Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

67-МӖШ ЮРӐ

Турӑ сӑмахне пӗлтерер

Турӑ сӑмахне пӗлтерер

(2 Тимофей 4:2)

  1. 1. Туррӑмӑр хӑйӗн сӑмахне

    Пӗлтерме хушса каланӑ пире.

    Мӗне шаннине ӑнлантарма

    Кирек хӑҫан та хатӗр тӑмалла.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Хыпар сарар

    Мӗнпур халӑх хушшинче.

    Хыпарлар:

    «Пӗтӗ ҫак усал тӗнче».

    Вӗрентер

    Тӳрӗ кӑмӑллисене.

    Пӗлтерер

    Мӗнпур ҫӗрте.

  2. 2. Йывӑр лару-тӑру пулсан,

    Тӑшмансем пире чарма хӑтлансан,

    Шутламӑпӑр: «Меллӗ вӑхӑт мар»,

    Турра шанса пӗлтерӗпӗр хыпар.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Хыпар сарар

    Мӗнпур халӑх хушшинче.

    Хыпарлар:

    «Пӗтӗ ҫак усал тӗнче».

    Вӗрентер

    Тӳрӗ кӑмӑллисене.

    Пӗлтерер

    Мӗнпур ҫӗрте.

  3. 3. Лӑпкӑ та майлӑ вӑхӑтра

    Пӗлтермешкӗн тӑрӑшар пур вӑйран,

    Пулас пиллӗхсем ҫинчен калар,

    Ҫӳлти Аттен таса ятне мухтар.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Хыпар сарар

    Мӗнпур халӑх хушшинче.

    Хыпарлар:

    «Пӗтӗ ҫак усал тӗнче».

    Вӗрентер

    Тӳрӗ кӑмӑллисене.

    Пӗлтерер

    Мӗнпур ҫӗрте.