28-МӖШ ЮРӐ
Иеговӑн тусӗсем пулар
(Псалом 14)
-
1. Турӑ, кам сан тусу?
Кам санӑн юлташу?
Саншӑн кам хаклӑ? Сан ҫуртунта
Кам яланхи хӑна?
Кам Сӑмахна тӗпчет,
Кам хытӑ ӗненет,
Кам чӗререн сана парӑнать,
Вӑл сан тусу пулать.
-
2. Камӑн-ха сан патна
Ирӗк пур ҫывхарма?
Кам ырӑ ятлӑ сан умӑнта?
Кам халь ҫӳрет санпа?
Кам сан ятна мухтать,
Кам Сӑмахна упрать,
Чун-чӗрипе кам тӳрӗ, таса,
Эсӗ хаклан ҫавна.
-
3. Сан тусусем пулма
Хурӑпӑр пур вӑя,
Уҫӑпӑр кӗлӗре чӗрене,
Шанӑпӑр сан ҫине.
Эс пирӗн Тус пулни —
Пирӗншӗн чи хакли.
Эс чӑн-чӑн тус, эс чи шанчӑкли,
Урӑх ҫук сан пекки.
(Ҫавӑн пекех Пс. 138:1; 1 Петр 5:6, 7 пӑхӑр.)