Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

31-МӖШ ЮРӐ

Турӑпа ҫӳре

Турӑпа ҫӳре

(Михей 6:8)

  1. 1. Сӑпайлӑн Турӑпа ҫӳре

    Ӑна чунтан парӑнса.

    Турра шанса тӑр, ҫывхар ун патне

    Ун сывлӑшне ыйтса.

    Нихҫан ан ирт ун Сӑмахӗнчен,

    Эс пурӑн чӑнлӑхпа.

    Турра ярса тыт аллинчен,

    Ан вӗҫерт текех ӑна.

  2. 2. Эс Турӑпа таса ҫӳре,

    Таси ҫинчен шухӑшла.

    Пит вӑйлӑ пулсан та илӗртӳсем,

    Вӑй парӗ вӑл чӑтма.

    Ялан ырри, кӑмӑлли ҫинчен,

    Чӑнни ҫинчен шутла.

    Вара Иегова, сан Турру,

    Ӗмӗр пулӗ санпала.

  3. 3. Хаваслӑн Турӑпа ҫӳре,

    Вӗт вӑл сан ҫывӑх тусу.

    Паха парнесем сана вӑл кӳрет,

    Вӗсемшӗн эс тав ту.

    Эс савӑн хӑвӑн мӗн пуррипе,

    Юрла мухтав юрри.

    Чӑн пысӑк ырлӑхпа телей —

    Турӑпа пӗрле пулни.

(Ҫавӑн пекех Пулт. 5:24; 6:9; Флп. 4:8; 1 Тим. 6:6—8 пӑхӑр.)