Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

22-МӖШ ЮРӐ

Турӑ Патшалӑхӗ килтӗр!

Турӑ Патшалӑхӗ килтӗр!

(Ӳлӗмхине 11:15; 12:10)

  1. 1. Иегова, эс — Пултаракан,

    Эс — Ҫут тӗнче Хуҫи.

    Эс власть панӑ хӑв Ывӑлна —

    Вӑл пӗтӗм ҫӗр Патши.

    Тӑрать Патшалӑх тӳпере,

    Вӑл пулӗ ӗмӗр-ӗмӗрех.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Христос ертсе пырать.

    Ак ҫитрӗ пире ҫӑлас кун.

    Ыйтатпӑр Турӑран:

    «Атте, килтӗр Патшалӑху!»

  2. 2. Паян питӗ йывӑр кунсем,

    Пире ку хӑратмасть.

    Шуйттанӑн тӗнчи кӗҫ пӗтет,

    Чӑн шанчӑк вӑй парать.

    Тӑрать Патшалӑх тӳпере,

    Вӑл пулӗ ӗмӗр-ӗмӗрех.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Христос ертсе пырать.

    Ак ҫитрӗ пире ҫӑлас кун.

    Ыйтатпӑр Турӑран:

    «Атте, килтӗр Патшалӑху!»

  3. 3. Юрлаҫҫӗ ҫӳлти ангелсем

    Янравлӑ сасӑпа.

    Антарнӑ ҫапса пӗлӗтрен

    Ултавҫӑ Шуйттана.

    Тӑрать Патшалӑх тӳпере,

    Вӑл пулӗ ӗмӗр-ӗмӗрех.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Христос ертсе пырать.

    Ак ҫитрӗ пире ҫӑлас кун.

    Ыйтатпӑр Турӑран:

    «Атте, килтӗр Патшалӑху!»

(Ҫавӑн пекех Дан. 2:34, 35; 2 Кор. 4:18 пӑхӑр.)