Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

35-МӖШ ЮРӐ

Мӗн аваннине пӗлсе пурӑн

Мӗн аваннине пӗлсе пурӑн

(Филиппӑ 1:10)

  1. 1. Мӗн чи аван, мӗн тӗрӗс, мӗн чаплӑ,

    Ҫавна пӗлсе пымалла.

    Мӗнле ӗҫсем Иеговӑшӑн ырӑ,

    Ҫавна та ӑнланмалла.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Мӗн ыррине тӑрӑш тума,

    Сир усала.

    Мӗн кирлине уйӑрма эс пӗлсен,

    Турӑ куллен

    Парӗ сана хӑйӗн пиллӗхне.

  2. 2. Чи кирлӗ ӗҫ хальхи вӑхӑтра вӑл —

    Ыр хыпара сарасси

    Тата кам чӑн Турра пит пӗлесшӗн,

    Ҫав ҫынсене шырасси.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Мӗн ыррине тӑрӑш тума,

    Сир усала.

    Мӗн кирлине уйӑрма эс пӗлсен,

    Турӑ куллен

    Парӗ сана хӑйӗн пиллӗхне.

  3. 3. Чи кирлине тума тӑрӑшсассӑн,

    Чӑн савнӑҫ пулӗ чунра,

    Пӗлсе ҫитме ҫук канӑҫлӑх сыхлӗ

    Чӗрепеле ӑс-тӑна.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Мӗн ыррине тӑрӑш тума,

    Сир усала.

    Мӗн кирлине уйӑрма эс пӗлсен,

    Турӑ куллен

    Парӗ сана хӑйӗн пиллӗхне.

(Ҫавӑн пекех Пс. 96:10; Иоанн 21:15—17; Флп. 4:7 пӑхӑр.)