Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

14-МӖШ СЫПӐК

Сирӗн ҫемье телейлӗ пулма пултарать

Сирӗн ҫемье телейлӗ пулма пултарать

1, 2. Мӗншӗн Иегова ҫемьесене телейлӗ тӑвасшӑн теме пулать?

ИЕГОВА ТУРӐ пӗрремӗш ҫемьене пуҫарса янӑ. Библире каланӑ тӑрӑх, Турӑ хӗрарӑма тунӑ та ӑна «этем [Адам] патне ертсе пынӑ». Адам ӑна курсан савӑннипе ҫапла каланӑ: «Акӑ ку — манӑн шӑммӑмран илнӗ шӑмӑ, манӑн ӳтӗмрен илнӗ ӳт» (Пултарни 2:22, 23). Ҫакӑнтан Иегова ҫемьесене телейлӗ тӑвасшӑн пулни курӑнать.

2 Шел пулин те, нумайӑшӗ телейлӗ ҫемьере ӳсмен. Анчах та Библире упӑшкисемпе арӑмӗсене, ашшӗ-амӑшӗсемпе ачисене пӗр-пӗрне юратса тата пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнма пулӑшакан принципсем пур (Лука 11:28).

ТУРӐ УПӐШКИСЕНЧЕН МӖН КӖТЕТ?

3, 4. а) Упӑшкин хӑйне арӑмӗпе мӗнле тытмалла? ӑ) Мӗншӗн упӑшкипе арӑмӗн пӗр-пӗрне каҫармалла?

3 Библире каланӑ тӑрӑх, упӑшкин хӑйӗн арӑмне юратмалла тата хисеплемелле. Тархасшӑн, Эфес 5:25—29 вуласа парӑр. Лайӑх упӑшка хӑйӗн арӑмне яланах ырӑ тӑвать. Вӑл арӑмне хӳтӗлет, уншӑн тӑрӑшать тата ӑна мӗн хурлантарма пултарать, ҫавсене нихӑшне те тумасть.

4 Анчах та арӑмӗ йӑнӑш турӗ пулсан, упӑшкин хӑйне мӗнле тытмалла? Библире упӑшкисене ҫакӑн пек канаш панӑ: «Эй упӑшкасем, арӑмӑрсене юратӑр, вӗсемпе сивӗ ан пулӑр» (Колоссӑ 3:19). Упӑшкасем, хӑвӑр та йӑнӑшма пултарнине асра тытӑр. Турӑ хӑвӑра каҫартӑр тетӗр пулсан, сирӗн те арӑмусене каҫармалла (Матфей 6:12, 14, 15). Упӑшкипе арӑмӗ пӗр-пӗрне хаваспах каҫараҫҫӗ пулсан, вӗсен мӑшӑрлӑ пурнӑҫӗ телейлӗ пулӗ.

5. Мӗншӗн упӑшкин арӑмне хисеплемелле?

5 Иегова упӑшкинчен арӑмне хисеплессе кӗтет. Упӑшкин арӑмне мӗн кирли ҫинчен шухӑшламалла. Ҫакӑн ҫине ҫӑмӑлттайла пӑхмалла мар. Упӑшки хӑйне арӑмӗпе лайӑх тытмасть пулсан, Иегова упӑшкин кӗллисене итлемесен те пултарать (1 Петр 3:7). Иегова арҫына хӗрарӑмран хаклӑрах тесе шутламасть. Вӑл хӑйне юратакансене пурне те юратать.

6. Упӑшкипе арӑмӗ «пӗр ӳт» пулӗҫ тенине мӗнле ӑнланмалла?

6 Иисус каланӑ тӑрӑх, арҫынпа хӗрарӑм мӑшӑрланнӑ хыҫҫӑн «вӗсем иккӗн мар, вӗсем — пӗр ӳт» пулаҫҫӗ, урӑхла каласан, вӗсем хушшинчи хутшӑнусем питӗ ҫывӑх пулса тӑраҫҫӗ (Матфей 19:6). Упӑшкипе арӑмӗн пӗр-пӗрне шанчӑклӑ пулмалла. Вӗсен юттисем патне чупмалла мар (Ытарӑшсем 5:15—21; Еврейсем 13:4). Упӑшкипе арӑмӗн пӗр-пӗринпе ар ҫыхӑнӑвне кӗнӗ чухне пӗр-пӗрне мӗн кирлине шута илмелле, кашнин хӑйӗнни ҫинчен кӑна шутламалла мар (1 Коринф 7:3—5). Библире ҫапла каланӑ: «Никам та нихӑҫан та хӑй тӑл-пӗвне хӑй кураймасӑр пурӑнмасть, ӑна тӑрантарса, ӑшӑтса усрать». Ҫакӑ вӑл упӑшкан арӑмне юратмалла тата хакламалла тенине пӗлтерет. Пуринчен ытла арӑмӗ хӑйӗнпе упӑшки ырӑ пуласса тата хӑйне юратасса кӗтет (Эфес 5:29).

ТУРӐ АРӐМСЕНЧЕН МӖН КӖТЕТ?

7. Мӗншӗн ҫемьере ҫемье пуҫӗ пулмалла?

7 Ҫемье туслӑ та ҫирӗп пултӑр тесен, ӑна лайӑх пуҫлӑх, е лайӑх ҫемье пуҫӗ, кирлӗ. Библире каланӑ: «Кирек хӑш арҫыннӑн пуҫлӑхӗ те — Христос, арӑмӑн пуҫлӑхӗ — упӑшки, Христос пуҫлӑхӗ — Турӑ» (1 Коринф 11:3).

8. Арӑмӗ хӑйӗн упӑшкине хисепленине мӗнле кӑтартма пултарать?

8 Упӑшкан йӑнӑш тӑвасси пулатех. Анчах арӑмӗ упӑшкин йышӑнӑвӗсемпе килӗшет пулсан тата упӑшкине хаваспах пулӑшса тӑрать пулсан, ҫакӑ пӗтӗм ҫемьене усӑ парӗ (1 Петр 3:1—6). Библире каланӑ: «Арӑмӗ... упӑшкине хисеплесе тӑтӑр» (Эфес 5:33). Упӑшки Турра ӗненмест пулсан е вӑл урӑх тӗне тытса тӑрать пулсан, арӑмӗн хӑйне унпа мӗнле тытмалла? Упӑшкине унӑн ун пек чухне те тарӑннӑн хисеплемелле. Библи арӑмсене ҫакна тума ӳкӗтлет: «Эй арӑмсем, эсир те упӑшкӑрсене пӑхӑнса пурӑнӑр; вӗрентсе каланине пӑхӑнман упӑшкӑрсем эсир Турӑран хӑраса [«чунтан хисеплесе», ҪТ] таса пурӑннине курччӑр та арӑмӗсем ырӑ пурӑннипе вӗрентмесӗрех ӗненекен пулччӑр» (1 Петр 3:1, 2). Арӑмӗ хӑйне лайӑх тытни, тен, упӑшкине арӑмӗн ӗненӗвӗ ҫинчен нумайрах пӗлме тата унӑн ӗненӗвне хисеплеме хавхалантарӗ.

9. а) Арӑмӗ хӑш-пӗр енчен упӑшкипе килӗшмест пулсан, арӑмӗн мӗн тумалла? ӑ) Арӑмсене Тит 2:4, 5 сӑвӑ йӗркисенче мӗнле канаш панӑ?

9 Арӑмӗ хӑш-пӗр енчен упӑшкипе килӗшмест пулсан, вӑл ҫавӑн ҫинчен ӑна хисеплӗн калама пултарать. Сӑмахран, пӗррехинче Сарра пӗр ыйту пирки хӑй мӗн шутланине Авраама каланӑ, ҫакӑ вара Авраама килӗшмен. Анчах та Иегова Авраама каланӑ: «Унӑн [Саррӑн] сӑмахне... итле» (Пултарни 21:9—12). Иеговӑна ӗненекен упӑшкасем тӑвакан йышӑнусем сайра-хутра ҫеҫ Библире мӗн каланине хирӗҫлеме пултараҫҫӗ, ҫавӑнпа та арӑмӗсен упӑшкисем мӗн тума йышӑннине пурнӑҫа кӗртме пулӑшмалла (Апостолсен ӗҫӗсем 5:29; Эфес 5:24). Лайӑх арӑм ҫемьешӗн тӑрӑшать. (Тит 2:4, 5 вуласа парӑр.) Упӑшкипе ачисем хӑйсемшӗн вӑл мӗн-мӗн тунине кураҫҫӗ пулсан, вӗсем ӑна тата ытларах юратма, хисеплеме пуҫлӗҫ (Ытарӑшсем 31:10, 28).

Сарра арӑмсене мӗнле лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ?

10. Упӑшкипе арӑмӗн уйрӑлма е уйрӑм пурӑнма юрать-и?

10 Хӑш-пӗр чухне упӑшкипе арӑмӗ уйрӑлма е уйрӑм пурӑнма васкавлӑн шутласа хураҫҫӗ. Анчах та Библире «арӑмӗн упӑшкинчен уйӑрӑлмалла [«тухса каймалла», ҪТ] мар» тата «упӑшкин те арӑмӗнчен уйӑрӑлмалла [«арӑмне хӑвармалла», ҪТ] мар» тенӗ (1 Коринф 7:10, 11). Питӗ ҫивӗч лару-тӑру сиксе тухсан, упӑшкипе арӑмӗ, тен, уйрӑм пурӑнас тейӗҫ, анчах та ҫакӑн ҫине ҫӑмӑлттайла пӑхмалла мар. Мӑшӑрсем уйрӑласси пирки мӗн калама пулать? Библире каланӑ тӑрӑх, уйрӑлма ирӗк паракан пӗртен-пӗр сӑлтав вӑл — упӑшки е арӑмӗ урӑх ҫынпа аскӑн ӗҫ туни (Матфей 19:9).

ТУРӐ АШШӖ-АМӐШӖНЧЕН МӖН КӖТЕТ?

Иисус Христос — ҫемьери кашни ҫыншӑн чаплӑ тӗслӗх

11. Пуринчен ытла ачасене мӗн кирлӗ?

11 Ашшӗ-амӑшӗсем, вӑхӑта нумайрах хӑвӑр ачусемпе ирттерес тесе мӗн тума пултарнине веҫех тӑвӑр. Хӑвӑр ачусене эсир питӗ кирлӗ. Вӗсене Иегова ҫинчен каласа парӑр. Ҫакӑ вӑл эсир вӗсемшӗн мӗн тума пултарнисенчен чи кирли (Саккуна астутарни 6:4—9).

12. Ачисене хӳтӗлес тесе ашшӗ-амӑшӗсем мӗн тума пултараҫҫӗ?

12 Сатанан тӗнчи усаллансах-усаллансах пырать, ҫавӑнпа та хӑш-пӗр ҫынсем сирӗн ачасене сиен кӳме пултараҫҫӗ, калӑпӑр, вӗсене ирӗксӗрлесе ар ҫыхӑнӑвне кӗртме пултараҫҫӗ. Хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшне ҫакӑн ҫинчен ачисемпе калаҫма йывӑр. Анчах та вӗсен хӑйсен ачисене ҫав хӑрушлӑх ҫинчен асӑрхаттармалла тата ҫавӑн пек ҫынсенчен мӗнле сыхланмаллине вӗрентмелле. Ашшӗ-амӑшӗсем, сирӗн хӑвӑр ачусене хӳтӗлемелле * (1 Петр 5:8).

13. Ачисене вӗрентнӗ чухне ашшӗ-амӑшӗн мӗне асра тытмалла?

13 Ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисене йӗркеллӗ тытма вӗрентес енчен яваплӑ. Вӗсем ҫавна мӗнле тума пултараҫҫӗ? Ачасене вӗрентсех тӑмалла, анчах ашшӗ-амӑшӗн вӗсене тӳрлетнӗ чухне ятламалла тата вӑрҫмалла мар (Иеремия 30:11). Ҫавӑнпа та нихӑҫан та ҫилленнӗ чухне ачусене ӑса кӗртме ан тӑрӑшӑр. Ҫавна ҫилленсе тусан, сирӗн сӑмахсем «хӗҫпе каснӑ пек» амантса ачасене сиен кӳрӗҫ (Ытарӑшсем 12:18). Ачусене хӑвӑра мӗншӗн итлеме кирлине ӑнланса илме пулӑшӑр. (Эфес 6:4; Еврейсем 12:9—11; 30-мӗш Хыҫсӑмаха пӑхӑр.)

ТУРӐ АЧАСЕНЧЕН МӖН КӖТЕТ?

14, 15. Мӗншӗн ачасен ашшӗ-амӑшне итлемелле?

14 Иисус хӑйӗн Ашшӗне яланах итленӗ — ҫавна тума ҫӑмӑл мар пулнӑ чухне те (Лука 22:42; Иоанн 8:28, 29). Иегова ачасем ашшӗ-амӑшне итлесе тӑччӑр тет (Эфес 6:1—3).

15 Ачасем, сире аҫу-аннӳне итлеме йывӑр пулсан, ҫакна асра тытӑр: эсир вӗсене итленӗ чухне вӗсем савӑнаҫҫӗ, Иегова та савӑнать * (Ытарӑшсем 1:8; 6:20; 23:22—25).

Ачасене кам та пулин япӑх ӗҫсем тума хӗтӗртнӗ чухне вӗсене Турра шанчӑклӑ тӑрса юлма мӗн пулӑшӗ?

16. а) Мӗнле майпа Сатана ҫамрӑксене япӑх ӗҫсем тума хистеме тӑрӑшать? ӑ) Мӗншӗн Иеговӑна юратакансемпе туслашма тӑрӑшмалла?

16 Шуйттан сире тусусем е ытти ҫамрӑксем урлӑ япӑх ӗҫсем тума хистеме тӑрӑшӗ, мӗншӗн тесен вӑл сирӗн ҫине туссем питӗ вӑйлӑ витӗм кӳме пултарнине пӗлет. Тӗслӗхшӗн Иаков хӗрне Динӑна илер. Вӑл Иеговӑна юратман ҫынсемпе туслӑ пулнӑ, ҫакӑ ӑна хӑйне те, унӑн ҫемйине те нумай хуйхӑ кӳнӗ (Пултарни 34:1, 2). Сирӗн Иеговӑна юратман туссем пур пулсан, вӗсем сире Иегова курайман ӗҫсене тума хӗтӗртме пултарӗҫ. Ҫакӑ вара сире, сирӗн ҫемьене тата Иеговӑна питӗ хурлантарӗ (Ытарӑшсем 17:21, 25). Акӑ мӗншӗн Иеговӑна юратакансемпе туслашма тӑрӑшмалла (1 Коринф 15:33).

СИРӖН ҪЕМЬЕ ТЕЛЕЙЛӖ ПУЛМА ПУЛТАРАТЬ

17. Турӑ ҫемьери ҫынсенчен кашнинчен мӗн тӑвасса кӗтет?

17 Ҫемьере кашни Турӑ ыйтнӑ пек тӑвать пулсан, ҫакӑ ҫемьене нумай йывӑрлӑхран хӑтарӗ. Эсӗ упӑшка пулсан, хӑвӑн арӑмна юрат тата унпа ырӑ пул. Эсӗ арӑм пулсан, хӑвӑн упӑшкуна хисепле, ӑна пӑхӑнса тӑр тата Ытарӑшсем 31:10—31 сӑвӑ йӗркисенче калакан арӑм пек пулма тӑрӑш. Эсир ашшӗ-амӑшӗ пулсан, хӑвӑр ачусене Турра юратма вӗрентӗр (Ытарӑшсем 22:6). Эсӗ ашшӗ пулсан, хӑвӑн ҫемйӳне «лайӑх тытса тӑракан» пул (1 Тимофей 3:4, 5; 5:8). Ачасем, аҫу-аннӳне итлесе пурӑнӑр (Колоссӑ 3:20). Ҫакна асра тытӑр: ҫемьере кашни йӑнӑш тума пултарать, ҫавӑнпа та хӑвӑра кӗҫӗне хурӑр та пӗр-пӗринчен каҫару ыйтӑр. Чӑнах та, Библире ҫемьери кашни ҫын валли ӑслӑ канашсем пур.

^ 12 абз. Хӑвӑр ачусене мӗнле хӳтӗлемелли ҫинчен нумайрах пӗлес тесе Иегова Свидетелӗсем кӑларнӑ «Аслӑ Вӗрентекенрен вӗрен» текен кӗнекен 32-мӗш сыпӑкне пӑхӑр.

^ 15 абз. Ашшӗ-амӑшӗ ачаран Туррӑн саккунне хирӗҫлекен пӗр-пӗр ӗҫ тума ыйтать пулсан, ачан вӗсене итлемелле мар (Апостолсен ӗҫӗсем 5:29).