26-МӖШ ЮРӐ
Ку «маншӑн туниех пулчӗ»
-
1. Иисус Ҫӳлхуҫа урӑх сурӑхсене
Ырӑпа тавӑрса туллин пиллетех.
Вӗт вӗсем ҫума-ҫумӑн сӑваплӑ ӗҫе
Тӑваҫҫӗ Христосӑн тӑванӗсемпе.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ
«Вӗсене йышӑнни — мана йышӑнни.
Вӗсене пулӑшни — мана пулӑшни.
Вӗсемшӗн эсир чӗререн тӑрӑшни,
Калатӑп сире, ку маншӑн туни.
Чӑн калатӑп сире: ку маншӑн туни».
-
2. «Эпӗ выҫӑ чухне эсир патӑр апат,
Ӑшӑм хыпнӑ чухне ӗҫтертӗр мана».
«Ҫӳлхуҫамӑр, хӑҫан эпир тунӑ ҫакна?»
Вара вӗсене хурав парӗ Патша:
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ
«Вӗсене йышӑнни — мана йышӑнни.
Вӗсене пулӑшни — мана пулӑшни.
Вӗсемшӗн эсир чӗререн тӑрӑшни,
Калатӑп сире, ку маншӑн туни.
Чӑн калатӑп сире: ку маншӑн туни».
-
3. «Ман тӑванӑмсемпе ыр хыпар каласа,
Чӗререн парӑнса итлерӗр мана».
Ҫапла пиллӗ Патша урӑх сурӑхсене:
«Эсир ӗмӗр пурӑнӑр ҫӗн тӗнчере».
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ
«Вӗсене йышӑнни — мана йышӑнни.
Вӗсене пулӑшни — мана пулӑшни.
Вӗсемшӗн эсир чӗререн тӑрӑшни,
Калатӑп сире, ку маншӑн туни.
Чӑн калатӑп сире: ку маншӑн туни».
(Ҫавӑн пекех Ытар. 19:17; Матф. 10:40—42; 2 Тим. 1:16, 17 пӑхӑр.)