Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

12-МӖШ ЮРӐ

Иегова — чи аслӑ Турӑ

Иегова — чи аслӑ Турӑ

(Тухни 34:6, 7)

  1. 1. Эсӗ, Иегова, аслӑ та чаплӑ.

    Пӗтӗм чыс, хисеп сана —

    Эсӗ тивӗҫлӗ ҫакна.

    Эс чи хӑватлӑ, вӗҫӗмсӗр ӑслӑ.

    Эсӗ ӗмӗрхи Патша.

  2. 2. Юратакан та ырӑ Аттемӗр,

    Ҫын тӑпра кӑна — пӗлен,

    Эс ҫавах кӗлле итлен.

    Эс вӗрентетӗн, ҫирӗплететӗн,

    Пулӑшатӑн пур енчен.

  3. 3. Ҫӗр те, тӳпе те харӑс юрлаҫҫӗ,

    Пирӗнпе куллен сана

    Аслӑлаҫҫӗ савӑнса.

    Эсӗ, Иегова, чи аслӑ Турӑ.

    Чӗререн мухтав сана!

(Ҫавӑн пекех Сак. аст. 32:4; Ытар. 16:12; Матф. 6:10; Ӳлӗм. 4:11 пӑхӑр.)