Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

19-МӖШ СЫПӐК

Иеговӑпа хӑвӑр хушӑри туслӑха упрӑр

Иеговӑпа хӑвӑр хушӑри туслӑха упрӑр

1, 2. Ӑҫта эпир шанчӑклӑ хӳтлӗх тупма пултаратпӑр?

СӐМАХРАН, эсир ҫил-тӑвӑл вӑхӑтӗнче урампа пыратӑр тейӗпӗр. Тӳпе хуралса килет, ҫиҫӗм ҫиҫет, аслати авӑтать. Кӗҫ-вӗҫ вӑйлӑ ҫумӑр ҫуса ярать. Эсир тарса пытанмалли вырӑн шыратӑр. Хӳтлӗх тупсан, лӑштах сывласа яратӑр.

2 Халӗ эпир ҫил-тӑвӑллӑ вӑхӑтра пурӑннӑ пекех пурӑнатпӑр. Тӗнчери лару-тӑру япӑхлансах-япӑхлансах пырать. Анчах та пирӗн шанчӑклӑ хӳтлӗх пур. Мӗнле хӳтлӗх вӑл? Псалом юрлакан ҫырнӑ: «Ҫӳлхуҫана ҫапла калать вӑл: „тарса хӑтӑлмалли вырӑнӑм, манӑн хӳтлӗхӗм, шанса тӑракан Туррӑм!“» (Псалом 90:2). Ҫапла, Иегова чӑннипех те пирӗн хӳтлӗх, мӗншӗн тесен вӑл пире хамӑр йывӑрлӑхсене татса пама пулӑшать тата чаплӑ шанчӑк парать.

3. Иегова пирӗншӗн хӳтлӗх пултӑр тесен пирӗн мӗн тумалла?

3 Эпир кирек мӗнле йывӑрлӑхпа тӗл пулсан та, Иегова пире пурне те чӑтса ирттерме вӑй парӗ. Вӑл пирӗн тӑшмансенчен пуринчен те вӑйлӑрах. Пирӗнпе халӗ пысӑк инкек пулсан та, эпир ҫакна шанма пултаратпӑр: Иегова пуласлӑхра пур инкек-синкеке те пӗтерӗ. Библи пире ҫакна тума хавхалантарать: «Хӑвӑра Турӑ юратнине астуса пурӑнӑр» (Иуда 21, ҪХ). Иегова пире йывӑр вӑхӑтра пулӑшса тӑтӑр тесен пирӗн унпа ҫывӑхланса пымалла. Анчах ҫакна эпир мӗнле тума пултаратпӑр?

ХӐВӐРА ЮРАТАКАН ТУРРА ЮРАТӐР

4, 5. Иегова пире юратнине мӗнле кӑтартать?

4 Иеговӑпа хамӑр хушӑри туслӑха пӗтерес мар тесен пирӗн вӑл пире питӗ хытӑ юратнине асра тытмалла. Вӑл пирӗншӗн мӗн-мӗн туни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Вӑл пире питӗ хитре планета панӑ тата пӗтӗм ҫӗре тӗлӗнмелле ӳсентӑрансемпе тата чӗрчунсемпе тултарнӑ. Унсӑр пуҫне, вӑл пире тутлӑ апат-ҫимӗҫпе таса шыв панӑ. Библи урлӑ Иегова пире хӑйӗн ячӗпе паха енӗсем ҫинчен пӗлтерчӗ. Вӑл пирӗншӗн мӗн тунӑ, ҫавсенчен чи хакли — вӑл хӑйӗн юратнӑ Ывӑлне, Иисус Христоса, пирӗншӗн хӑйӗн пурнӑҫне патӑр тесе ҫӗр ҫине янӑ (Иоанн 3:16). Иисус хӑйӗн пурнӑҫне панине пула халӗ пирӗн чаплӑ пуласлӑх тата шанчӑк пур.

5 Иегова тӳпере Мессианла Патшалӑх, кӗҫех пӗтӗм хӗн-асапа пӗтерекен правительство, йӗркелесе янӑ. Турӑ Патшалӑхӗ пӗтӗм ҫӗре рай туса хурӗ, вара унта ҫынсем ӗмӗр-ӗмӗрӗпе мирлӗ те телейлӗ пурӑнӗҫ (Псалом 36:29). Ҫавӑн пекех Иегова пире халех чи лайӑх пурнӑҫпа пурӑнма вӗрентнипе те юратнине кӑтартать. Вӑл пирӗн кӗлӗсене итлеме яланах хатӗр. Чӑнах та, Иегова пире кашнине юратнине уҫӑмлӑн кӑтартать.

6. Иегова сире юратнӑшӑн ӑна пархатарлӑ пулнине эсир мӗнле кӑтартма пултаратӑр?

6 Иегова сире юратнӑшӑн ӑна пархатарлӑ пулнине эсир мӗнле кӑтартма пултаратӑр? Вӑл сирӗншӗн мӗн тунӑ, ҫавӑншӑн пуриншӗн те ӑна тав тӑвӑр. Шел пулин те, хальхи вӑхӑтра нумайӑшӗ пархатарсӑр. Иисус Христос ҫӗр ҫинче пурӑннӑ вӑхӑтра та ҫавнашкалах пулнӑ. Пӗррехинче Иисус юхан-суранлӑ вунӑ ҫынна сыватсан, вӗсенчен пӗри кӑна ӑна тав тума таврӑннӑ (Лука 17:12—17). Иисуса тав тунӑ ҫын пекех, эпир яланах Иеговӑна пархатарлӑ пуласшӑн.

7. Иеговӑна пирӗн мӗнле юратмалла?

7 Иеговӑна юратнине пирӗн хамӑрӑн кӑтартмалла. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене Иеговӑна пӗтӗм чӗрепе, пӗтӗм чунпа тата пӗтӗм ӑспа юратмалла тесе каланӑ. (Матфей 22:37 вуласа парӑр.) Ҫакна мӗнле ӑнланмалла?

8, 9. Эпир Иеговӑна юратнине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

8 Эпӗ Иеговӑна юрататӑп тесе калани ҫеҫ ҫителӗклӗ-ши? Ҫук, ҫителӗклӗ мар. Эпир Иеговӑна пӗтӗм чӗрепе, пӗтӗм чунпа тата пӗтӗм ӑспа юрататпӑр пулсан, ҫакӑ пирӗн ӗҫсенче курӑнса тӑрӗ (Матфей 7:16—20). Библире тӳррӗн ҫапла каланӑ: эпир Иеговӑна юрататпӑр пулсан, унӑн ӳкӗчӗсене тытса тӑрӑпӑр. Ҫакна тума йывӑр-и? Ҫук, мӗншӗн тесен «Унӑн ӳкӗчӗсене пурӑнӑҫлама йывӑр мар». (1 Иоанн 5:3 вуласа парӑр.)

9 Эпир Иеговӑна итлетпӗр пулсан, пирӗн пурнӑҫ телейлӗ пулӗ (Исаия 48:17, 18). Анчах та Иеговӑпа хамӑр хушӑри туслӑха упраса хӑварма пире мӗн пулӑшӗ? Айтӑр ҫавна пӑхса тухар.

ИЕГОВӐПА ХӐВӐР ХУШӐРИ ТУСЛӐХА ҪИРӖПЛЕТӖР

10. Мӗншӗн Иегова ҫинчен малалла та пӗлсе пымалла?

10 Эсир мӗнле майпа Иеговӑн тусӗ пулса тӑнине аса илӗр-ха. Эсир Библи вӗреннӗ май Турӑ ҫинчен нумайрах пӗлсе пыма пуҫларӑр, вара унпа туслашма шутларӑр. Турӑпа хамӑр хушӑри туслӑха кӑвайтпа танлаштарма пулать. Кӑвайт ҫунса тӑтӑр тесен вут пӑрахсах тӑмалла. Ҫавӑн пекех Иеговӑпа сирӗн хушӑри туслӑх сӳнсе ан лартӑр тесен, сирӗн ун ҫинчен малалла та пӗлсе пымалла (Ытарӑшсем 2:1—5).

Иеговӑпа сирӗн хушӑри туслӑх вӑл — вут пӑрахмасан сӳнсе ларакан кӑвайт евӗрлӗ

11. Библи вӗрентӗвӗсем сирӗн ҫине мӗнле витӗм кӳрӗҫ?

11 Библи вӗренсе пынӑ май мӗн пӗлни сирӗн чӗрене пырса тиветех. Иисусӑн икӗ вӗренекенӗпе шӑп ҫапла пулса тухнӑ та. Пӗррехинче Иисус вӗсене хӑйӗнпе ҫыхӑннӑ пророкла сӑмахсене ӑнлантарса панӑ. Вара ҫав икӗ вӗренекенӗ каланӑ: «Вӑл пирӗнпе ҫул ҫинче калаҫса килнӗ чухне, Ҫырури сӑмахсене ӑнлантара-ӑнлантара каланӑ чухне пирӗн чӗре темӗн пекех савӑнмарӗ-и вара?» (Лука 24:32.)

12, 13. а) Турра юратас кӑмӑлпа мӗн пулма пултарать? ӑ) Турра юратма пӑрахас мар тесен мӗн тумалла?

12 Иисусӑн вӗренекенӗсен чӗрисене мӗн хускатнӑ-ши? Ҫырӑва ӑнланма пуҫлани. Эсир те Библие ӑнланма пуҫласан ҫавӑн пекех савӑнтӑр пуль. Ҫакӑ сире Иеговӑна лайӑхрах пӗлме тата ӑна юратма пулӑшрӗ. Анчах та Турра юратас кӑмӑл сивӗнме пултарать, эсир ҫавна пулма парасшӑн мар паллах (Матфей 24:12).

13 Эсир Туррӑн тусӗ пулса тӑнӑ пулин те, сирӗн ҫав туслӑха ҫирӗплетсех тӑмалла. Турӑпа Иисус Христос ҫинчен сирӗн пӗлсех пымалла та мӗн пӗлни ҫинчен тата ҫав пӗлӳсене пурнӑҫра мӗнле тытса тӑмалли ҫинчен шухӑшламалла (Иоанн 17:3). Библие вуланӑ е тӗпченӗ чухне хӑвӑра ҫакӑн пек ыйтусем парӑр: «Ҫакӑ мана Иегова Турӑ ҫинчен мӗне вӗрентет? Мӗншӗн манӑн ӑна пӗтӗм чӗрепе тата пӗтӗм чунпа юратмалла?» (1 Тимофей 4:15.)

14. Кӗлтуни Иеговӑна хытӑрах юратма мӗнле пулӑшӗ?

14 Сирӗн ҫывӑх туссем пур пулсан, эсир, паллах ӗнтӗ, вӗсемпе час-часах калаҫатӑр, ҫакӑ вара сирӗн хушӑри туслӑха ҫирӗплетет. Ҫавӑн пекех кӗлӗре Иеговӑпа час-часах калаҫатӑр пулсан, эсир ӑна хытӑрах юратма пуҫлатӑр. (1 Фессалоника 5:17 вуласа парӑр.) Кӗлӗ вӑл — пирӗн ҫӳлти Аттемӗр пире панӑ чаплӑ парне. Кӗлтунӑ чухне пирӗн сӑмахсем чӗререн тухмалла (Псалом 61:9). Кӗлӗсене пӑхмасӑр калама вӗренмелле мар, чуна уҫса каламалла. Апла пулсан, эпир Библие малалла вӗренетпӗр тата чун-чӗререн кӗлтӑватпӑр пулсан, Иеговӑна хытӑрах юратма пуҫлӑпӑр.

ИЕГОВА ҪИНЧЕН ЫТТИСЕНЕ КАЛАСА ПАРӐР

15, 16. Эсир ырӑ хыпар сарас ӗҫ ҫине мӗнле пӑхатӑр?

15 Иеговӑпа пирӗн хушӑри туслӑх малашне те ҫирӗп пултӑр тетпӗр пулсан, пирӗн хамӑр мӗне ӗненни ҫинчен ыттисене каласа памалла. Ҫынсене Иегова ҫинчен каласа парасси вӑл — калама ҫук пысӑк чыс (Лука 1:74, 75). Унсӑр пуҫне, Христос чӑн христиансене пурне те ҫак ӗҫе тума хушнӑ. Пирӗн пурин те Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан ырӑ хыпара сармалла. Эсир ҫав ӗҫе тӑватӑр-и? (Матфей 24:14; 28:19, 20.)

16 Павел апостол ырӑ хыпар сарас ӗҫе питӗ хакланӑ — вӑл ҫав ӗҫе «мулпа» танлаштарнӑ (2 Коринф 4:7, ҪХ). Иегова ҫинчен тата вӑл мӗн тума шутласа хуни ҫинчен ыттисене каласа парасси — эпир тума пултаракан ӗҫсенчен чи кирли. Ҫакӑ Иеговӑна пуҫҫапмалли майсенчен пӗри, вӑл вара хӑйӗншӗн эпир мӗн тунине питӗ хаклать (Еврейсем 6:10). Ырӑ хыпар сарни сире те, сире итлекенсене те усӑ парать, мӗншӗн тесен эсир хӑвӑра та, вӗсене те Иеговӑпа ҫывӑхланма тата ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илме пулӑшатӑр. (1 Коринф 15:58 вуласа парӑр.) Ырӑ хыпар сарас ӗҫрен тивӗҫлӗрех ӗҫ пур-ши?

17. Мӗншӗн ырӑ хыпар сарас ӗҫе вӑраха ямасӑр тумалла?

17 Пирӗн ырӑ хыпар сарас ӗҫе вӑраха ямасӑр тумалла (2 Тимофей 4:2). Ҫынсен Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен илтмелле. Библире «Ҫӳлхуҫанӑн аслӑ кунӗ ҫывӑхрах ӗнтӗ, ҫывӑхрах, питӗ васкаса килет» тата «вӑл пурпӗрех пулать» тенӗ (Софония 1:14; Аввакум 2:3). Кӗҫех Иегова Сатанан усал тӗнчине тӗп тӑвӗ. Ҫавӑнпа та пирӗн ҫынсене ҫавӑн ҫинчен асӑрхаттармалла, вара вӗсем, тен, Иеговӑшӑн ӗҫлеме шут тытӗҫ.

18. Мӗншӗн Иеговӑна пирӗн унӑн ытти ӗҫлекенӗсемпе пӗрле пуҫҫапмалла?

18 Иегова пире хӑйӗн ытти ӗҫлекенӗсемпе пӗрле хӑйне пуҫҫаптарасшӑн. Библире каланӑ: «Пӗр-пӗриншӗн тӑрӑшар, пӗр-пӗрне юратма, ырӑ ӗҫсем тума хавхалантарса пырар. Хӑш-пӗр ҫынсенӗн йӑлине кура пирӗн пӗрле пуҫтарӑнма пӑрахас марччӗ; ҫав Кун ҫывӑхарса килнӗҫемӗн пӗр-пӗрне хытӑран хытӑ ӳкӗтлесе пурӑнар» (Еврейсем 10:24, 25). Тӗлпулусене пурне те пирӗн пӗр сиктермесӗр ҫӳреме тӑрӑшмалла, мӗншӗн тесен вӗсенче эпир пӗр-пӗрне хавхалантарма тата тӗреклетме пултаратпӑр.

19. Хамӑрпа пӗр пек ӗненекен тӑвансене юратма пире мӗн пулӑшӗ?

19 Тӗлпулусене ҫӳренипе эсир хӑвӑра Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшакан туссене тупатӑр. Унта эсир хӑвӑр пекех Иеговӑшӑн чун-чӗререн ӗҫлекен тӗрлӗ тӑвансемпе паллашатӑр. Сирӗн пекех вӗсен те ҫитменлӗхсем пур тата вӗсем те йӑнӑшсем тӑваҫҫӗ. Ҫавӑнпа та вӗсене каҫарма хатӗр пулӑр. (Эфес 4:32 вуласа парӑр.) Хӑвӑрпа пӗр пек ӗненекен тӑвансен лайӑх енӗсене яланах асӑрхама тӑрӑшӑр, вара сире вӗсене юратма ҫӑмӑлрах пулӗ тата ҫакӑ сире Иеговӑпа ытларах ҫывӑхланма пулӑшӗ.

ЧӐН-ЧӐН ПУРНӐҪ

20, 21. Мӗн вӑл «чӑн-чӑн пурнӑҫ»?

20 Иегова хӑйӗн тусӗсене пурне те телейлӗ тӑвасшӑн. Библире каланӑ тӑрӑх, пуласлӑхра пирӗн пурнӑҫ, хальхи пек мар, пачах урӑхла пулӗ.

Иегова сире «чӑн-чӑн пурнӑҫ» парасшӑн. Эсир ҫавна илесшӗн-и?

21 Эпир 70—80 ҫул мар, ӗмӗр-ӗмӗр тата райра пурӑнӑпӑр. Пирӗн питӗ лайӑх сывлӑх пулӗ тата никамран та хӑрама кирлӗ пулмӗ. Ун чухне эпир тинех чӑннипе телейлӗ пулса тӑрӑпӑр. Библире ҫавӑн пек пурнӑҫ пирки «чӑн-чӑн пурнӑҫ» тенӗ. Иегова пире ҫавӑн пек пурнӑҫ парнелеме сӑмах парать, анчах та ӑна илес тесен пирӗн халех ҫав пурнӑҫа «ҫирӗп ярса» тытмалла (1 Тимофей 6:12, 19, ҪТ).

22. а) Чӑн-чӑн пурнӑҫа ҫирӗп ярса тытас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр? ӑ) Мӗншӗн ӗмӗрлӗх пурнӑҫа ӗҫлесе илме май ҫук?

22 Чӑн-чӑн пурнӑҫа ҫирӗп ярса тытас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр? Пирӗн «ырӑ ӗҫсем» тумалла (1 Тимофей 6:18). Урӑхла каласан, Библирен мӗн пӗлнине пирӗн хамӑр пурнӑҫра тытса тӑмалла. Анчах та чӑн-чӑн пурнӑҫ — ӗмӗрлӗх пурнӑҫ — илесси эпир вӑй хунинчен килмест. Ӑна эпир нихӑҫан та ӗҫлесе илеймӗпӗр. Ҫакӑ вӑл — Иегова хӑйӗн «ырӑлӑхӗпе» панӑ парне (Эфес 2:8, ҪХ). Ҫакна шанса тӑрӑр: пирӗн ҫӳлти Аттемӗр хӑйӗн ӗҫлекенӗсене ӗмӗрлӗх пурнӑҫ парнелесшӗн.

23. Сирӗн халӗ мӗн суйласа илмелле? Ӑнлантарса парӑр.

23 Хӑвӑра ҫакӑн пек ыйту парӑр: «Эпӗ Турра вӑл каланӑ пек пуҫҫапатӑп-и?» Сире хӑвӑр пурнӑҫра улшӑнусем тумалла пек туйӑнать пулсан, ҫавна тӳрех тӑвӑр. Эпир Иеговӑна шанатпӑр тата итлетпӗр пулсан ҫеҫ Иегова пирӗншӗн хӳтлӗх пулса тӑрӗ. Сатанан усал тӗнчин юлашки кунӗсенче Иегова хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене хӳтӗлесе тӑрӗ, унтан вара вӑл, хӑй сӑмах панӑ пек, вӗсене райра ӗмӗрлӗх пурнӑҫ парнелӗ. Чӑнах та, эпир чӑн-чӑн пурнӑҫпа пурӑнма пултаратпӑр. Сирӗн ҫакна хӑвӑрӑн суйласа илмелле!