Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

16-МӖШ СЫПӐК

Турра вӑл каланӑ пек пуҫҫапӑр

Турра вӑл каланӑ пек пуҫҫапӑр

1, 2. Пирӗн хамӑра мӗнле ыйту памалла тата мӗншӗн?

БИБЛИ вӗреннӗ май эсир Турра ӗненетпӗр текен ҫынсенчен нумайӑшӗ тӑвакан ӗҫсем тата вӗсен вӗрентӗвӗсем Турра юрӑхсӑр пулнине пӗлтӗр (2 Коринф 6:17). Ҫавӑнпа ӗнтӗ, Иегова пире суя тӗнрен, «аслӑ Вавилонран», тухма ыйтать (Ӳлӗмхине 18:2, 4). Эсир мӗн тӑвӑр-ши? Пирӗн пурин те хамӑра ҫакӑн пек ыйту памалла: «Эпӗ Турра мӗнле пуҫҫапасшӑн: вӑл каланӑ пек-и е хам хӑнӑхнӑ пек-и?»

2 Эсир суя тӗнрен тухрӑр пулсан, ку лайӑх. Анчах та ӑшра сире, тен, суя тӗнпе ҫыхӑннӑ хӑш-пӗр йӑласем халӗ те килӗшеҫҫӗ. Айтӑр ҫав йӑласенчен хӑш-пӗрисене пӑхса тухар та мӗншӗн вӗсем ҫине Турӑ пӑхнӑ пек пӑхма кирлине пӗлер.

ТУРӐШСЕНЕ ПУҪҪАПНИ ТАТА ВАТТИСЕНЕ АСӐННИ

3. а) Мӗншӗн кама та пулин турӑшсемпе усӑ курмасӑр Турра пуҫҫапма йывӑр пулма пултарать? ӑ) Вӗсемпе усӑ курасси ҫинчен Библире мӗн каланӑ?

3 Хӑш-пӗр ҫынсем Турра пуҫҫапас тесе нумай ҫул хушши хӑйсен килӗсенче турӑшсемпе усӑ кураҫҫӗ. Тен, эсир те ҫавӑн пек тума хӑнӑхнӑ. Турра ҫав япаласемсӗр пуҫҫапни сире тӗлӗнмелле пек е тӗрӗс мар пек те туйӑнма пултарать. Анчах та ҫакна асра тытӑр: Турӑ хӑйне мӗнле пуҫҫапмаллине хӑй кӑна палӑртса хума пултарать. Иегова пире хӑйне пуҫҫапнӑ чухне турӑшсемпе тата йӗрӗхсемпе усӑ курма юрамасть тет, ҫакӑн ҫинчен Библире тӳррӗн каланӑ. (Тухни 20:4, 5 вуласа парӑр; Псалом 113:12—16; Исаия 42:8; 1 Иоанн 5:21.)

4. а) Мӗншӗн вилнисене пуҫҫапмалла мар? ӑ) Мӗншӗн Иегова израильтянсене вилнисемпе ан хутшӑнӑр тенӗ?

4 Хӑш-пӗр ҫынсем хӑйсен вилнӗ тӑван-хурӑнташӗсене юрас тесе вӑхӑтне те, вӑйне те шеллемеҫҫӗ. Тен, вӗсем ҫав вилнӗ тӑван-хурӑнташӗсене пуҫҫапаҫҫӗ те. Анчах та вилнисем пире пулӑшма та, сиен тума та пултарайманнине эпир пӗлтӗмӗр ӗнтӗ. Вӗсем таҫта тепӗр ҫӗрте пурӑнмаҫҫӗ. Тӗрӗссипе каласан, вӗсемпе хутшӑнма тӑрӑшни хӑрушӑ, мӗншӗн тесен вилнисенчен килекен «хыпарсем» демонсенчен тухса тӑраҫҫӗ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ, Иегова израильтянсене вилнисемпе ан хутшӑнӑр тенӗ тата демонизмран кирек хӑшӗнчен те сыхланма хушнӑ. (Саккуна астутарни 18:10—12; 26-мӗшпе 31-мӗш Хыҫсӑмахсене пӑхӑр.)

5. Турра пуҫҫапнӑ чухне турӑшсемпе усӑ курма пӑрахма тата вилнӗ тӑван-хурӑнташсене пуҫҫапма пӑрахма сире мӗн пулӑшма пултарать?

5 Эппин, Турра пуҫҫапнӑ чухне турӑшсемпе усӑ курма пӑрахма тата вилнӗ тӑван-хурӑнташсене пуҫҫапма пӑрахма сире мӗн пулӑшма пултарать? Библие вулӑр тата Иегова ҫавӑн пек пуҫҫапни ҫине мӗнле пӑхни ҫинчен шухӑшлӑр. Вӑл ҫавӑнтан йӗрӗнет (Саккуна астутарни 27:15). Иегова сире япаласем ҫине хӑй пӑхнӑ пек пӑхма пулӑштӑр тата хӑйне юрӑхлӑ пуҫҫапма пулӑштӑр тесе ӑна кашни кун кӗлтӑвӑр (Исаия 55:9). Иегова сире суя тӗнпе мӗн ҫыхӑннӑ, ҫавсенчен пуринчен те хӑтӑлма вӑй паратех.

РАШТАВ УЯВНЕ ПАЛЛӐ ТУМАЛЛА-И?

6. Мӗншӗн Иисус Христосӑн ҫуралнӑ кунне декабрӗн 25-мӗшӗнче паллӑ тума пуҫланӑ?

6 Тӗнчере чи паллӑ уявсенчен пӗри вӑл — Раштав. Ҫав кун ҫынсенчен нумайӑшӗ Иисус Христосӑн ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑватпӑр тесе шутлаҫҫӗ. Анчах та Раштав уявӗ суя тӗнпе ҫыхӑннӑ. Пӗр энциклопедире Рим империнче пурӑнакан ҫынсем декабрӗн 25-мӗшӗнче хӗвелӗн ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ тесе палӑртнӑ. Священниксем суя тӗнлӗ халӑхсене христиан тӗнне йышӑнтарасшӑн пулнӑ, ҫавӑнпа вӗсем ҫав куна Иисус Христосӑн ҫуралнӑ кунӗ туса хунӑ. Анчах та Иисус ҫав кун ҫуралман * (Лука 2:8—12). Иисусӑн малтанхи вӗренекенӗсем Раштава паллӑ туман. Пӗр кӗнекере Христос ҫуралнӑ хыҫҫӑн 200 ҫул хушши «вӑл хӑҫан ҫуралнине никам та пӗлмен тата ҫакӑ сахаллӑшне ҫеҫ интереслентернӗ» тенӗ (Sacred Origins of Profound Things). Иисус ҫуралнӑ хыҫҫӑн темиҫе ӗмӗр иртсен ҫеҫ Раштава уявлама пуҫланӑ.

7. Мӗншӗн чӑн христиансем Раштава уявламаҫҫӗ?

7 Ҫынсенчен нумайӑшӗ Раштавра тытса тӑракан йӑласем, калӑпӑр, пӗр-пӗрне парнесем парасси тата уяв сӗтелӗ валли апат-ҫимӗҫ хатӗрлесси, суя тӗнрен тухнине пӗлеҫҫӗ. Сӑмахран, Англире тата Америкӑн хӑш-пӗр пайӗсенче пӗр вӑхӑт хушши Раштава паллӑ тума чарнӑ пулнӑ. Кам ӑна уявланӑ, ҫавна штраф тӳлеттернӗ. Анчах та каярахпа ҫынсем каллех Раштава паллӑ тума пуҫланӑ. Чӑн христиансем Раштава уявламаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем Турра пур енчен те итлесе пурӑнасшӑн.

ҪУРАЛНӐ КУНА ПАЛЛӐ ТУМАЛЛА-И?

8, 9. Мӗншӗн пӗрремӗш христиансем ҫуралнӑ кунсене паллӑ туман?

8 Нумайӑшӗ кӑмӑллакан тепӗр уяв вӑл — ҫуралнӑ кун. Христиансен ҫуралнӑ куна паллӑ тума юрать-и? Библире ҫуралнӑ куна уявланӑ хӑш-пӗр ҫынсем ҫинчен каласа панӑ, анчах та вӗсем Иеговӑн ӗҫлекенӗсем пулман (Пултарни 40:20; Марк 6:21). Ҫавӑн пек уявсенче ҫынсем суя турӑсене чысланӑ. Ҫавӑнпа та, пӗр энциклопедире каланӑ тӑрӑх, пӗрремӗш христиансем «кирек камӑн ҫуралнӑ кунне уявланине суя тӗнӗн йӑли тесе шутланӑ» (The World Book Encyclopedia).

9 Авалхи римлянсемпе грексем ҫын ҫуралнӑ чухне ун ҫумӗнче ӑна хӳтӗлекен сывлӑш пур тесе ӗненнӗ тата вӗсем шутланӑ тӑрӑх, ҫав сывлӑш ҫынна ӗмӗр тӑршшӗпе хӳтӗлесе тӑрать. Пӗр кӗнекере ҫапла каланӑ: «Ҫав сывлӑш турӑпа, ҫын ҫуралнӑ кунӗнче ҫуралнӑ турӑпа, ҫыхӑннӑ тесе шутланӑ» (The Lore of Birthdays).

10. Мӗншӗн христиансен ҫуралнӑ кунсене паллӑ тумалла мар?

10 Суя тӗнпе ҫыхӑннӑ уявсене Иегова ырлать-и? (Исаия 65:11, 12.) Ҫук, ырламасть. Ҫавӑнпа эпир ҫуралнӑ кунсене те, суя тӗнпе ҫыхӑннӑ нимле уява та паллӑ тумастпӑр.

ҪАКӐ ЧӐНАХ ТА ПИТӖ КИРЛӖ-И?

11. Мӗншӗн хӑш-пӗр ҫынсем уявсене паллӑ тӑваҫҫӗ? Пирӗншӗн чи кирли мӗн пулмалла?

11 Хӑш-пӗр ҫынсем Раштавпа ытти уявсем суя тӗнрен тухнине пӗлеҫҫӗ, анчах та вӗсене пурпӗр паллӑ тӑваҫҫӗ. Вӗсен шучӗпе, уявсем ҫемьепе пӗрле вӑхӑта лайӑх ирттерме май параҫҫӗ. Эсир ҫакӑн пирки мӗн шутлатӑр? Паллах ӗнтӗ, ҫемье валли вӑхӑт уйӑрмалла. Иегова ҫемьене пуҫарса янӑ, ҫавӑнпа вӑл ҫемьери ҫынсем пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнччӑр тет. Эпир тӑван-хурӑнташсемпе пӗрле суя тӗнпе ҫыхӑннӑ пӗр-пӗр уява паллӑ тума килӗшрӗмӗр пулсан, вӗсен кӑмӑлне кайнӑ пулӑттӑмӑр, анчах та пирӗн пуринчен ытла Иеговӑпа хамӑр хушӑри туслӑха упраса хӑварма тӑрӑшмалла. Ҫавӑнпа та Павел апостол каланӑ: «Турра мӗн юрӑхлине пӗлме тӑрӑшӑр» (Эфес 5:10).

12. Иегова мӗнле уявсене ырламасть?

12 Ҫынсем нумайӑшӗ уявсем мӗнле пуҫланса кайнине пӑхма кирлӗ мар тесе шутлаҫҫӗ, анчах та Иегова ун пек шутламасть. Вӑл суя тӗнпе ҫыхӑннӑ уявсене тата ҫынсене е ҫӗршыва мухтакан уявсене ырламасть. Сӑмахран, Египет ҫыннисен хӑйсен суя туррисене мухтакан уявсем нумай пулнӑ. Израильтянсем Египетран тухсан Египетри уявсенчен пӗрне паллӑ тума пуҫланӑ. Вӗсем ҫав уява «Ҫӳлхуҫа уявӗ» тенӗ пулин те, Иегова вӗсене ҫавна уявланӑшӑн наказани панӑ (Тухни 32:2—10). Библи пире: «Таса маррине ан тӗкӗнӗр»,— тесе чӗнсе калать. (Исаия 52:11 вуласа парӑр.)

ЫТТИСЕНЕ ХИСЕПЛӖР

13. Эсир уявсене паллӑ тума пӑрахас терӗр пулсан, сирӗн мӗнле ыйтусем сиксе тухма пултарӗҫ?

13 Эсир уявсене паллӑ тума пӑрахас терӗр пулсан, сирӗн, тен, ҫакӑн пек ыйтусем сиксе тухӗҫ: «Пӗрле ӗҫлекенсем манран мӗншӗн эсӗ пирӗнпе пӗрле ку е вӑл уява паллӑ тумастӑн тесе ыйтсан, манӑн вӗсене мӗн калас? Уявра парнесем панӑ чухне манӑн вӗсене илме юрать-и? Мана хамӑн мӑшӑр уява пӗрле паллӑ тума ыйтрӗ пулсан, манӑн хама мӗнле тытмалла? Ачасем эпир пӗр-пӗр уява е вӗсен ҫуралнӑ кунӗсене паллӑ туманшӑн ан кӳренччӗр тесе вӗсене мӗнле пулӑшма пулать?»

14, 15. Сире уяв ячӗпе саламлаҫҫӗ е парнесем параҫҫӗ пулсан, эсир мӗн тума пултаратӑр?

14 Лару-тӑру тӗрлӗрен пулма пултарать, ҫавӑнпа кашнинче мӗн каламаллипе мӗн тумалли ҫинчен тӗплӗн шухӑшламалла. Сӑмахран, кам та пулин сире уяв ячӗпе саламлать пулсан, эсир ҫавӑншӑн тав тума пултаратӑр. Анчах та вӑл эсир мӗншӗн ҫав уява паллӑ туманнине пӗлесшӗн пулсан, ӑна ҫавӑн ҫинчен тӗплӗнрех каласа пама пулать. Яланах хисеплӗн те ыррӑн калаҫӑр тата ҫыннӑн туйӑмӗсене шута илӗр. Библире каланӑ: «Кашнинех кирлӗ пек хурав памашкӑн сӑмахӑр яланах кӑмӑллӑ та вырӑнлӑ пултӑр» (Колоссӑ 4:6, ҪХ). Сӑмахран, эсир ҫапла ӑнлантарса пама пултарнӑ пулӑттӑр: мана туссемпе хутшӑнма тата парнесем пама килӗшет, анчах та ҫавна манӑн уяв ячӗпе тӑвас килмест.

15 Сире парне параҫҫӗ пулсан, вара мӗн тумалла? Библире ҫавӑн пирки тӳррӗн нимӗн те каламан, анчах та унта пирӗн чун-чӗре, е совесть, таса пулмалла тенӗ (1 Тимофей 1:18, 19). Тен, сире парне паракан ҫын эсир уявсене паллӑ туманнине пӗлмест. Е вӑл ҫавӑн ҫинчен пӗлет, ҫав-ҫавах сире: «Эсӗ уявсене паллӑ тумастӑн пулин те, манӑн сана пурпӗр парне парас килет»,— теме пултарать. Кирек мӗнле пулсан та, парне илессипе илес маррине сирӗн хӑвӑрӑн шутласа хумалла. Эсир кирек мӗнле йышӑну тусан та, чи кирли вӑл — сирӗн совесть таса пулмалла. Эпир ниме те Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене пӑсма парасшӑн мар.

ЭСИР ТАТА СИРӖН ҪЕМЬЕ

Иеговӑн ӗҫлекенӗсем — телейлӗ ҫынсем

16. Сирӗн ҫемье пӗр-пӗр уява паллӑ тӑвасшӑн пулсан, сирӗн хӑвӑра мӗнле тытмалла?

16 Сирӗн ҫемье пӗр-пӗр уява паллӑ тӑвасшӑн пулсан, сирӗн хӑвӑра мӗнле тытмалла? Вӗсемпе тавлашма кирлӗ мар. Ҫакна асра тытӑр: кашнин хӑйӗн мӗн тӑвас килнине суйласа илме ирӗк пур. Вӗсемпе ырӑ пулӑр тата вӗсем мӗн суйласа илнине хисеплӗр, мӗншӗн тесен эсир те хӑвӑр мӗн суйласа илнине вӗсем хисеплессе кӗтетӗр. (Матфей 7:12 вуласа парӑр.) Анчах та сирӗн ҫемьери ҫынсем сире уявра хӑйсемпе пӗрле пулма ыйтаҫҫӗ пулсан, сирӗн мӗн тумалла? Чи малтан Иеговӑна кӗлтӑвӑр, унран хӑвӑра тӗрӗс тытма пулӑшсам тесе ыйтӑр. Ҫав уяв ҫинчен тата ӑна мӗнле уявлани ҫинчен нумайрах пӗлме тӑрӑшӑр. Мӗн те пулин тӑвас умӗн ҫакна асра тытӑр: чи кирли вӑл — Иеговӑна юрӑхлӑ пуласси.

17. Сирӗн ачасем ыттисем уявсене паллӑ тунине курса ан кулянччӑр тесе вӗсене мӗнле пулӑшма пулать?

17 Сирӗн ачасем ыттисем уявсене паллӑ тунине курса ан кулянччӑр тесе вӗсене мӗнле пулӑшма пулать? Вӑхӑтран вӑхӑта эсир вӗсем валли ятарласа мӗн те пулин туса пама пултаратӑр. Вӗсене кӗтмен ҫӗртен парнесем парнелеме пулать. Эсир вӗсене пама пултаракан чи лайӑх парнесенчен пӗри вӑл — сирӗн юратупа вӑхӑт.

ТУРРА ТӖРӖС ПУҪҪАПӐР

18. Мӗншӗн христиансен тӗлпулӑвӗсене ҫӳремелле?

18 Иеговӑна юрас тесен суя тӗнрен тухмалла та суя тӗнпе ҫыхӑннӑ йӑласемпе уявсене тытса тӑма тата паллӑ тума пӑрахмалла. Унсӑр пуҫне, Турра тӗрӗс пуҫҫапма пуҫламалла. Ҫавна мӗнле тумалла? Сӑмахран, христиансен тӗлпулӑвӗсене сиктермесӗр ҫӳреме тӑрӑшмалла. (Еврейсем 10:24, 25 вуласа парӑр.) Тӗлпулусене ҫӳрени Турра пуҫҫапни шутне кӗрет (Псалом 21:23; 121:1). Ҫав тӗлпулусенче эпир пӗр-пӗрне хавхалантарма пултаратпӑр (Рим 1:12).

19. Мӗншӗн Библирен мӗн пӗлнине сирӗн ыттисене каласа памалла?

19 Ҫавӑн пекех Библирен хӑвӑр мӗн пӗлнине ыттисене каласа памалла. Нумай ҫынна тӗнче усалланса пыни питӗ пӑшӑрхантарать. Тен, эсир пӗлекен хӑш-пӗр ҫынсен те ҫавнашкал туйӑмсем. Вӗсене чаплӑ шанчӑк ҫинчен каласа парӑр. Христиансен тӗлпулӑвӗсене ҫӳренӗ май тата ыттисене Библирен мӗн пӗлнине каласа панӑ май эсир суя тӗнпе сирӗн пӗр ҫыхӑну та тытас килменнине асӑрхама пуҫлатӑр. Иеговӑна тӗрӗс пуҫҫапас тесе вӑй хуратӑр пулсан, эсир телейлӗ пулатӑр тата Иегова сире нумай пиллӗх парӗ (Малахия 3:10).

[Сноска]

^ 6 абз. Раҫҫейре тата хӑш-пӗр ҫӗршывсенче Раштава январӗн 7-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ.