Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

15-МӖШ ЮРӐ

Иеговӑн малтанхи Ывӑлне мухтавлӑр!

Иеговӑн малтанхи Ывӑлне мухтавлӑр!

(Еврейсем 1:6)

  1. 1. Харӑссӑн мухтавлӑр

    Ҫӳлти Туррӑн Ывӑлне!

    Патша килет хӑватлӑн,

    Вӑл чӑнлӑх хутне кӗрет.

    Хурланинчен тасатӗ

    Иеговӑн ыр ятне,

    Турра асла кӑларӗ,

    Мухтавлӗ ун влаҫне.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Пурте харӑс мухтӑр

    Ҫӳлти Туррӑн Ывӑлне!

    Ларать халь патшара вӑл

    Сӑваплӑ Сион ҫинче.

  2. 2. Харӑссӑн мухтавлӑр

    Ҫӳлти Туррӑн Ывӑлне!

    Пире ҫӑлса илмешкӗн

    Вӑл панӑ хӑй пурнӑҫне.

    Ак ун ҫураҫнӑ хӗрӗ

    Ҫап-ҫутӑ тумӗпе.

    Вӗсем тӳрре кӑларӗҫ

    Аттемӗрӗн влаҫне.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Пурте харӑс мухтӑр

    Ҫӳлти Туррӑн Ывӑлне!

    Ларать халь патшара вӑл

    Сӑваплӑ Сион ҫинче.

(Ҫавӑн пекех Пс. 2:6; 44:4, 5; Ӳлӗм. 19:8 пӑхӑр.)