Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

24-МӖШ ЮРӐ

Иеговӑн тӑвӗ ҫине улӑхар

Иеговӑн тӑвӗ ҫине улӑхар

(Исаия 2:2—4)

  1. 1. Эсӗ пӑх ҫӳлелле:

    Туррӑн тӑвӗ чи ҫӳлли.

    Халь вӑл мӗнпур туран та

    Аслӑрах, чаплӑрах.

    Йышлӑн тӗрлӗ йӑхсем

    Пухӑнаҫҫӗ ту патне,

    Туслӑн вӗсем чӗнеҫҫӗ

    Чӑн Турра пуҫҫапма.

    Вӑхӑт ҫитрӗ паян:

    Халсӑр халӑх куллен вӑйланать.

    Пиллӗхсем Турӑран

    Илнӗҫемӗн ӳссе вӑл пырать.

    Туррӑн аслӑ влаҫне

    Йышӑнаҫ нумай ҫынсем,

    Пӗтӗм чунтан ӗҫлеҫҫӗ

    Турӑ майлӑ тӑрса.

  2. 2. Туррӑн чӑн сӑмахне

    Пӗлтерме хушать Христос.

    Пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе ак

    Сарӑлать ыр хыпар.

    Туррӑн Ывӑлӗ халь

    Тӳперен ертсе пырать.

    Кам ун енне тӑрасшӑн,

    Ҫав ҫынна пулӑшар.

    Чӗререн савӑнар —

    Имсӗр-сумсӑр ҫын йышӗ ӳсет.

    Ҫак ӗҫе хутшӑнар —

    Вӑй хурсассӑн, Иегова пиллет.

    Эсӗ хытӑ саспа

    Чӗн хастаррӑн пур ҫынна:

    «Улӑх Иегова Туррӑн

    Аслӑ тӑвӗ ҫине».

(Ҫавӑн пекех Пс. 42:3; 98:9; Ис. 60:22; Ап. ӗҫ. 16:5 пӑхӑр.)