ӗҫӗсем 20:26, 27, ҪС). Эпир те «пуринӗн юнӗ тӗлӗшӗнчен те таса» пуласшӑн. Ҫавӑнпа пирӗн ҫынсене Иегова ҫинчен тата уншӑн пурнӑҫ мӗн тери хаклӑ пулни ҫинчен каласа памалла.

^ 16 абз. Юн ярасси пирки ытларах пӗлес тесе Иегова Свидетелӗсем кӑларнӑ «Хӑвӑра Туррӑн юратӑвӗнче сыхласа усрӑр» кӗнекене вулӑр, 77—79 страницӑсем.