13-МӖШ ЮРӐ
Христос пирӗншӗн тӗслӗх
-
1. Юратакан Атте
Пӗртен-пӗр Ывӑлне
Парне пек панӑ ҫӑлмашкӑн пире.
Христос ҫӳлтен ансан,
Этем пек ҫуралсан,
Чапа кӑларнӑ Иеговӑн ятне.
-
2. Вӑл Туррӑн Сӑмахне
Юратнӑ вӗренме;
Пӗлӳ, ӑс-хакӑл вӑл илнӗ унтан.
Турра юрас тесе
Ӗҫленӗ пикенсе,
Хӑйне чура пек вӑл тытнӑ ялан.
-
3. Эпир те ӗҫсемпе
Турра чыслас тесе
Христос хӑварнӑ йӗрпе ҫеҫ ҫӳрер.
Вӑл уҫнӑ ҫулпала
Эпир ялан пырсан,
Ҫӳлти Атте кӑмӑл тӑвӗ пире.
(Ҫавӑн пекех Иоанн 8:29; Эф. 5:2; Флп. 2:5—7 пӑхӑр.)