Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

45-МӖШ ЮРӐ

Чӗремри шухӑшсем

Чӗремри шухӑшсем

(Псалом 18:15)

  1. 1. Иегова, манӑн шухӑшсем —

    Ялан сан умӑнта вӗсем —

    Сана куллен савӑнтарса

    Мана упраччӑр чӑнлӑхра.

    Ҫӗрле ҫыврас килмест пулсан,

    Ман чунӑм канӑҫ ҫухатсан,

    Аса илетӗп ыррине —

    Эп шухӑшлатӑп сан ҫинчен.

  2. 2. Аттем, мӗн саншӑн кӑмӑлли,

    Ырри, чӑнни тата чапли —

    Ҫавсем ҫинчен эп шухӑшлап,

    Вара чӑн канӑҫлӑх туяп.

    Сан пӗтӗм шухӑшу паха,

    Вӗсем мулран та хаклӑрах.

    Тӗпчетӗп санӑн Сӑмахна,

    Упратӑп чӗремре ӑна.

(Ҫавӑн пекех Пс. 48:4; 62:6, 7; 138:17, 23; Флп. 4:7, 8; 1 Тим. 4:15 пӑхӑр.)