66-МӖШ ЮРӐ
Ырӑ хыпар пӗлтерер
-
1. Мӗн ӗмӗртен этемлӗх пулнӑ тӗттӗмре,
Анчах та чӑнлӑха пӗлтернӗ халь пире.
Хӗрхеннӗрен, тӗрӗссине юратнӑран
Иегова ҫынсене ҫӑласшӑн ҫылӑхран.
Ҫӳлти Патшалӑхра Христос ертсе пырать,
Хӑй Ашшӗн ирӗкне кӗҫех ҫӗр ҫинче тӑвать.
Иегова пӗрлештерӗ Ывӑлне «хӗрпе»,
Ҫапла чапа кӑларӗ пӗчӗк кӗтӗве.
-
2. Ак халӗ вӑхӑт ҫитрӗ ыр хыпар сарма,
Иеговӑн чӑнлӑхне пурне те калама.
Пире хастаррӑн пулӑшаҫҫӗ ангелсем,
Хыпар сараҫҫӗ пирӗнпе пӗрле вӗсем.
Хисеплӗ тивӗҫ пирӗн пур ҫак вӑхӑтра —
Ятне мухтав-хисеп кӳрсе аслӑлар Турра.
Свидетельсем пулма чыс тунине хаклар,
Ҫав ӗмӗрлӗх ыр хыпара сарса тӑрар.
(Ҫавӑн пекех Марк 4:11; Ап. ӗҫ. 5:31; 1 Кор. 2:1, 7 пӑхӑр.)